Комментари хушас

9 Çĕртме, 2020

Вăхăт çитнĕ те – чĕлхемĕр алăксене уçнă

1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче РСФСР Совечĕсен Тĕп Ĕçтăвкомĕ тата Халăх Комиссарĕсен Совечĕ декрет кăларса Чăваш автономи облаçне (ЧАО) туса хума йышăннă. Ăна йĕркелени чăваш халăхĕн Атăлçи Пăлхар патшалăхне çухатнă хыççăнхи ĕмĕтне çитерессишĕн хывнă çулăн пĕрремĕш утăмĕ кăна пулнă. ЧАО хăйĕн умне пысăк улшăну тума, çав шутра халăхăн çыру тата калаçу чĕлхин пĕлтерĕшне ÿстерме, тĕллев лартнă. Çакăн çинчен Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан сотрудникĕпе, истори наукисен кандидачĕпе Владимир Клементьевпа калаçатпăр.

- Чрезвычайлă мерăсем — 1917 çул хыççăн Коммунистсен партийĕпе Советсен наци политики тата вак халăхсен администраци-территори единицисем никĕслес шухăш-ĕмĕчĕ тÿр килнĕ. Çавăнпа вĕсем автономисем туса хума пултарнă. Çапла мар-и?

— Килĕшмелле. «РСФСРăн наци ыйтăвĕн тĕшши — патшалăх, культура, хуçалăх тĕлĕшпе кая юлнă халăхсене Раççейĕн тĕп пайне хăваласа çитме май туса парас тесе социаллă пурнăçпа экономикăна, иртнĕ пурнăçран еткерлĕхе куçнăскере, пĕтересси», — тенĕ И.В.Сталин. 1920 çулсенче титуллă вак халăхсен чĕлхине администраци-территори единицисен официаллă хутшăну çаврăнăшне кĕртесси Коммунистсен партийĕпе Советсен наци политикин пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ шутланнă, РКП/б/ Тĕп Комитечĕ тата Советсен Тĕпĕçтăвкомĕ ертсе пынипе вырăнсенче нацисен чĕлхисене аталантарассишĕн тăрăшнă. Чăваш Ен влаçĕ çÿлтен антарнă ку тĕллеве хапăл тусах йышăннă, мĕншĕн тесен чăваш интеллигенцийĕ тăван чĕлхе пĕлтерĕшне ÿстерме ыйтнине пĕлсе тăнă, çутталла туртăнакансен шухăшĕмĕтне тивĕçтерме тăрăшнă.
РКП/б/ Чăваш обкомĕ тата ЧАО Совечĕсен Ĕçтăвкомĕ центр лартнă тĕллеве «Чăваш чĕлхине пурнăçа кĕртмелли политика» ят панă. «Тăван чĕлхене учрежденисен ĕç-хĕлне кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ, çав пĕлтерĕш чăвашсен хĕссе лартнă ăс-тăнне хускатать, çирĕплетет, вĕсене совет влаçĕпе пĕрлешме хистет» тенĕ Ĕçтăвком 1921-1922 çулсемшĕн туса панă отчетра.
Чăваш чĕлхине аталантарасси çинчен 1917 çулхи нарăс уйăхĕнчи революци хыççăн уççăнах калаçма пуçламан-и?
— Пуçланă. Анчах Граждан вăрçи, кĕпĕрнесен администраци-территори тытăмĕсем чĕлхене патшалăх, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене, çар чаçĕсене, обществăри хутшăнăва кĕртме чăрмантарнă. Чăваш чĕлхине пурнăçа кĕртмелли политикăна /малалла программа тейĕпĕр/ ЧАО йĕркелесен çеç йышăннă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсен шайне хăпартнă. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.