Комментари хушас

3 Ака, 2020

Спектакль курар-и?

Килте лармалли тунсăхламаллине пĕлтермест. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ архиври спектакльсемпе паллашма сĕнет. Çакна килтен тухмасăрах тума пулать.

Ун валли драма театрĕн официаллă сайтне кĕмелле. «Сидим дома» уйрăмра Николай Айзманăн пьеси тăрăх лартнă «Кай, кай Ивана», Анатолий Чебановăн «Праски кинеми мăнукне авлантарать», Авксентий Цагарелин «Ханума» спектаклĕсемпе паллашма май пур.

Çавăн пекех СССР халăх артисчĕн Валерий Яковлевăн пултарулăхне, театра халалласа ÿкернĕ фильмсене курса киленме пулать.

www.hypar.ru Drama21.ru сӑн ӳкерчӗкӗ

Рубрика: