Комментари хушас

21 Çу, 2020

«Тĕнче çынни пулмалла»

ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий ЛУКЬЯНОВ пĕлтĕр Çĕнĕ çул умĕн хĕвеллĕ Майамирен таврăнчĕ. Унта 8 çул ĕçлесе пурăнаканскер пуш уйăхĕнче АПШна каялла вĕçме планланă, анчах коронавируса пула чикĕсене хупнăран Валерий Николаевич хальлĕхе Чăваш Енрех юлчĕ. Тăван ялĕнче Карапай Шăмăршăра та пурăнчĕ, пахча çимĕç те лартрĕ вăл.

Мăнукне курма кайсан

— Ялти кермен пек çурта пушă тăратма шел мар-и?

— Кун-çул парнеленĕ çыннăмсем çĕре кĕчĕç. Анне вилсен пытарма килеймерĕм… Çурхи ĕçсене пурнăçлама арăмпа яла кайса килтĕмĕр, атте-аннен вил тăприсене тасатрăмăр, хуçалăхра тирпейлерĕмĕр. Ялта икĕ йăмăк пурăнать: пĕри — культура çурчĕн директорĕ, тепри — санаторире экономист. 2 çул каялла Америкăран килсен мунча лартса хăварнăччĕ. Ăна хутса кĕтĕмĕр. Ку пирĕн асатте-асаннен тĕп килĕ. Асатте пурăннă чухнех ăна мана пехиллесе хăварчĕ. Çавăнпа сутма шухăшламастăп.

Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, мăшăрăр сирĕнпе пĕрле Майамие пыман, Шупашкартах юлнă. Кансĕр мар-и капла?

— Эпĕ Розăна темиçе хутчен те чĕннĕ. Вăл тĕп хулара шкулта ĕçлет, завуч та, директор та пулчĕ. Ĕçĕнчен хăпаймасть пулас. Ман пата çулталăкра икĕ хутчен вĕçсе килет.

— Сирĕн хĕр Оксана — питĕ чăнкă хĕрарăм вара: вăл Майамире министерствăра ĕçлет! Епле çавăн пек маттур хĕр ÿстерме пултарнă-ха эсир?

— Розăпа ывăлпа хĕре пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Ывăл Саша Мускавра çемйипе пурăнать. Çапла, Оксана Çутĕç министерствинче тăрăшать, 95 шкулшăн яваплă вăл. Майамире пурĕ вĕсем — 465. Оксана — педагогика наукисен кандидачĕ. 6 чĕлхепе калаçать. Шкулта чухнех ют чĕлхесемпе кăсăкланатчĕ. 10-мĕш класра АПШна пĕрремĕш хут кайрĕ. Вăл вăхăтра тĕрлĕ çĕршыври ачасем чĕлхесене вĕренес тĕллевпе ют çемьесене кайса пурăнатчĕç. Эпир те хамăр пата хура ÿтлĕ хĕре йышăнтăмăр, Оксана хăйĕн учителĕ патĕнче пурăнчĕ. Çавăн чухне вăл пĕр ушкăнра вĕреннĕ каччăпа, пулас упăшкипе, паллашнă. Шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хĕрĕм аслă пĕлÿ паракан икĕ заведенире харăсах ăс пухрĕ: экономика тата ют чĕлхесем енĕпе. Çулталăк чиперех ĕлкĕрсе пычĕ. Пĕр кунхине киле йĕрсе таврăнчĕ, институтран кăларса яраççĕ иккен. Саккунпа килĕшÿллĕн, харăсах икĕ аслă шкулта тÿлевсĕр вĕренме юрамасть. Оксанăна ют чĕлхесене суйлама сĕнтĕм. Ку кирлĕрех пек туйăнчĕ. Кашни çул АПШна лагере ĕçлеме çÿрерĕ вăл. Унти савнийĕ ăна кĕтсе илнĕ, ăсатса янă… Хĕрĕм И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ. Ăна унтах ĕçлеме хăварчĕç. Кĕçех Оксана Ноел качча тухма ыйтнине пĕлтерчĕ. Савнийĕ тухтăра вĕренетчĕ. «Эсир ирĕк парсан каятăп, хирĕç тĕк кунтах юлатăп», — терĕ. Амăшĕпе ларса шухăшларăмăр та ачасене хирĕç каяр мар терĕмĕр. Тепĕр икĕ эрнерен Ноел килчĕ. Вăл Оксанăна качча илмешкĕн пирĕнтен ирĕк ыйтрĕ. Хăй акăлчанла кăна калаçрĕ, Оксана куçарса пычĕ. Ăна кевер куçлă çĕрĕ парнелерĕ. Çамрăксем çырăнас терĕç. Шупашкарти ЗАГСа кайрăмăр. Ют çĕршыв çыннипе хут уйăрттариччен 2 уйăх кĕтмелле, АПШ çыннипе — 4 уйăх! Йĕрки çапла. Юратакан мăшăр куççульпе йĕчĕ. ЗАГС ĕçченĕпе тепре кĕрсе калаçрăм, ÿкĕте кĕртме май килчĕ. Çапла вара вĕсем 3 кунран çырăнчĕç. Оксанăна тÿрех упăшкипе пĕрле Америкăра пурăнма май килмерĕ — ку ыйту документсемпе çыхăннăччĕ. Германие Ноелăн тăванĕ патне тухса кайрĕ вăл, нимĕç чĕлхи туптарĕ, куçаруçăра ĕçлесе Европа тăрăх çаврăнчĕ. Упăшки ун патне самолетпа вĕçсе килнĕ. Кайран вĕсем АПШ йĕркипе те хут уйăрттарчĕç.

— Эсир вара унта епле майпа пурăнма юлтăр-ха? Тивĕçлĕ канури çынна ют вырăна хăнăхма çăмăлах мар пек туйăнать.

— Оксанăсен çемйинче пĕрремĕш пепке Виктория çуралнă чухне эпĕ Шупашкарти Вырăс драма театрĕн директорĕччĕ. 2006 çулта Розăпа мăнука курма кайрăмăр. Вăл çур çултаччĕ ĕнтĕ. Оксанăпа Ноелхваттер тара тытатчĕç. Ачана алла тытсан кăна хам кукаçи пулнине ăнлантăм. Вĕсем патĕнче икĕ уйăх пурăнса килтĕмĕр. Кĕрÿ çар тухтăрĕччĕ те Германире службăраччĕ. Эпир килни Оксанăшăн чухах пулчĕ, ача пăхма пулăшрăмăр. Унти хĕрарăмсем 4 уйăхран ытла декретра лармаççĕ, ĕçе тухаççĕ, ачана няньăпа хăвараççĕ. Пилĕк çултан мăнук Саша çуралчĕ. Ăна та курма кайрăмăр паллах. Киле таврăниччен пĕр эрне юлсан Оксана каларĕ: «Сирĕнтен хăшĕ те пулин ача пăхма юлăр-ха, унсăрăн эпĕ ĕçе çухататăп». Арăмпа иксĕмĕр пĕр-пĕрин çине кăн-кан пăхса илтĕмĕр. Эпĕ ЧНК президенчĕн пулăшуçиччĕ, вăл — шкул директорĕ. Çапла эпĕ 4 уйăхри ачана йышăнса юлма килĕшрĕм. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН. Валерий ЛУКЬЯНОВ архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.