Конституцие улшăну кĕртессишĕн сасă пачĕ
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2020/06/osmelkin_e.v.jpg)
Паян Шупашкарти 62-мĕш шкулта, вăл Мичман Павлов урамĕнчи 78-мĕш çуртра вырнаçнă, федерацин "Присурский" патшалăx заповедник директорĕ Eвгений Осмелкин та пулчĕ.
Унта вăл çeç мар, микрорайонта пурăнакансем паян Конституцие улшăнусем кĕртессишĕн сасăлама пычĕç. Евгений Осмелкин "Хыпар" журналистĕнчен Конституцие кĕртме палăртнă улшăнусемпе хушăмсемшĕн сасăланине пытармарĕ. Кунтан та ытларах - Владимир Путин сĕнĕвĕceне ырланине, вĕceне Конституцие кĕртсе çирĕплетмеллине пĕлтерчĕ.
www.hypar.ru Евгений Осмелкин архивĕнчи сăн ÿкерчĕк