Комментари хушас

20 Ака, 2020

Симптомсăр пулин те — чирлĕ

Хăнăхрăмăр ĕнтĕ: ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлусем юлашки эрнесенче кашнинчех коронавирус инфекцийĕн теминчен пуçланаççĕ. Паянхи планеркăра та çаплах пулчĕ.

Олег Николаев чи малтанах Мăнкун пирки сăмах пуçарчĕ. Çынсем чиркÿсене йышлăн пырасран асăрханса малтанах Митрополитпа калаçса татăлнă — кĕлĕсене хупă йĕркепе ирттерме йышăннă. Олег Алексеевич ăнланушăн Митрополита, епископсене, право хуралĕн çак кунсенче йĕркелĕхе тивĕçтернĕ органĕсене тав турĕ.

Анчах пандемипе çыхăннă ĕç-пуç çав-çавах çивĕч. Юлашки кунсенче чир тупса палăртнисен йышĕ куллен вăтамран 25-30 çын чухлĕ хушăнать — тăнăçлăх вăй илнĕн туйăнать. Çапах медучрежденисем çине лекекен тиев пурпĕр пысăк — чирлисен пĕтĕмĕшле шучĕ те пысăклансах пырать. Эппин, иккĕленмест Олег Алексеевич, влаçсем йышăнакан мерăсен çирĕплĕхĕ вырăнлă. Ытларикунран республикăра электронлă пропусксем вăя кĕреççĕ. Вĕсем — муниципалитетсен хушшинче пассажирсене илсе çÿрекен транспорт валли. Çакă хăшĕ-пĕри саккунсăр майпа маршрутсем çине тухасран упранма пулăшĕ.

Регион ертÿçи нумайăшĕ ыйтнине кура çывăх кунсенчех парикмахерскисене ĕçлеме ирĕк парасси пирки пĕлтерчĕ. Паллах, çак утăма питĕ асăрханса тумалла. Парикмахерсем сыхлăх мерисене пăхăнни тĕлĕшпе тĕрĕслев çирĕп пулĕ. Ку ăнсăртран мар. Олег Николаев палăртнă тăрăх, республикăра коронавирус ернине тупса палăртнă çынсен 65% чир симптомĕсем çук. Вĕсем чирлине куçпа пăхса палăртаймăн. Çавнашкал çын унта е кунта пулса вирус хăварма, ыттисене чир ертме пултарать — çавăнпа дезинфекципе, ыттипе çыхăннă мерăсен пĕлтерĕшĕ пушшех пысăк.

Хамăр тĕллĕн изоляцире пулмалли режима ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен упраса хăварассине çирĕплетрĕ май Олег Николаев.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.