«Упăшкаран вăрттăн йĕреттĕм – киле каяс килетчĕ»
Татьяна Андреева Иваново облаçĕнчи Обезово ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пурнăç çулĕ ăна Чăваш Ене илсе çитернĕ. Паянхи кун Татьяна Степановна 95 çулта. «Нумай пурăнтăм. Шухăшламан та çак çула çитессе», — калаçăва пуçларĕ вырăс хĕрарăмĕ.
— Аттепе анне колхозниксемччĕ. Эпир çемьере пиллĕкĕн ÿсрĕмĕр. Хуторта чиркÿ пурччĕ. Пĕчĕк чухне Мăнкун эрнинче чиркÿ тăррине хăпарса чан çапаттăмăр. — 7 класс хыççăн Татьяна Громова экономиста вĕренме каймашкăн шухăшланă, анчах унăн ĕмĕтне вăрçă татнă. — Ун чухне эпĕ 16-раччĕ. Пĕрремĕш куна лайăх астăватăп. Ирхине ирех вăрантăм. Чÿречерен пăхатăп — пусă умĕнче халăх кĕпĕрленнĕ: пĕрисем йĕреççĕ, теприсем калаçаççĕ… Мĕн пулнăха? Еремей пичче килчĕ те пирĕн çĕршыва фашистсем тапăнса кĕнине пĕлтерчĕ. Эпир те йĕме тытăнтăмăр, анне çи-пуç пуçтарма пуçларĕ. Аслă аппана Анфисăна вăрçа илсе каясшăнччĕ, яла аманнисене илсе килме пуçласан ăна госпитале вырнаçтарчĕç. Эпĕ лаша çавăтса çÿреме пуçларăм. Каярахпа пире, виçĕ хĕрачана, вăрман касма илсе кайрĕç. Пирĕн тăрăхра йĕри-тавра вăрманччĕ, шурлăхчĕ. Ялтан 18 çухрăмра улпутăн дачи пурччĕ. Унтан аякрах мар йывăç касаттăмăр. Пĕренисем питĕ йывăрччĕ. Пысăккисене пĕрер хураттăмăр, пĕчĕкреххисене — икшер-виçшер. Вĕсене станцие турттараттăмăр. Унта склад пурччĕ. Стройкăна илсе каяттăмăр. Лайăх йывăçран фанера тăватчĕç, хăма çуратчĕç. Ыттисенчен вутă хатĕрлеттĕмĕр. Пĕр кунра 600 грамм çăкăр паратчĕç. Телее, çĕр улмипе купăста нумайччĕ. Каçхине çĕр улмине чăмăрла пĕçерсе çиеттĕмĕр. Кăмпа, çырла чылайччĕ. Пахчарах мăйăр çитĕнетчĕ. Выçă пурăнман. Анчах çимĕçсене упрама нÿхреп çукчĕ. Тăпра чавса хураттăмăр. Унта та шыв кĕретчĕ. Чирлесен çырла-курăкпа сипленеттĕмĕр. Вăрманта тискер чĕр чун та нумайччĕ. Хам курман, кукамай çÿлевĕçе тĕл пулни çинчен каласа кăтартатчĕ. Вăрмана шалах кĕместĕмĕр — шурлăхлăччĕ. Хĕлле çул çине тухма питĕ кансĕрччĕ, вăрманта туп-тулли юрччĕ. Çанталăкĕ питĕ сивĕччĕ. Фуфайка, çăматă тăхăнаттăмăр. Лашасем те аран-аран çÿретчĕç, путса ларатчĕç. Лава туртайманнипе пĕренесене çуна çинчен антараттăмăр та малтан лашана кăлараттăмăр, унтан пĕренисене сĕтĕреттĕмĕр. Нумай асапланнă çапла. Çулла колхоз уйĕнчеччĕ. Лашапа сухалаттăмăр, акаттăмăр… — ассăн сывларĕ Таня аппа. Сăмах май, Татьяна Степановнăн ашшĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă, ашшĕн пиччĕшĕпе шăллĕ Константинпа Александр фронтра пуç хунă.
Вăрманта ĕçленĕ чухне Татьяна Громова пулас упăшкипе Иван Андреевпа паллашнă. Чăваш каччи салтак тивĕçне пурнăçланă вăхăтра Совет-финн вăрçи пуçланнă. Ку вăрçă вĕçленсен ăна Украинăна Польша чиккине сыхлама янă. «Унтанах вăл Аслă вăрçа кĕнĕ. Лашасемпе пысăк тупăсем турттарни пирки каласа паратчĕ. «Сирена янăранипе вăранса кайрăмăр. Пăхатпăр — кĕпер урлă танксем каçаççĕ. Çуртсене сирпĕтеççĕ, бомбăсем пăрахаççĕ. Çул çине тухма çук», — тетчĕ Иван Андреевич. Çав çапăçу вăхăтĕнчех вăл тăнне çухатнă, ăна фашистсем ярса илнĕ. Нумай асапланнă вăл тыткăнра. Ирĕке тухсан ăна пирĕн тăрăха вăрман хуçалăхне ĕçлеме янă. Вăл манран 8 çул аслăччĕ. Маттур йĕкĕте килĕштертĕм, вăл та мана куç хывнă ахăртнех. Ун чухне эпĕ пиçсе çитнĕ хĕрччĕ ĕнтĕ. Вăрçă хыççăн çырăнтăмăр», — сăмах çăмхине сÿтрĕ кинемей.
Çамрăк çемье Иваново облаçĕнчех çурт лартма шухăшланă, анчах вĕсене лайăх вырăн паман. Вара Андреевсем упăшкин тăван тăрăхне, Куславкка районĕнчи Чăршкассине, куçса килнĕ. «Малтан питĕ йывăрччĕ кунти пурнăçа хăнăхма. Упăшкаран вăрттăн йĕреттĕм, киле каяс килетчĕ. Каярахпа, ачасем çуралсан, тунсăхлама пăрахрăм. Пирвайхи кунсенче хуняма та мана юратмастчĕ. Чăваш хĕрне илесшĕн пулнă. Вырăссем кахал тесе шухăшланă вăл. Вăхăт иртсен хăнăхрĕ, эпир унпа 25 çул пĕрле килĕштерсе пурăнтăмăр. Хуняçа, чирлĕ пулнăскер, çамрăклах çĕре кĕнĕ. Унăн ашшĕ вара питĕ ĕçчен пулнă. Хуçалăхĕ те тĕреклĕччĕ», — терĕ Татьяна Степановна. Малалла вулас…