Комментари хушас

26 Утă, 2014

Жомини баронсен йăхĕ

Куславкка районĕнчи культура палăкĕсен шутĕнче Жомини барон çурчĕ те пур. Мĕнпе палăрнă çак йăх? Хушамачĕпе чăваш марри курăнать. Чăваш çĕрне мĕнле лекнĕ вĕсем?

О.ОСИПОВ.
Элĕк районĕ.

Хальхи вăхăтра чул никĕс çинче ларакан икĕ хутлă, 15 пÿлĕмлĕ, шалтан штукатурка тунă, тимĕрпе витнĕ çурт хулана илем кÿрет.

Жомини баронсен йăхĕ Октябрь революцийĕ умĕн Чăваш Енри чи пуян çĕр хуçисем шутланнă. Вĕсен Куславкка хули тата Куславкка пристанĕ çумĕнчи именийĕ 1061 теçеттин тата 2333 чалăш çĕр йышăннă. Питĕ чаплă икĕ хутлă çурт, парк пулнă. Баронсем Куславккари ярмăркка тата пасар валли çĕр тара панинчен, икĕ хупахран, çăкăр тата вутă пристанĕнчен, тавара Атăл урлă каçарнинчен тупăш илнĕ. Атăл пăрĕ те Жоминисен харпăрлăхĕ шутланнă. Çавна май çыран хĕрринче хуралçă ларнă. Вăл хресченсем нÿхреп валли тÿлевсĕр пăр илесрен сыхланă.

Жомини баронсен Раççейри йăхне пуçараканĕ Генрих Вениаминович /1779-1869, чăн ячĕ Антуан-Анри/ - историре тарăн йĕр хăварнă çын. Малтан Швейцари çарĕнче службăра тăнă, 1804 çултанпа - Наполеон çарĕн бригада генералĕ. Вăл вырăссемпе çапăçман. 1812 çулсенче - Вильна, унтан Смоленск кĕпĕрнаттăрĕ пулнă. Наполеонпа туслă пурăннă, Франци императорĕ ыйтнипе 1796-1800 çулсенчи Итали похочĕн историне çырнă. Дивизи генералĕн чинне паманшăн кÿренсе I Александр вырăс патши патне службăна куçнă, генерал-лейтенант чинне илнĕ. Çак утăм А.Жомини пурнăçне тĕпрен улăштарнă, шăпине яланлăх Раççейпе çыхăнтарнă, унăн йăх тăсăмĕсене Куславкка çĕрĕпе çывăхлатнă. Антуан-Анри Агландо Розелло Наполеона качча илнĕ. Барон Раççей çар теорине хатĕрлес ĕçе пысăк тÿпе хывнă, историре тарăн йĕр хăварнă, Генштабăн академине никĕсленĕ.

Жомини баронсен Куславккари пурнăçĕн пуçламăшĕ Александра Николаевна /хĕр чухнехи хушамачĕ - Чемезова/ баронессăпа çыхăннă. Вăл Иван Дмитриевич Леонтьев улпутран Куславккара çĕр туяннă. Александра Николаевна Антуан-Анри баронăн кинĕ: 1836 çулта вăл унăн ывăлне, Карл Генриховича /1811-1869/, качча тухнă. 1891 çулта баронесса вилнĕ хыççăн имени ывăлне Николай Карловича /1837-1902/ куçнă. Унтан ăна Николай Николаевич /1861-1910/ барон улăштарнă. Вăл Куславкка тăрăхне питĕ юратнă, вилсен хăйне кунтах пытарма ыйтнă. 1910 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Питĕре кайнă чухне чĕрине шалкăм çапнăран çул çинчех вилнĕ. Вунă кунтан ăна чăваш çĕрне илсе килсе чиркÿ масарне пытарнă.

1918 çулта баронсен Куславккари харпăрлăхне туртса илнĕ. Жоминисен çемйине революци хура-шурĕ çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесне салатнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.