Комментари хушас

19 Утă, 2014

Çамрăксем ĕçпе хÿтĕлеве хатĕрленеççĕ

Пирĕн çĕр-шывра «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт тытăмĕн нормативĕсене чĕртсе тăратас тĕллевпе кăçал старт илнĕ ятарлă проект кунран кун вăй илет. Спортпа туслисен йышне ÿстерме пулăшакан, çамрăксене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтаракан юхăм Чăваш Енре те пĕрремĕш утăмĕсене тăвать.

Темиçе уйăх каялла Кÿкеç поселокĕнче ГТО нормативĕсене пурнăçлас енĕпе республика фестивалĕ иртнĕччĕ. Унта 10-мĕш класра вĕренекенсем хутшăннă. Акă çак кунсенче Шупашкарти Мускав районĕн çамрăкĕсем те ГТОпа паллашас тĕллевпе физкультурăпа спорт фестивальне пухăнчĕç. Спортпа туслисем чупас, тăршшĕне сикес, мечĕк ывăтас, турник çинче туртăнас, кире пуканĕ йăтас, автомата салатса пуçтарас тата ытти енĕпе хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Çĕнĕ юхăма мĕнле хаклатăр? Кирлех-и вăл сире? Нормативсене пурнăçлама пултаратăр-и? Çак ыйтусемпе «тертлентертĕм» кану паркне пухăннă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа.

Алексей Пантелеймонов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ, пулас юрист: «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» физкультурăпа спорт тытăмĕ çинчен ача чухнех илтнĕ. Эпир шкулта вĕреннĕ тапхăрта ГТО нормативĕсем çукчĕ пулин те темшĕн çак тытăм кăсăклантаратчĕ. Çавăнпах ăна чĕртсе тăратас ĕç пуçарнăшăн савăнтăм. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнаканшăн çак тытăм питĕ пĕлтерĕшлĕ, ыттисене те ку юхăма явăçтармалла. Нормативсене вара пĕрремĕш хут «iВолга» форумра пурнăçларăм, манăн çитĕнĕве «пиллĕк» паллăпа хакларĕç».

РФ халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн Шупашкарти филиалĕн «Студентсен тĕнчи» хаçатăн редакторĕ Юлия Антонова: «Ачаранпах спортпа туслă, халĕ те кашни кун парка чупма тухатăп. Шкул чысне тĕрлĕ ăмăртура хÿтĕлеттĕм, халĕ аслă шкулăн командишĕн тупăшатăп. ГТО юхăм вăй илнине ырлатăп. Тĕрлĕ норматива пурнăçлама тăрăшакана спортпа туслашма хавхалантаратех. Çĕнĕ тытăм малашне сывă ăру çитĕнтерме те пулăшĕ, ачасене киревсĕр йăларан хăтăлма май парĕ. Турник çинче туртăнасси, темиçе метр чупасси... маншăн йывăр мар, çавăнпа эпĕ пĕрре те шикленместĕп».

Интернет агентство ĕçченĕ Ирина Батченко: «ГТО çынсене хастартарах пулма май парĕ. Ăна лайăх пурнăçлассишĕн чылайăшĕ спорт лапамне ытларах çÿреме тăрăшĕ, хăш-пĕрне спортзала кайма хавхалантарĕ - çакă мĕнпе япăх. Хам эпĕ çакнашкал мероприятие пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Паллах, малтанлăха йывăртарах».

Александр Захаров, фотоÿнерçĕ: «Хамăн кунăма эпĕ зарядкăран пуçлатăп. Кăмăл-туйăм çĕкленÿлли ĕçлеме вăй-хăват парать. Çапах та ГТО нормативĕсене пурнăçлама çăмăл мар. Спортăн тĕрлĕ енĕпе ăсталăха туптани питĕ пĕлтерĕшлĕ».

Александр Налимов, юсав ĕçĕн маçтăрĕ: «Арçынсемпе каччăсен ялан вăйлă та паттăр пулмалла. Эпĕ те спортпа туслă. Уйрăмах футболла выляма юрататăп, штанга йăтса ÿт-пĕвĕме çирĕплететĕп. Çавăнпа ГТОн ылтăн палли манăн алăра пуласса шанатăп. Чăваш Ен спорта аталантарас енĕпе ăнăçлă ĕçлекен регионсенчен пĕри, республикăра пурăнакансем те йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ».

Олег Никифоров, «Общество хисепĕ» преми лауреачĕ: «Çĕнĕ юхăма çул пани паянхи кун, тĕрлĕ киревсĕр вăй-хăват йăл илнĕ тапхăрта, питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл çынсене сывă пурнăç йĕркине пăхăнма вĕрентĕ. Çав вăхăтрах кашни хăйне уйрăм çын пулнине манмалла мар: тĕслĕхрен, спорт мĕнне пĕлмен çамрăкран çирĕп ыйтни сывлăхне хавшатма пултарать. Маншăн, шкул çулĕсенчех физкультура урокĕсене хаваспах çÿренĕскершĕн, ГТО нормативĕсем йывăр мар».

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.