Комментари хушас

1 Çурла, 2014

Нÿхрепре ялан нÿрĕ

«Хресчен сасси – Кил» хаçата кашни çулах çырăнса илетĕп. Унта нÿхрепе мĕнле тасатмалли çинчен çырнăччĕ. Манăн нÿхрепе кăмпапа кăвакăш ярса илнĕрен пĕтĕмпех çавăнта çырнă пек туса пăхрăм. Извеçпе пăхăр купоросĕ ярса шуратрăм, анчах паян кунччен те урайĕ те, стенисем те йĕпех тăраççĕ, маччаран та тумлать. Урайĕ – цементран, маччи – плитаран, стенисем – кирпĕчрен. Тата мĕн туса пăхмалла-ши?

В. Филиппова. Етĕрне.

Хисеплĕ вулаканăмăр, нÿхрепре нÿрĕк ан пухăнтăр тесен унта сывлăша йĕркеллĕ куçмалла тумалла: уçă сывлăш кĕтĕр, куçманни тухса кайтăр. Пăрăх кирлĕ. Пĕрре çеç те мар: пĕри нÿхрепĕн пĕр кĕтесĕнчен урай çумĕнчен хăпармалла, иккĕмĕшĕ хирĕçри кĕтесе çÿлтен анмалла. Кун пек чухне сывлăш лайăх куçать.

Нÿхреп питĕ нÿрлĕ тăрсан урайне сĕвеккĕн хăма хурса ăна хлорлă кальципе (извеçпе) сапмалла, унăн айне вара кирек мĕнле савăт лартмалла. Извеç нÿрĕке туртса илĕ. Типĕтнĕ хыççăн извеçпе тепĕр хут та усă курма юрать.

Нÿхрепри кăмпана тата кăвакăша пĕтерме: 1 кг сÿнтернĕ извеç, 100 г пăхăр купоросĕ туянмалла. Шывра пăхăр купоросĕ ирĕлтермелле, тепĕр савăтра – извеç. Унтан пăхăр купоросĕ çине извеç ярса пăтратмалла. Çак хутăшпа нÿхреп стенине, маччана, мĕн пур хăмана сăрламалла. Сăрлама тытăниччен кăмпаллă вырăнсене малтан хырса тасатмалла, пăхăр купоросĕпе йĕпетмелле, унтан – хайхи шĕвекпе.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.