Олег Николаев пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене чакарма килĕшмерĕ
Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкерессине каяраха куçарни сайра — Олег Николаев паян ирттернĕ пирвайхи ларурах çавнашкалли пулчĕ. Тĕрĕссипе, кварталсерен тишкерекен, хальччен вун-вун хут пăхса тухнă ыйту — чăрмав пулмалла мар пекчĕ, анчах…
Ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алена Елизарова иртнĕ çулхи тăваттăмĕш кварталшăн пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетес ыйтупа сăмах илчĕ. Çав виçене 8976 тенкĕ шайĕнче çирĕплетме сĕнчĕ — умĕнхи кварталтинчен 309 тенкĕ пĕчĕкрех. Минимум пĕчĕкленни хальччен те пĕрре кăна мар пулнă — çирĕплетеççĕ пуль тенĕччĕ. Анчах Олег Николаев кăсăкланчĕ: инфляци пулнă-çке, хаксем пĕчĕкленмен… Алена Геннадьевна асăннă виçене шутласа палăртнă чух Чăвашстат кăтартăвĕсене тĕпе хуние, ытти саманта шута илнине палăртрĕ — çав нормăсенчен пăрăнма юрамасть…
Олег Алексеевич пурпĕр каялла чакмарĕ — хăй каланине «пĕрре илтсе яланлăхах ăнланма» сĕнчĕ: «Çак цифрăсен хыçĕнче — çынсем. Енчен те хаксем чакмаççĕ пулсан, пурăнма кирлĕ виçе пĕчĕкленни — тĕлĕнмеллерех… Çынсен ырлăхĕ пирки калаçатпăр — çакăнпа çыхăнсах тăмасть». Пособисемпе субсидисен виçи шăпах çав минимумран килет вĕт. Вăл хăш-пĕр регион практикине аса илтерчĕ: хайхи минимум виçине умĕнхи кварталтинчен пĕчĕкрех шутласа палăртсан — ăна чакармаççĕ, унчченхи шайрах хăвараççĕ. Çавăнпа вăл ыйтăва тишкерессине каяраха куçарма, минимума чакармасăр хăварассине никĕслекен саккун проектне васкавлăн хатĕрлеме сĕнчĕ.
Лару Министрсен Кабинечĕн хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ.