Комментари хушас

3 Ака, 2020

Коронавирус: тытăçу вĕçленмест-ха

Коронавирус пĕтĕм планетăна кисретет тени — пĕртте ӳстерсе калани мар. Инфекци ернисен тĕнчери шучĕ ĕнер 1 миллион çын патнелле çывхарнă — 964 пин çын ытла. Шел, Раççей те, çав шутра Чăваш Ен те, — уйрăм утравсем мар. Пирĕн çĕршыра та чирленисен, вилнисен шучĕ куллен пысăкланса пырать.

Хурлăхлă статистика

Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсенче чирленисен йышĕ уйрăмах пысăк — 215 пин çын ытла. Унта çак чире пула 5 пин ытла çын вилнĕ. Çапах пурнăçран уйрăлнисемпе çыхăннă статистика Италипе Испанире уйрăмах йывăр. Çак икĕ çĕршывра чирленисен йышĕ 110-шар пинрен иртнĕ, вĕсенчен Италире 13 пин ытла çын вилнĕ, Испанире — 10 пин ытла. Çавăн пекех Францире, Германире, Аслă Британире те лару-тăру йывăр. Пĕтĕмпе вара тĕнчере коронавирус 49 пин ытла çын пурнăçне татма ĕлкĕрнĕ. Çапах — ырă хыпарсăр та мар: Китайра чирлисен шучĕ самай чакнă.

Раççее илес тĕк — кунти цифрăсене çӳлерех асăннă статистикăпа танлаштарни вырăнсăр. Телее, вĕсем аплах пысăк мар — çĕршыв шайĕнче инфекцирен сыхланмалли анлă мерăсем йышăннин витĕмĕ куçкĕрет. Анчах ку, паллах, хăрушлăх çуккине пĕлтермест.

Ĕнер 16 сехет тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартусем çакăн пек: Раççейре 3548 çын чирленĕ, 31 çын вилнĕ. Инфекциллĕ çынсене тупса палăртман регионсем темиçе кăна юлнă. Халăх йышне кура çак кăтартусем Мускавра чи пысăккисем: унта инфекци ернисен шучĕ 2,5 пин патнелле çывхарать, вилнисем — 19 çын.

Чăваш Енре медицина енĕпе 1700 ытла çынна тĕрĕсленĕ. Сăнаса тăраканнисен шучĕ — пине яхăн çын. Шел, республика та инфекцирен упранаймарĕ: регионта чылай вăхăт коронавирус ернĕ пĕртен-пĕр çынна кăна шута илнĕччĕ. Ĕнер хыпар çитрĕ: иккĕмĕш тĕслĕхе шута илнĕ — тепĕр çын коронавируспа чирлине палăртнă.

Изоляци çине алă сулнă та…

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, çак хĕрарăм Нижневартовскра пропискăра тăрать, анчах юлашки вăхăтра Мускавра ĕçленĕ. Инфекци тĕлĕшпе тĕп хуларах анализ панă, анчах унăн кăтартăвĕсене кĕтсе илмен, хăй тĕллĕн изоляцире пулмалли йĕркене пăхăнмасăр çула тухнă — ĕнер Чăваш Ене çитнĕ /мĕнле тĕллевпе — паллă мар/.

Анализ вăл чирлине çирĕплетсенех Мускавсем çакăн çинчен Шупашкара пĕлтернĕ, хĕрарăма васкавлă медпулăшу больницине вырнаçтарнă. Унăн типĕ ӳслĕк пур, ытти енчен хăйне йĕркеллĕ туять. Тивĕçлĕ тытăмсем хĕрарăм кунта хутшăннă çынсене тупса палăртас енĕпе ĕçлени çинчен пĕлтереççĕ. Телее, унашкаллисем йышлă мар, мĕншĕн тесен инфекциллĕскер кунта ĕнер кăна çитнĕ, нумай çынпа хутшăнса ĕлкĕреймен.

Çак информацие илнĕ хыççăнах ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев коронавирус сарăласран сыхланмалли хушма мерăсем йышăнма хушнă.

— Чирлĕскере пĕр тăхтамасăр изоляциленĕ, тивĕçлĕ мероприятисем ирттереççĕ, — тенĕ Олег Алексеевич çак тĕслĕхре медицина тата право хуралĕн органĕсем лайăх ĕçленине палăртса. — Çакăнпа пĕрлех хушма мерăсем кирлине те куратăп. Чăваш Ене чикĕ леш енчен кăна мар, çĕршывăн ытти регионĕнчен килекен çынсене тĕрĕслессине те вăйлатмалла. Унсăр пуçне карантин йĕркине пăхăнмалли режима та çирĕплетмелле. Çынсем урамра сăлтавсăр пулмалли майсене чакарас тĕллевпе пропусксемпе ирĕксен механизмне хатĕрлемелле. Çак мерăсем кирлине республикăра пурăнакансене ăнлантарса памалла.

Регион ертӳçи хушнипе çак тата хушма ытти мерăна çывăх вăхăтрах тишкерĕç. Сăмах май, чир сарăлма пуçланăранпа — пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса — чикĕ леш енчен /Турцирен, Таиландран, ытти çĕршывран/ Чăваш Енĕн 4,6 пин çынни Раççее таврăннă. Тĕп йышăн 14 кунпа танлашакан карантин вăхăчĕ вĕçленнĕ ĕнтĕ. Анчах пысăк пайне çав-çавах сăнаса тăраççĕ-ха.

Маскăсем пулĕç

Пандемипе çыхăннă лару-тăру тавра ĕнер коронавирусран сыхланакан оперативлă штаб çумĕнчи ĕç ушкăнĕ ирттернĕ «тӳрĕ линире» те анлă калаçу пулчĕ. Республикăра пурăнакансене аптекăсенче инфекцирен сыхланмалли маскăсем çукки, ытти пăшăрхантарать. Экономика аталанăвĕн министрĕ Иван Моторин пĕлтернĕ тăрăх, маскăсене халь чылай компани çĕлет — кунне 40 пин маска. Çак кăтартăва çывăх вăхăтрах 100 пине çитересшĕн. Китай Раççее ярса панă 30 миллион маскăн пĕр пайĕ те — 300 пинĕшĕ — Чăваш Ене килмелле, кун пирки Мускавпа ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев калаçса татăлнă. Маскăсене сутакан вырăнсен адресĕсене ятарлă баннерта вырнаçтарассине палăртрĕç. Унсăрăн хăш-пĕр çĕрте черет пуласси те часах — унашкалличен асăрханмалла. Владимир Степанов министр республика медицини коронавируспа çыхăннă лару-тăру тата çивĕчленессе те хатĕррине çирĕплетрĕ. Кадрсем пур. Сăмах май, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студенчĕсем те паян больницăсенче — пулас ĕçтешĕсене пултарнă таран пулăшаççĕ.

Оборудовани, ытти çителĕклĕ. Ӳпкене искусствăллă майпа вентиляцилекен аппаратсен шучĕ халь 422-пе танлашать. Нумаях пулмасть кăна çак аппаратсем Атăлçи округĕнче пĕтĕмпе те 218 çеç пулнă, халь Чăваш Енре кăна — икĕ хут нумайрах. Республикăри сиплев учрежденийĕсене коронавируспа кĕрешмелли хатĕрсемпе тивĕçтерсе çитермешкĕн федераци бюджетĕнчен 218 миллион тенкĕ уйăрнă. Олег Николаев хăйĕн хушăвĕпе инфекципе кĕрешмешкĕн республика хыснинчен тата 49 миллион тенкĕ ярассине çирĕплетнĕ.

Шӳтлени вырăнсăр

Шалти ĕçсен министерствин представителĕ çак тапхăрта тĕрлĕ йышши суя сас-хураран сыхланмаллине палăртрĕ. Калăпăр, тӳрĕ кăмăллă мар çынсем дезинфекци тăватпăр тесе темле газпа усă курса пурлăх çаратаççĕ имĕш. Ку тĕрĕс мар — ун пекки пулман. Коронавируспа çыхăннă «фейксем» сарнăшăн вара явап тыттараççĕ — уголовлă яваплăх та пур. Çакнашкал лару-тăрура суйса халăха пăтратни — пачах шӳт мар. Карантин йĕркине уяманшăн явап тыттармалли саккун ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнинче те кулăш сĕмĕ çук. Сăмах май, Мускав влаçĕсем самоизоляци режимне пăхăнманшăн граждансене 5 пин тенкĕлĕх штрафлассине çирĕплетнĕ.

Çак тапхăрта пурте пĕр-пĕриншĕн яваплăха туйни, тĕрев кирлисене пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республикăра волонтерсен юхăмĕ вăй илни савăнтарать. Çак ĕçе кашниех хутшăнма пуларать. Цифра аталанăвĕн министрĕ Михаил Анисимов пĕлтернĕ трăх, vmeste.cap.ru сайтра е 8-800-201-32-60 телефонпа волонтер пулса регистрациленме май пур. Волонтерсем валли ĕç пайтах. Калăпăр, ватăсене пулăшасси. Изоляцие пула вĕсем аптекăна е лавккана тухаймаççĕ. Волонтерсен пулăшăвĕпе усă курма пултараççĕ — апат-çимĕç, эмел туянса килмешкĕн вĕсем патне асăннă телефонпа е 26-11-11 номерпе шăнкăравлама пулать.

Регионсем татса парĕç

Пандеми тапхăрĕнче экономикăна йывăр пуласси паллă. Çавна май Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшмалли мерăсене палăртма хушнă — налуксене тӳлессине каяраха куçарассинчен пуçласа 0% ставкăпа кредит парасси таранах. Федерацин пĕчĕк тата вăтам бизнес сотрудникĕсен ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕнчен пысăкрах виçинчен соцфондсене хывмалли тӳлевсене икĕ хут, 15% таран, чакаракан саккунне алă пусни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Президент иртнĕ юнкун ирттернĕ телеканашлура Михаил Мишустин премьер COVID-19-па кĕрешмешкĕн Правительство 1,4 триллион тенкĕ резервланине çирĕплетнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтермелли мерăсем валли 150 миллиард тенкĕ уйăраççĕ.

Ĕнер 17 сехетре Раççей Президенчĕ Владимир Путин каллех, çак кунсенче иккĕмĕш хут, телекурав урлă халăха чĕнсе каларĕ. Медицина, пурнăçа тивĕçтерекен ытти тытăм ĕçченĕсене тав тунă май «ĕçлемен» эрне коронавируспа кĕрешес енĕпе пысăк усă панине палăртрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ун шучĕпе, «эпир аслă ăрăва, ача сачĕсене, шкулсене, вузсене чиртен упрама пултартăмăр». Анчах хăрушлăх сирĕлмен, тĕнче те, Раççей те пандемин чи пысăк шайĕнчен иртмен. Çакна тĕпе хурса Президент ĕç укçине упраса хăварса ĕçлемен тапхăра çак уйăх вĕçĕччен — ака уйăхĕн 30-мĕшĕччен — тăсма йышăннине пĕлтерчĕ. Пурнăçа тивĕçтерекен тытăмсем хальчченхи пекех ĕçлĕç, ыттисен «кану» вăхăчĕ тăсăлать. Анчах тĕрлĕ региота, тĕрлĕ муниципалитетра — тĕрлĕ лару-тăру. Çавна май Владимир Владимирович суб±ектсен ертӳлĕхне тивĕçлĕ полномочисем парассине çирĕплетрĕ: регионсенчи лару-тăрăва кура вĕсем сыхлăхăн мĕнле мерисемпе усă курассине, хăш тытăмсем ĕçлессине, хăшĕс ĕçлемессине хăйсем палăртĕç. Çийĕнчен Владимир Путин çĕршыври лару-тăру мĕнле аталаннине тĕпе хурса хайхи ĕçлемен уйăха кĕскетме пултарасси çинчен те каларĕ. Асăрхаттарчĕ: экономикăри тăнăçлăх тĕп вырăнта пулмалла, ĕç вырăнĕсене тата граждансен тупăшĕн шайне упраса хăвармалла. www.hypar.ru

Рубрика: