Варти пепкен шутсăр пурăнас килет
Хĕрарăм çут тĕнчене йыш хушма килет. Çав вăхăтрах çие юлнине кашниех тĕрлĕрен йышăнать. Пĕри ачана ала илессе чăтăмсăррăн кĕтет. Тепри варти пепкерен хăтăлмалли май шырать. Виççĕмĕшĕ татăклă утăм тума тăхтать. Çапах килте ача сасси илтĕнсен кăна хĕрарăм телейлĕ. «Шутсăр пурăнас килет» спектакль шăпах çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума пулăшать. Ăна Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн 4-мĕш курс студенчĕсем сцена çине кăларчĕç. Ку ĕçе çу уйăхĕнче тепĕр хут курма пулать. Диплом спектаклĕнче вылякансенчен пĕри те çемье çавăрман. Апла пулин те çак ĕç вĕсене мăшăр, ача-пăча мĕнешкел хаклине ăнланса илме пулăшни иккĕлентермест.
Пирĕштисен витĕмĕпе калаçаççĕ
Çакăнти ĕç-пуç паянхи пурнăçа сăнлать. Çамрăк çемьен — студентсен — укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Çитменнине, вĕсен хăйсене ятăн пурăнмалли кĕтес те çук. Мăшăр хĕрарăмăн амăшĕн Тамара Львовнăн пĕр пÿлĕмлĕ хваттерĕнче выртса тăрать. Ленăн çие юлни çак килте пурăнакансен канăçне туртса илет. Вĕсем хирĕçме, кашни вак-тĕвекшĕн пĕр-пĕрне айăплама пуçлаççĕ.
Çак çемьери лару-тăрăва çуралман икĕ ача сăнать. Вĕсем, çут тĕнчене килме ĕмĕтленекенсем, ашшĕ-амăшĕ Витьăпа Лена пĕр çăвартан пурăннине, пĕр-пĕрне ăшă сăмахпа хăпартлантарнине, чунран юратнине курасшăн. Анчах уçăмсăрлăх хуçаланать ку килте. Варти пепкесем те кирлĕ мар лăпкăлăх шыракансене. Апла тăк çут тĕнчене килмесĕрех яланлăхах çухалма пултараççĕ аталанакан тĕпренчĕксем.
Çуралман ывăлпа хĕр, паллах, çакăнпа килĕшесшĕн мар. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе, кукамăшĕпе тĕлĕкре калаçаççĕ, йыш хушăнни мĕнешкел пысăк телей пулнине ăнлантарма хăтланаççĕ. Вĕсене пирĕштисем çĕр çинче пурăнакансемпе çыхăнтараççĕ.
«Пĕрре мана, Халăх пултарулăх центрĕнче методистра ĕçленĕ май, Шупашкар районĕнчи Апаша спектакль курма чĕнчĕç. Вĕсем «Шутсăр пурăнас килет» спектакльпе сцена çине тухни çав тери хавхалантарчĕ. Ара, Екатерина Орловăн пьесине 10 çул каялла хамах куçарнăччĕ вĕт. Çакăн хыççăн ку ĕçе студентсемпе пĕрле тепĕр хут якатса спектакль хатĕрлеме пуçларăмăр. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, ăна пьеса авторне ярса патăмăр. Вăл пире ĕç-пуçа хăйне евĕрлĕ уçса панăшăн мухтарĕ. Пирĕштисен витĕмĕпе пулас амăшĕн сăнарне çÿллĕ шайра кăтартни уйрăмах килĕшнĕ ăна», — сăмах илчĕ «Шутсăр пурăнас килет» спектакль режиссерĕ Владимир Григорьев. Малалла вулас...