Комментари хушас

31 Утă, 2014

Улатăр мэрне тытса чарнă

Нумаях пулмасть Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ пĕтĕмлетÿ тунăччĕ: çак тытăма йĕркеленĕренпе, 2011 çултанпа, Чăваш Енре вырăнти хăй тытăмлăхăн 60 ытла сотрудникне уголовлă майпа явап тыттарнă, всене коррупципе çыхăннă 250 ытла преступленишĕн айăпланă. Çав шутра - муниципалитетсен 33 пуçлăхĕ: Етĕрне тата Сĕнтĕрвăрри райадминистрацийĕсен, Çĕнĕ Шупашкар, Етĕрне, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ хулисен, Йĕпреç, Вăрнар поселокĕсен, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă тата Муркаш ялĕсен администрацийĕсен экс-пуçлăхĕсем.

Список вара малалла тăсăлать. СК управленийĕн пресс-служби ĕнер Улатăр хула администрацийĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе те уголовлă ĕç пуçарни çинчен пĕлтерчĕ. Ăна УК 285 статйин 2-мĕш пайĕпе айăплаççĕ - должноç полномочийĕсемпе киревсĕр тĕллевпе усă курнă тесе шанмаççĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн 2011 çулхи кĕркунне мэр аукционсем, аренда правин рынок хакне палăртмалли мероприятисем ирттермесĕрех хăйĕн виçĕ пĕлĕшне виçĕ çĕр лаптăкне арендăна парасси çинчен калакан саккуна хирĕçле йышăнусем кăларнă. Пĕтĕмпе 3 пин тăваткал метр ытла йышăнакан çав лаптăксем патшалăх харпăрлăхĕнче пулнă. Кайран муниципалитетăн çак акчĕсене тĕпе хурса Улатăр хула администрацийĕ çав çĕрсене асăннă граждансене пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме арендăна панă. Аренда тÿлевĕ пĕтĕмпе те 14-30 тенкĕ çеç пулнă, ку аренда правин рынок хакĕнчен тата аренда тÿлевĕн пуçламăш виçинчен 1-2,5 пин хут пĕчĕкрех.

Çапла вара çĕрĕн çĕнĕ хуçисем хайхи лаптăксене харпăрлăха илмелли правăллă пулса тăнă, 2013 çулхи юпа уйăхĕнче мэр кăларнă йышăнусене тĕпе хурса иккĕшне çав правăна тÿрре кăларма май панă. Кăтартăвĕ çапларах: муниципалитет çак çĕрсене арендаторсене рынокринчен 100 ытла хут йÿнĕрех хакпа харпăрлăха сутса янă.

Унсăр пуçне 2011-2012 çулсенче администраци пуçлăхĕ муниципалитет харпăрлăхĕнчи земснаряда пăхса тăма шаннă коммерци организацийĕн директорне хăйĕн ячĕпе тепĕр предприятипе çак оборудование арендăна памалли килĕшÿсем тума ÿкĕте кĕртнĕ. Аренда тÿлевĕ ку хутĕнче те тивĕçлинчен чылай пĕчĕкрех, 500 пин тенкĕ, пулнă. Çавна май арендăшăн куçарнă укçа муниципалитет хыснине пырса кĕмен.

Саккуна хирĕçле çак ĕçсем, следстви шухăшĕпе, «Улатăр хули» муниципалитет йĕркеленĕвне 3,5 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Мэра тытса чарнă, ун тĕлĕшпе усă курмалли чару мерине палăртас ыйтăва татса параççĕ. Уголовлă ĕçсене пĕр производствăна пĕрлештернĕ. Следстви малалла пырать. СК управленийĕнче правăна хирĕçле çак ĕç-пуçа Раççей ФХСĕн республикăри управленийĕн тата ЧР ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕн районсен пĕрлехи пайĕн сотрудникĕсемпе алла-аллăн ĕçлесе тăрă шыв çине кăларнине пусăм тусах палăртрĕç.

Влаç тытăмĕнчи çакнашкал киревсĕр пулăмсене пĕр шелсĕр кăкламалли пирки ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та çине-çинех аса илтерсе тăрать те - право хуралĕн органĕсем çакна тÿрре кăларма ăнтăлни куç кĕрет.

Н.КОНОВАЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.