Марина ТУМАЛАНОВА. Сергей ЖУРАВЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

16 Пуш, 2020

Варти пепкен шутсăр пурăнас килет

Хĕрарăм çут тĕнчене йыш хушма килет. Çав вăхăтрах çие юлнине кашниех тĕрлĕрен йышăнать. Пĕри ачана ала илессе чăтăмсăррăн кĕтет. Тепри варти пепкерен хăтăлмалли май шырать. Виççĕмĕшĕ татăклă утăм тума тăхтать. Çапах килте ача сасси илтĕнсен кăна хĕрарăм телейлĕ. «Шутсăр пурăнас килет» спектакль шăпах çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума пулăшать. Ăна Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн 4-мĕш курс студенчĕсем сцена çине кăларчĕç.