Çамрăксен хаçачĕ 24 (6321) № 25.06.2020

25 Çĕртме, 2020

Канаш хулинче пурăнакан хĕрарăма çырла пуçтарма кайсан сăпсасем тапăннă (Çĕлен сăхнă, сăпса тапăннă…)

 «Çемьере тухтăр пулни пăсмасть», — амăшĕ çапла каланине Михаил Хайлов пĕчĕк чухнех хăлхана чикнĕ. Ачаранпах çар техникипе кăсăкланнăскер çар тухтăрĕ пулас ĕмĕтпе пурăннă. Ÿсерехпе шухăшĕ улшăннă: вăл çынсен шăлне сиплекен тухтăр дипломне илме тĕллевленнĕ. Кăçал каччă ăна илме хатĕрленет — умра экзаменсем. Çак кунсенче вара Михаил хăй вĕренекен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чи лайăх 100 выпускникĕсен йышне кĕнĕ. Унсăр пуçне вăл — Раççейри чи лайăх выпускниксенчен пĕри (Диван çинче ахаль выртма вăхăт çук).

 Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси ялĕнче пурăнакан Мария Харитонова хĕрне çуратсанах кулянса ÿкнĕ. Тин çеç кун çути курнă пепкен тÿпе пек янкăр кăвак куçĕнче шăпи çырăннă-ши? «Ку ача нуша курма çуралчĕ пуль», — тенĕ Мари кĕçĕн тĕпренчĕкне кăкăрĕ çумне чăмăртаса (Упăшки вилсен вырăн çинчен тăрайман).

 Улттăри ывăлĕ алла купăс тытсан Венера Майорова яланах йĕрет. Савăннипе те, хурланнипе те… Мăшăрĕ куринччĕ, хĕпĕртесе пĕтереймĕччĕ. Çамрăк хĕрарăм юратнă упăшкине икĕ çул каялла ĕмĕрлĕхех çухатнă («Ачасенчен вăрттăн макăраттăм»).

 «Анне, чĕрĕ юлайăпăр-ши? Паян тăшман самолечĕсем хура курак пек пирĕн тавра вĕçсе çÿрерĕç, бомбăсем ывăтрĕç. Халь кайрĕç-ха…» — çыру вĕçтернĕ нимĕç фашисчĕсемпе çапăçнă Аркадий Богданов тăван тăрăхне, Елчĕк районĕнчи Кивĕ Арланкасси ялне. Амăшĕ Агриппина Архиповна ывăлĕн çырăвĕсене хаклă тупра пек упранă (Упăшки валли тĕрленĕ кĕпене виличченех упранă).

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.