Тутăрпа утияла хаклă тупра пек упрать
Шупашкар районĕнчи Шуркасси ялĕнчи Зинаида Тимкова çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче куккăшĕ Австрирен 1945 çулта посылкăпа ярса панă тутăра çыхрĕ. Вăл ăна 75 çул типтерлĕ упрать.
Зина пĕчĕк чухне унăн ашшĕпе амăшĕ ырă пурнăç шыраса Свердловск облаçне тухса кайнă. Вассапа Матвей Соловьевсен унтах 1941 çулта кăрлач уйăхĕнче ывăл Ваня çуралнă. Кил хуçи тĕрмере хуралта ĕçленĕ. Вăрçă пуçлансан Матвей Марковича фронта ăсатнă. Чăваш Ене каялла таврăнма тивессине сиснĕ тейĕн: Соловьевсем тăван кил-çуртне сутса хăварман. Васса патне тăван ялтан, Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинчен, çыру çитнĕ. Вĕсен килĕнче Ленинград облаçĕнчен эвакуаципе килнĕ хĕрарăмсем пурăнаççĕмĕн. «Вутă çуккипе сак, карта çунтараççĕ», — çапла хыпарланă ялтан. Сăмах май, кÿршĕ тăрăхра, Ишек салинче, интернатра Ленинград ачисем йышлă пурăннă.
Васса икĕ пепкипе тăван яла каялла килме шухăшланă. Ун чухне Зина 4 çул та тултарман-ха, Ваня — кăкăр ачи. Амăшĕ çавăн чухне икĕ ачине пуйăса лартса ярса хăй пуçне рельс çине хурса вилме шухăшланă. Кун пирки вăл кайран каласа панă. Нушаллă пурнăç ывăнтарса çитернĕ ăна. «Вокзалсенче çын питĕ нумайччĕ, Ишлей станцийĕнчен çуран килтĕмĕр... Кĕркуннеччĕ. Аннен иккĕмĕш сыпăкри тăванĕн, куккан /хăй вăрçăраччĕ/, арăмĕ пĕчченех пурăнатчĕ. Пире хăйĕн патне хĕл каçма йышăнчĕ. Хамăрăн киле хутса ăшăтма вутă пулман. Çимелли тĕлĕшĕнчен питĕ йывăрччĕ, çĕр улми те çукчĕ. Аттен Ишекри тăванĕсем пулăшрĕç. 14 çулти ачи кĕтÿçре çÿресе тырă ĕçлесе илнĕ те вĕсен çăнăх пурччĕ. Мăнаки çăнăха çĕр улмипе хутăштарса çăкăр пĕçерсе парса яратчĕ. Ĕне те усратчĕç вĕсем, чăкăт та пурччĕ. Çăкăрпа чăкăта анне пĕрер касăк паратчĕ те çимĕçсене лара питĕрсе хуратчĕ. Хамăр ялти кумми /хреснанне/ мана сурăх парнелерĕ. Выльăхăн куçне шур илнĕччĕ. Сурăха çитерме катнă сахăр парса янăччĕ пĕрле. Эпир Ванькăпа, пылак тутанса курманскерсем, ăна тупса çисе ятăмăр. Аннен арчара çĕнĕ çитсă пусмасем пурччĕ. Вĕсене йăтса Çĕрпÿ районĕнчи Ункăçум ялне крахмал заводне кайрĕ вăл. Çитсăпа крахмал улăштарса килчĕ. Çапла аран-аран хĕл каçрăмăр. Çуркунне пахчара кăшкар ути, ут хÿри тухрĕ. Çавсене çикелерĕмĕр. Мăяна хăйне çиме май çук, йÿçĕ. Ăна çăнăхпа хутăштарса пашалу пĕçеретчĕç», — йывăр ачалăхне аса илчĕ Зинаида Матвеевна. Çĕпĕртен куçса килнĕ хыççăн Зина чăвашла пĕлмен. Ялти ачасем пырса калаçсан та ăнланман. Кайран вĕсенчен «апи», «атти» теме вĕреннĕ.
Матвей Соловьева вăрçăран килсенех колхоз председательне лартнă. Хуçалăхра лару-тăру йывăр пулнă, ака тума тырă та юлман. Васса Петровна кайран тепĕр 5 ача çуратнă, иккĕшĕ пĕчĕклех чирлесе вилнĕ. Халĕ пурăнаканнисем — виççĕн. Малалла вулас...
Алина ИЗМАН. Зинаида ТИМКОВА архивĕнчи тата Алина ИЗМАН сăн ÿкерчĕкĕсем.