Çамрăксен хаçачĕ 24 (6321) № 25.06.2020
♦Канаш хулинче пурăнакан хĕрарăма çырла пуçтарма кайсан сăпсасем тапăннă (Çĕлен сăхнă, сăпса тапăннă…)
♦ «Çемьере тухтăр пулни пăсмасть», — амăшĕ çапла каланине Михаил Хайлов пĕчĕк чухнех хăлхана чикнĕ. Ачаранпах çар техникипе кăсăкланнăскер çар тухтăрĕ пулас ĕмĕтпе пурăннă. Ÿсерехпе шухăшĕ улшăннă: вăл çынсен шăлне сиплекен тухтăр дипломне илме тĕллевленнĕ. Кăçал каччă ăна илме хатĕрленет — умра экзаменсем. Çак кунсенче вара Михаил хăй вĕренекен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чи лайăх 100 выпускникĕсен йышне кĕнĕ. Унсăр пуçне вăл — Раççейри чи лайăх выпускниксенчен пĕри (Диван çинче ахаль выртма вăхăт çук).
♦ Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси ялĕнче пурăнакан Мария Харитонова хĕрне çуратсанах кулянса ÿкнĕ. Тин çеç кун çути курнă пепкен тÿпе пек янкăр кăвак куçĕнче шăпи çырăннă-ши? «Ку ача нуша курма çуралчĕ пуль», — тенĕ Мари кĕçĕн тĕпренчĕкне кăкăрĕ çумне чăмăртаса (Упăшки вилсен вырăн çинчен тăрайман).
♦ Улттăри ывăлĕ алла купăс тытсан Венера Майорова яланах йĕрет. Савăннипе те, хурланнипе те… Мăшăрĕ куринччĕ, хĕпĕртесе пĕтереймĕччĕ. Çамрăк хĕрарăм юратнă упăшкине икĕ çул каялла ĕмĕрлĕхех çухатнă («Ачасенчен вăрттăн макăраттăм»).
♦ «Анне, чĕрĕ юлайăпăр-ши? Паян тăшман самолечĕсем хура курак пек пирĕн тавра вĕçсе çÿрерĕç, бомбăсем ывăтрĕç. Халь кайрĕç-ха…» — çыру вĕçтернĕ нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă Аркадий Богданов тăван тăрăхне, Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкасси ялне. Амăшĕ Агриппина Архиповна ывăлĕн çырăвĕсене хаклă тупра пек упранă (Упăшки валли тĕрленĕ кĕпене виличченех упранă).