Комментари хушас

11 Çĕртме, 2020

«Кÿршĕсем пулăшнипе çурт тĕппипех çунса каймарĕ»

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче 22 сехет те 28 минутра Наталия Ивановăн телефонĕ шăнкăртатнă. Ялĕнчи, Шупашкар районĕнчи Пархикассинчи, кÿршисем усал хыпар пĕлтернĕ: вĕсен çурчĕ çунма тытăннă. Наталия пĕр тăхтамасăр машинине тапратнă та амăшĕпе аппăшне лартса ялалла вĕçтернĕ. Вĕсем çитнĕ тĕле кил умĕнче халăх пухăннă, çăлран насуспа шыв уçласа шлангран сирпĕтнĕ.

«Атте ăçта?»

Çав кун, Чикĕ хуралçисен уявĕнче, кÿршисем патĕнче хăна пухăннă. Каçхине вĕсене ăсатма тухсан урамра темĕнле шăршă сарăлнине туйнă. Терентьевсен килĕнчен тĕтĕм йăсăрланса тухнине курсан хыпаланса ÿкнĕ, тимĕр алăка уçсанах çулăм палкаса тухнă.
Ял халăхĕ çулăма сарăлма паман. «Кÿршĕсене пысăк тав. Терентьевсем, Щербаковсем /вĕсем 3 çемье/, Маховсем, Ганинсем, Ильдеркинсем, Надежда Нефедова — уйрăмах вĕсем пулăшнипе пирĕн çурт тĕппипех çунса кĕлленмерĕ, çулăм гараж, сарай, мунча çине куçмарĕ, аттен аппăшĕ Галина Мочалова нумай пулăшрĕ», — инкек пулнă куна аса илнĕ май калаçăва пуçларĕ Наталия. Пушарнăйсем 40 минутран çитнĕ. Вăл вăхăталла çынсем пушара сÿнтернĕпе пĕрех, анчах кăштахран çулăм çурт тăрринче çĕнĕрен ялкăшма тытăннă. Пушарнăйсем ăна часах сÿнтернĕ. Çав кун кил хуçи арăмĕ Эльвира Семеновна аслă хĕрĕ патне Ишлее çывăрмаллах кайнă. Мăшăрĕ Герман Петрович килтех юлнă. Çынсем хыпаланса унталла-кунталла чупнă самантра Наталия мĕн пулса иртнине ăнланайман, татăлса йĕрекен амăшĕн юн пусăмĕ хăпарса кайнă. «Атте ăçта?» — пĕр вĕçĕм çак ыйту янăранă пуçĕнче. Тен, вăл урама тухса ĕлкĕрнĕ? Тен, çав самантра вăл пÿртре пулман? Чун тĕпĕнчи шанчăк сÿнмен. Кÿрши Юрий Терентьев питне йĕпе татăкпа хупласа шалалла кĕме тăнă, анчах çăра тĕтĕм чыхăнтарса янăран каялла чупса тухнă. Кайран ыттисем те çунакан пÿрте кĕме хăтланнă. Кăлахах… Кил хуçи пÿртре хăш вырăнта — пÿлĕмре-и е залра-и — çывăрнине пĕлменни те йывăрлăх кăларса тăратнă.
Герман Петровича пушарнăй йăтса тухнă. Тухтăрсем тĕрĕсленĕ — сывламасть, чĕри тапма чарăннă. Хăй çунман, хăш-пĕр вырăнта ÿчĕ пиçсе кайнăран хăмпăланса тухнă. 58 çулти арçын сĕрĕмпе чыхăнса вилнĕ. Наталийăпа аппăшĕ Татьяна тата амăшĕ çывăх çынни ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнине ĕненесшĕн пулман. Анчах ку — хăрушă тĕлĕк мар… Кил хуçи тупăкне пÿрте кĕртме май пулман, пытарнă кунхине моргран илсе килсе сыв пуллашма картише лартнă. Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче тĕлĕнмелле хитре, тÿлек çанталăк тăнă. «Çанталăкĕ те паян Герман пекех лăпкă», — калаçнă ял-йыш масар çинче. Тепĕр кунхинех сивĕтнĕ, çумăр çунă. Малалла вулас…

www.hypar.ru Наталия ИВАНОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.