Ял-йыш пĕрле пуçтарăнсан
Чăн та, пĕлĕш-тăвана, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - Ял кунĕ. Нумаях пулмасть Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ялĕнче те уяв иртрĕ.
Энтри Пасар мухтавĕ - ĕçчен çынсем
Энтри-Пасар - ял тăрăхĕн центрĕ. Вăл ку тăрăхри 12 яла пĕрлештерет, вĕсенче 1321 çын пурăнать. Энтри Пасарта 300 яхăн çын тĕпленнĕ. Вырăнти администрацирен пĕлтернĕ тăрăх - ял çĕрĕсене 2 хуçалăх çĕрлет, 1 фермер вăй хурать. Çавăн пекех ялта культура çурчĕ, тĕслĕх вулавăш, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, почта уйрăмĕ, вăтам шкул, лавкка-кафе пур. Пĕтĕмпех çителĕклĕ, анчах кунта та ытти çĕрти пекех çамрăк сахал, шкултан вĕренсе тухакансенчен чылайăшĕ хулана çул тытать. Çавăнпах пулĕ ĕçлемешкĕн кÿршĕ ялсенчен е ытти районтан килеççĕ. «Ял ватăлса пыни кулянтарать: килĕрен киле карчăк-кĕрчĕк е пенси çулĕсенелле çывхаракан çынсем. Хальхи вăхăтра пĕр-пĕр пысăк ĕç пуçламашкăн та çын шыраса тупаймăн, çавăнпа пĕтĕмпех хамăр вăйпа тăватпăр. Паянхи кун ялта та пурăнма услови начар мар, ан ÿркен çеç. Ял çынни те япăх пурăнмасть, кашнин илемлĕ те пысăк çурт», - пăшăрханса калаçрĕ 65-ри Алексей Егоров. Унпа юнашар тăракан Юрий Андреев вара çакна хушса хучĕ: «Ял уявĕ пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах ĕççи вăхăтĕнче. Кунĕн-çĕрĕн ĕçлекене юрă-ташăпа савăнтарни кăмăл-туйăма çĕклет, малалла пурăнма хавхалантарать. Концертсем канма, ял-йышпа курса калаçма май параççĕ», - терĕ вăл.
Халап тăрăх - Хусана каякан тĕп çул пулнăран кунта виçĕ ĕмĕр каялла пасар йĕркеленĕ. Эрнесерен ку вырăна тĕрлĕ çĕрте пурăнакансем пахча çимĕç, выльăх-чĕрлĕх, атă-пушмак тата ытти япала сутма пухăннă. Услам ĕçĕпе пурăнакан Энтри ятлă çын çак тăрăха пурăнмашкăн пĕрремĕш куçса килнĕрен каярах ăна Энтри пасарĕ теме тытăннă. Паянхи кун ялта пасар-ярмăркка таврашĕ çук. Ял çумĕпе федераци трасси иртет. Çакă яла та аталанма май парать. Шел, ача йышĕ те çултан çул сахалланать /хальхи вăхăтра вăтам шкулта 50 яхăн ача кăна пĕлÿ илет/.
«Ял мухтавĕ - кунта çуралса ÿснĕ ĕçчен те пултаруллă çынсем», - терĕ ял уявне пынă ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев. Чăн та, Энтри Пасар тăван тăрăхшăн чуна пама хатĕр çынсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри - Чăваш наци конгресĕн хастарĕ, «Куславккасем» ентешлĕх ертÿçи Юрий Зорин. Вăл тăван яла аталантарас тĕллевпе чылай вăй хурать. «Кашни халăха, ушкăна, çынна туслăх пĕрлештерет. Пурин те килĕштерсе пурăнмалла, пĕр-пĕрне пулăшмалла. Хамăр ялшăн хамăрăн тăрăшмалла, ачасемпе çамрăксем тивĕçлĕ çынсем пуласси те пирĕнтен килет. Кашни кил, кашни урам, кашни ял таса та хăтлă пулсан тăван районăмăр, юратнă республикăмăр, пирĕн çĕр-шывăмăр çирĕпрех те вăйлăрах пулĕччĕ», - терĕ каларĕ Юрий Александрович ял-йыша саламланă май. Паллах, Энтри Пасарсен мухтавлă ывăлĕ пушă алăпа килмен. Вăл ялти ĕçчен та хастар ентешĕсене Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе тата тĕрлĕ парнепе чысларĕ.
Уява пухăннисене çавăн пекех Чăваш наци конгресĕн хастарĕ Эдуард Бахмисов, Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Марина Солдатихина, район Пухăвĕн депутачĕ Владимир Федоров, сумлă тата ытти хăна уяв ячĕпе саламларĕ. Чăваш эстрада юрăçисемпе ялти пултарулăх ушкăнĕсем ял халăхне илемлĕ юрă-ташăпа тыткăнларĕç.
Спортпа туслисен тăрăхĕ
Энтри Пасар ялĕнче спортпа туслă çын нумай. Тĕрлĕ ăмăртура палăракан çамрăк спортсменсен çитĕнĕвĕсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Ял халăхне сывă пурнăç йĕркине явăçтарассипе вара вырăнти тĕп физкультурник, вăтам шкулăн вĕрентекенĕ Герман Соколов вăй хурать. Çак ĕçшĕнех пултаруллă çынна уявра ЧР Физкультурăпа спорт министерствин Тав хучĕпе чысларĕç. Энтри Пасарсем вырăнти волейболистсемпе уйрăмах мухтанаççĕ: вĕсем - районти чи вăйлисем. Акă хĕрсен команди Куславкка районĕн чемпионĕн ятне виçĕ хут тивĕçнĕ. Футболла выляссипе те питĕ ăста ял спортсменĕсем, йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче те вĕсем яланах малта, маттур теннисçă та сахал мар шкулта.
Уяв ăмăртусемсĕр епле ирттĕр-ха. Ял хастарĕсем спортăн тĕрлĕ енĕпе вăй виçрĕç. Энтри Пасарсемпе тупăшмашкăн ытти ял тăрăхĕсенчен те килнĕ. Турник çинче туртăнассипе 10-мĕш класра вĕренекен Дима Иванова никам та çитеймен, велосипедçăсен ăмăртăвĕнче шкул çулне çитменнисен ушкăнне çÿрекен Вадим Александров палăрнă. Çавăн пекех волейболистсем, футболистсем «Туслăх кубокне» çĕнсе илессишĕн кĕрешнĕ. Вĕрен туртакансен, кире пуканĕ йăтакансен йышĕнче те чи паттăррисем мала тухнă.
Культура çурчĕ - 25 çулта
1989 çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче ялта çĕнĕ клуб хута кайнă. Ял уявĕнче культура центрĕн çĕнĕ çурчĕ уçăлнăранпа 25 çул çитнине те паллă турĕç. Çавна май çурта çĕклес тĕлĕшпе вăй хунă строительсене те праçнике йыхравланă. Уявра маттурскерсене Тав хучĕсемпе тата тĕрлĕ парнепе чысларĕç.
Культура çуртĕнче 20 çул ытла ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури Людмила Яковлева та парнесĕр юлмарĕ. Уява мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илнĕ-ха хĕрарăм? «Мана уява чĕннишĕн çав тери хĕпĕртерĕм, сахал мар тăрăшнă-çке унта. Çав тапхăрта йĕркелесе ирттернĕ мероприятисенчен чылайăшĕ халĕ те асăмра. Ял халăхне пысăк уявсенче концертсемпе савăнтараттăмăр. «Шăпчăк» фольклор ушкăнĕпе чылай яла çитсе куртăмăр. Хора 30 çын çÿретчĕ, ачасемпе те нумай ĕçленĕ», - терĕ вăл.
Клуб иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех ĕçлеме пуçланă. Культура вучахĕ аталанса вăй илме тытăнни Нина Беднякова ячĕпе çыхăннă. Учреждение 1970 çулта ĕçлеме килнĕскер нумай çул ертÿçĕ тилхепине тытса пынă. Вăл тăрăшнипех ялта çулсерен вун-вун мероприяти йĕркеленĕ, кашни уявра халăха чаплă концерт кĕтнĕ. Ун чухне уйрăмах драма кружокĕн артисчĕсем питĕ пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ, халăх театрĕн ятне тивĕçлĕ пулнă ушкăна ял çыннисем халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Клубри агитбригада хастарĕсем çур аки, вырма, хăмла ĕçченĕсене концертсемпе савăнтармашкăн районти чылай яла çитсе курнă. Кулуб ĕçченĕн пулăшуçи вăл - купăсçă. Культура учрежденийĕнче нумай çул вăй хунă Юрий Кабачевпа Владимир Ерофеев паянхи кун та ял халăхне пултарулăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Нина Ивановна хăйĕн пурнăçне культура çурчĕпе çыхăнтарса пысăк ят-сума тивĕçнĕ. Паян унăн ĕçне хĕрĕ Анжелика Белоруссова тăсать. Хусанти культура институтĕнчен вĕренсе тухнăскер чылай çул шкулти тата ялти библиотекăра ĕçленĕ, халĕ - культурăпа информаци центрĕн методисчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - клубра хĕр ачасемпе хĕрарăмсем валли ал ĕç ăстисен куржокĕ пур, ташлама юратакансем те кашни эрнере клуба пухăнаççĕ. Аслисен «Шуçăм», пĕчĕккисен «Çăлтăрчăк» фольклор ушкăнĕсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшине ял халăхне «парнелеççĕ», ялти драма кружокĕн ăстисем те куракана спектакльсемпе савăнтараççĕ.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем