Комментари хушас

19 Пуш, 2020

Чи пĕлтерĕшли — тăвансем пĕрле пулни

Юлашки вăхăтра юрă-кĕвĕ тĕнчинче «Пĕртăвансем» ушкăн палăрчĕ. Камсем-ха вĕсем? Мĕнле юрăсем шăрантараççĕ? Вулаканăмăрсене çак ушкăнпа çывăхрах паллаштарас тĕллевпе Алевтина Поликарповăпа Светлана Комиссаровăна хаçат тĕпелне чĕнтĕм.

Ăнсăртран…

— Аля, эсĕ ушкăнăн «чĕри» пулнине шута илсе, калаçăва санран пуçлар. Кала-ха: ăçтан тупăнтăр эсир?

— Хĕр чухнехи хушаматăм — Орешникова. Шупашкар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчен эпĕ. Кунтах çуралнă, кунтах ÿснĕ. Мăшăрпа Валерăпа виçĕ ача çитĕнтертĕмĕр. Халь кашни хăйĕн çулĕпе утать. Надьăпа Венера качча тухнă, пире икшер мăнук парнелерĕç. Миша авланнă, унăн виçĕ ача.

Сăнран çамрăк курăнатăн, хăвăн вара ав 7 мăнук!
— Çамрăк курăнни пултарулăхпа çыхăннă ахăртнех. Эпĕ хаваслă çын: йăл кулса çеç çÿретĕп. Куç микрохирургийĕнче сестра- хозяйкăра тăрăшнă чух ĕçтешсем: «Сана курсан кăмăл çĕкленет, куллу илемлĕ», — тетчĕç.

— Санран тĕслĕх илсе йăл кулса çÿрер апла. Тăвансемпе пĕр ушкăна пĕрлешсе халăх патне тухас шухăш хăçан тĕвĕленчĕ?
— Ушкăнра виççĕн юрлатпăр: аттен иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Александр Орешников, эпĕ тата упăшкан йăмăкĕ Светлана Комиссарова. Халăх умне «Пĕртăвансем» ушкăнпа тухасси ăнсăртран пулчĕ. Светлана Данила Ленский шоумен сĕннипе «Мисс Шарм — 2017» конкурса хутшăнчĕ. Эпир Сашăпа ăна хавхалантарса «Мисс талант» номинацире Дмитрий Ефремов ертсе пыракан «Шĕнер» фольклор ушкăнĕпе пĕрле пĕрремĕш вырăн йышăнма пулăшрăмăр. Тĕрĕссипе, малтан та ял уявĕсенче уйрăмшар пĕрре мар юрланă. Сашăпа мĕн ачаран чăваш юрри-ташшине ăша хывса çитĕннĕ. Конкурс хыççăн виççĕн пĕрле лартăмăр та ушкăн йĕркелес терĕмĕр. Дмитрий Ефремова илемлĕх ертÿçи пулма ыйтрăмăр. Вăл хирĕçлемерĕ.

Ушкăна мĕншĕн «Пĕртăвансем» ят парас терĕр? Ара, эсир пĕртăвансем мар вĕт-ха. «Пĕртăван Малинасем» ушкăн та пур ав эстрадăра.
— Ят шыранă чухне пуçа темĕн тĕрлĕ шухăш та килчĕ: «Пĕртăван», «Тăвансем»… Тĕп шухăшĕ – тăвансем пĕрле пулни. Пĕртăвансем нумаййăн пирĕн. Эпĕ — пилĕк ачаллă çемьерен, Светлана вара тата пуянрах: вуннăн пĕртăван вĕсем.

Икĕ эрнерен — туй

— Светлана, сана калаçтарма черет çитрĕ. Вунă ачаллă çемьере çитĕнме интереслĕ ахăртнех.
— Эпĕ Муркаш районĕнчи Кашмашран. Паянхи кун пирĕн тăвансен йышĕ 132 çын. Хамăр аслисем çеç — 10-ăн, тĕпренчĕкĕмĕрсем — 29-ăн. Ыттисем — мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем. Шел, аттепе анне паян юнашар çук.

— Светлана, Аля санăн пиччÿпе Хĕрлĕçырта тĕпленсе пурăнатăп терĕ. Чăваш арĕ арăмне хăй çуралса ÿснĕ тăван килне илсе кĕрекенччĕ.
— Пурнăçа пĕлсе çитерме çук /кулать/. Эпĕ 35 çул каялла «Паха тĕрĕре» контролерта ĕçлерĕм. Аля та кунтах бухгалтерта вăй хучĕ. Унти юрăпа ташă кружокне пĕрле çÿреттĕмĕр. Шăпах ун чухне туслашрăмăр. Аля мана тăван ялне хăнана илсе каятчĕ. Альăн амăшĕ фермăра ĕне сăватчĕ. Тарават хĕрарăма кăштах та пулин пулăшас тесе фермăна васкаттăмăр. Александр Орешниковăн амăшĕпе пĕр витере ĕçлетчĕç. Саша та амăшне пулăшма пирĕнпе пыратчĕ. Юрла-юрла, ăмăртмалла тенĕ пек ĕне сăваттăмăр. Пиччем Валера — çемьери 7-мĕш ача. Вăл ун чухне çар офицерĕччĕ. Алма- Атаран отпуска килнĕччĕ. Эпĕ мăшăрпа ун чух Шупашкар районĕнчи Кивçурткассинче пурăнаттăм. Хăнана килес терĕ. Аля пирĕн ывăлăн хĕраснамăшĕ. Ăна та чĕнтĕм.

— Эх, ăраскал! Унран тарса пытанаймăн!
— Кам шутланă-ха тепĕр икĕ эрнерен туй кĕрлеттеретпĕр тесе? Тепĕр тесен, юттине иличчен пĕлнĕ хĕре çемьене кĕртни аванрах. Пиччене авланма хам хистерĕм. /Аля чăтса лараймарĕ, пÿлсех калаçăва хутшăнчĕ/.
— Светлана, ытла ÿстерсе ан кала-ха. Арçынна хистенипех авлантараймăн. Валерăна пĕрре курсах килĕштертĕм. Каçхи апат хыççăн урама уçăлма чĕнчĕ. Ирчченех çăлтăр шутларăмăр. Калаçмалли тупăнсах пычĕ. Çăлтăрсем сÿнсен Валера качча тухма ыйтрĕ. Кун пек ăслă та маттур йĕкĕте вĕçертес килмерĕ. Пÿрте кĕнĕ çĕре пурте вăраннăччĕ. Сĕтел хушшине лартăмăр. Ыйхăран вăран-са çитеймен тăванăмсене Валера мана качча илессине пĕлтерчĕ. Вĕсем хĕпĕртенипе алă çупса ячĕç. Çав кунах ылтăн çĕрĕ туянма лавккана вĕçтертĕмĕр.

— Аля, кур-ха: тепĕр чухне нумай шутласа тăманни усăллă иккен! Çапах та: мĕншĕн-ха эсир паян санăн тăван килÿнте пурăнатăр?
— Пĕрлешсенех мăшăрăм каялла Алма-Атана тухса кайрĕ. Часах ăна Афганистана ячĕç. Çур çул-тан аманчĕ, чылай вăхăт госпитальте сипленчĕ. Çарти тивĕçне пурнăçласа пĕтерсен Чăваша таврăнчĕ. Шупашкарта ăна икĕ пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç. Пиччесем авлансан тĕп килтен уйрăлса тух-са хăйсен çурт-йĕрне çавăрчĕç. Ялти кил пушанса юлсан мăшăрăмпа ăна, юхăннăскере, çĕнĕрен çĕклерĕмĕр те унтах пурăнма юлтăмăр. Çирĕплетсех калатăп: мăшăрăм киле кĕмен, вăл çак çĕнĕ çурта хăйĕн аллипе çĕклерĕ.

— Светлана, телейлĕ эсĕ: инкÿпе пĕр çăвартан пурăнатăн. Çапах пурнăçăн хăйĕн пăрăнăçĕсем. Чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмастех ĕнтĕ.
— Эпир те çынсемех вĕт. Пĕр- пĕрне ăнланман самантсем пирĕн те пулкалаççĕ. Чăваш юррине шă-рантарни пĕр чĕлхе тупма пулăшать.

— Репертуар самаях пуян сирĕн.
— 24 юрра çитертĕмĕр. Пирĕн пĕрремĕш юрă «Тăвансене юратса» ятлă. Ăна Дмитрий Ефремов кĕвĕлерĕ. Сăввине упăшкан аппăшĕн Иринăн хĕрĕ Альбина Андреева çырнă. Сцена çине тухсан унра сăвăç пултарулăхĕ вăранчĕ. Вăлах «Кăчкă йывăççи» сăвва хайларĕ. Альбинăн сăввисемпе 5 юрă юрлатпăр. «Ăçта-ши çав каçсем?» юрра виççĕн шăрантаратпăр. Сăвви — Леонид Волковăн, кĕвви — Юрий Ельмовăн. Олег Хапăс çырнă «Савнине савса» сăвăпа та Дмитрий Ефремов илемлĕ кĕвĕ хыврĕ.

«Арча хуппине уçмассерен мана аса ил»

Аля, хăв амăшĕ пулса тăрсан аннÿ сире мĕн тери юратса ÿстернине тата лайăхрах ăнлантăн-и?
— Çамрăк чухне, хам амăшĕ пуличчен, кун пирки, чăнах та, шухăшламан. Халĕ 20 çул аннесĕр пурăнатăп. Вăл юнашар çукки чуна тăвăрлатать. Анне чĕрĕ пулнă тăк çак самантрах мĕн пур ĕçе пăрахса ун патне тухса вĕçтерĕттĕм. Эпĕ унăн пĕртен-пĕр хĕрĕ. Хăйĕнпе пĕрле фермăна илсе каятчĕ. Тĕрлеме, çыхма, çĕлеме вĕрентрĕ. Туссем эпĕ çăм арлама пĕлнинчен тĕлĕнеççĕ. Яла килсен аннене кĕтсе хăшкăлаттăм. Вăл каçалапа пÿрте йăл кулса пырса кĕретчĕ. «Ăçта çÿрерĕн?» — тесе ыйтсан: «Пĕр ывăл патне çитрĕм: унтан теприн патне кĕтĕм — вăхăт иртнине те сисмерĕм», — тесе пырса çупăрлатчĕ.

— Хунямуна аннÿ пек йышăнайрăн-и?
— Ăна апи тесе чĕнеттĕм. Çемьеленсен ялта унпа пĕрле çулталăк пурăнса куртăм. Хулана куçса кайсан кашни эрнерех Валерăпа яла çÿреттĕмĕр. «Кин килет тесе кукăль пĕçертĕм. Çул çинче хырăм выçать, ларса çийĕр атя», — тетчĕ пÿрте кĕнĕ-кĕмен. Çав сăмахсем халь те чĕрене ăшăтаççĕ. Халĕ хам та кинпе мăнуксене кĕтсе кăмакана кукăль лартатăп. Ерçеймен чухне вара пĕрле кукăль пĕçеретпĕр. Паян упăшкан тĕп килĕнче вăталăх ывăлĕ Лева пурăнать, хуçалăха юхăнтармасть. Аслă пиччĕшĕ Иван кÿршĕрех кил-çурт çавăрнă. Яла кайсан пурин патне те çитетпĕр. Валерăн тăванĕсем пурте тенĕ пекех ялта кун кунлаççĕ. Аппăшĕ Лена Самар облаçĕнче телейне тупнă.

— Хуняçапа пĕр чĕлхе тупма чылай çăмăлрах-тăр. Арçынсем сăмах ваклама кăмăлласах каймаççĕ. Курнине те курмăш тума пĕлеççĕ.
— Ăна атте тесе чĕнеттĕм. Платникчĕ вăл. Мастерской та пурччĕ унăн. Ăна питĕ тирпейлĕ тытатчĕ. Ялти çынсене чÿрече рамисем, сĕтел-пукан, алăксем ăсталаса паратчĕ. Ĕлĕк хĕр-упраç арчапа качча тухнă. Мана та арча туса пачĕ. «Парне пултăр. Хуппине уçмассерен мана аса ил», — терĕ. Çав арчана халĕ те упратăп.

— Хĕрачашăн ашшĕ те тĕслĕх вырăнĕнче...
— Атте тивĕçлĕ канăва тухичченех трактористра ĕçлерĕ. 80 çул урлă каçрĕ, анне вилсен 20 çул ытла пурăнчĕ. Усал шыçăпа чирленĕ аннене ир çухатрăмăр. Пиччесем те, шăллăм та пĕчĕк чухне аттерен юлман, тракторпа çÿреме вĕренчĕç. Аннерен вăрттăн унпа пĕрле хире çĕр сухалама тухса таратчĕç. Петр та, Слава та, Константин та – водительсем. Вĕсем çемйисемпе тăван ялтах тĕпленчĕç. Шăллăм Алексей 29 çулта сарăмсăр вилчĕ. Куншăн чун ыратать.

— Юрлас пултарулăх сана камран куçнă-ши?
— Атте ăста купăсçăччĕ. Аллинче купăс выляса кăна тăратчĕ. Ялти пĕр ĕçкĕ-çикĕрен те хăварман ăна. Анне уçă сассипе шăпчăк пекех юрлатчĕ. Пĕртăвансем пурте купăс калама ăста.

— Тÿррĕнех ыйтам-ха санран, Аля. Эсир шăрантаракан юрăсем халăха кирлĕ-и?
— Епле кирлĕ мар-ха? Эпир куракана савăнăç парнелетпăр: хавхалантаратпăр. Концерт хыççăн пирĕнпе пырса паллашаççĕ, уявсене чĕнеççĕ. Çынсем çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсем кĕтеççĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Альбина ЮРАТУ калаçнă.
«Пĕртăван» ушкăн архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.