Комментари хушас

8 Çĕртме, 2020

Муркаш районӗнче тӑпра тата шыв тытӑмне тӗрӗсленӗ

Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствине Муркаш районӗнчен час-часах ҫӑхав килнӗ. Ҫынсем шыв тислӗкпе вараланнишӗн кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ.

Ыйтӑва тивӗҫтерме кӑҫалхи ҫу (май) уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерствин тата Чӑваш Республикин лаборатори анализӗпе техника виҫевӗсен центрӗн специалисчӗсем ҫак района ҫитнӗ. Вӗсем Сӑнав лесничествине кӗрекен территорири тӑпра тата Муркаш юхан шывӗн пайӗсене тӗрӗслеме илнӗ.

Анализ кӑтартӑвӗ тӑрӑх акӑ мӗн палӑрнӑ: тӑпрара та, шывра та хӑш-пӗр хими япали палӑртнӑ виҫерен ытларах. Тавралӑха варалакансен вара административлӑ майпа явап тытма тивет. Ҫакна тӗпе хурса Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министерстви лаборатори анализӗн пӗтӗмлетӗвӗсене право хуралӗн органӗсене ярса панӑ.

www.hypar.ru Minpriroda.ru сӑн ӳкерчӗкӗ