Ырă хыпар ташлаттарать
«Эпир — пуянсем, мĕншĕн тесен пысăк хваттерте выляса çитĕнетпĕр. Мĕн кирли — йăлтах пур», — мăн çынсем пекех калаçаççĕ Васильевсен ачисем Тимурпа Влада. Вĕсем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тара илнĕ хваттерте пурăннине лайăх ас тăваççĕ. Çавăнпах пысăккипе пĕчĕккине, çĕннипе киввине танлаштарма пултараççĕ. Хăйсене ятăн кĕтес пурри çамрăк çемьешĕн чи пысăк савăнăç мар-и?
Шупашкар районĕнчи Çĕньялти Васильевсем 2018 çулта виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Ипотека парăмне татасси, паллах, шухăшлаттарнă çамрăк мăшăра. Çапах вĕсен çине укçа çумăрĕ тăкăннă пекех пулса тухнă. Владимирпа Марина пĕлтĕрех кивçен укçана пĕр пус юлмиччен тавăрса панă. Çакă нимĕнле тĕлĕнтермĕшпе те мар, патшалăх çамрăк çемьесене тĕллевлĕн пулăшнипе çыхăннă.
«2019 çулхи чÿк уйăхĕнче патшалăх ипотека парăмне саплаштарма укçа куçарни çинчен банк ĕçченĕсем шăнкăравласа каларĕç. Эпир хĕпĕртенипе мачча патне çитичченех сикрĕмĕр», — пытармасть кил вучахне упракан хĕрарăм. Çак хыпар, паллах, çамрăк çемьен çывăх тăванĕсене те савăнтарнă.
Пурнăç çăмăлланнă
Асăрханă-и, хăш-пĕр чухне çын сăлтавсăр тенĕ пек пăшăрханать те кайран пĕтĕм йывăрлăха сирме пулăшакан çул уçăлать. Марина Васильевăпа та çаплах пулнă. «Варта виççĕмĕш ача тĕвĕленнине пĕлсен стресс тыткăнне лекрĕм. Çав вăхăтра отпуск илнĕччĕ те никампа калаçас килмерĕ, алă усăнчĕ. «Тепĕр пепке çуратсан кулленхи тăкак пысăкланĕ. Тĕпренчĕке ача садне вырнаçтариччен ĕçе тухаймăп. Унсăр пуçне ипотека парăмне вăхăтра тÿлемелле. Ун чухлĕ укçа ĕçлесе илмешкĕн вăй-хал çитĕ-ши?» — канăçа туртса илчĕ çак шухăш», — калаçăва тăсать Марина Виссарионовна. Сăмах май, хваттер илнĕ чухне федерацин Амăшĕн капиталĕпе усă курнă Васильевсен çемйи. Çакă парăма самаях пĕчĕклетме май панă. Çапах ку — патшалăх пулăшăвĕн пуçламăшĕ кăна.
Ун чухне «Çурт-йĕр» федераци программин «Çамрăк çемье» çум программипе тивĕçтерекен çăмăллăхпа усă курас шанăç пулнă-ха вĕсен. Анчах черет хăçан çитессине хăйсем те пĕлмен. Çитменнине, упăшкинчен аслăрах Марина Васильева 35 çула çитсе пынă. Йĕрке тăрăх, 36 çул тултарнисем черетрен тухса ÿкеççĕ.
Шăпах çав вăхăтра, çулталăк каялла, çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура виççĕмĕш е ун хыççăнхи пепке çуралсан пурăнмалли вырăншăн кредит парăмне татма 450 пин тенкĕ уйăрма сĕннĕ. Ара, Васильевсем те усă курма пултараççĕ-çке ку пулăшупа. Ырă хыпар илтсен виççĕмĕш тĕпренчĕкне кĕтекен хĕрарăм ташă пуçлама е чун каниччен юрлама хатĕр пулни пĕрре те иккĕлентермест.
Ярослав çут тĕнчене килсен вырăнти ял администрацийĕнчен шăнкăравланă. Специалист «Çамрăк çемье» çум программăпа усă курма тĕллев тытнисене хушма документсем, йыш хушăннине çирĕплетекеннисене, пырса пама ыйтнă. Çакăн хыççăн, паллах, çамрăк çемьен тепĕр хут шанăç çуралнă. Вăхăт нумаях та иртмен, Васильевсене черет çитни çинчен пĕлтернĕ, виçĕ ача ашшĕпе амăшне сертификат илме чĕннĕ. Çак документпа патшалăх банка 705 пин тенкĕ куçарнă.
«Турă пирĕн пурнăçа çăмăллатас тесе Ярослава парнелерĕ. Унсăрăн 15 çул кредит тÿлеме, парăмра пурăнма лекетчĕ», — 9 уйăхри кĕçĕн ывăлне кăкăр çумне пăчăртаса ăнлантарать амăшĕ.
Çăмăллăх тавра пуçланă калаçăва малалла тăсас тăк — пĕрремĕш класра ăс пухакан Влада, çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне яракан черетлĕ Çырура сĕннипе, çитес вĕренÿ çулĕнче тÿлевсĕр апатланма пуçлĕ. Çакă та çемье бюджетне перекетлеме пулăшĕ. Малтан укçасăр апат çинĕ-ха Тимурпа Влада. Халĕ Васильевсем сахал тупăшлă çемьесен йышĕнчен тухнăран шкул ÿсĕмĕнчисем укçалла апатланаççĕ.
Нумаях пулмасть Васильевсем хăйсене ятăн хваттерте пÿлĕмсене уйрăммăн ăшăтмалли оборудовани вырнаçтарнă. Унтанпа вĕсем, малтанхипе танлаштарсан, управляющи компание коммуналлă пулăшупа тивĕçтернĕшĕн чылай сахалрах тÿлеççĕ.
Тимурпа унăн команди
Раççей кунĕнче çут тĕнчене килнĕ Васильевсен аслă ывăлĕ Тимур хăйне кĕçĕннисемшĕн яваплă туять. Ашшĕ ăна кĕрешÿ мелĕсене кăтартать, çĕршыв хÿтĕлевçи пулма хăнăхтарать. Владимир Васильев хăй вăхăтĕнче офицера вĕренме ĕмĕтленнĕ, анчах аслă шкула кĕме балл çитеймен. Çавăнпах ывăлĕ унăн ачалăхри ĕмĕтне пурнăçа кĕртессе шанать. Ахальтен мар ашшĕ ăна паллă çар пуçĕ ячĕпе чĕннине палăртать. Мана вара арçын ача Аркадий Гайдарăн «Тимурпа унăн команди» повеçĕнчи сăнара аса илтерчĕ. Амăшĕ пĕлтернĕ тăрăх, Тимурăн юлташ нумай.
Влада ташă кружокĕнче пултарулăхне туптать. «Çитĕнсен анне пекех сывлăх сыхлав тытăмĕнче вăй хурăп, шкул хыççăн врача вĕренĕп!» — çирĕппĕн татса калать хĕрĕ. «Темле çав, тĕкĕр умĕнче авкаланма юратакан хĕрачана «Тĕнче мисĕ» ята тивĕçме çăмăлрах пуль...» — сăмах хушмасăр чăтаймасть кил хуçи. Владăна ку шухăш та килĕшет. Тепĕр тесен, чуна ыталакан кĕвĕпе илемлĕ хускални, хитре курăнни тухтăр пулма чăрмантарать-и вара?
Ярослав хăш ĕçе суйласси çинчен калаçма иртерех-ха. Хальлĕхе вăл хăйне патша вырăнĕнчех туять. Пĕлтерĕшлĕ пĕтĕм пулăм ун тавра пулса иртет. Часах вăл пĕрремĕш утăмсем тăвĕ. Тĕнче анлăшĕнче хăйĕн вырăнне тупĕ.
Ачисем çывăх çыннисене хăйсен пĕчĕк тата пысăк çитĕнĕвĕсемпе хавхалантараççĕ, çĕннине куллен ăша хываççĕ. Çакă мар-и ашшĕ-амăшĕн телейĕ?
Уявра паллашнă
Чим, мĕнле майпа пĕр-пĕрне тупнă-ши çав мăшăр? Хурав шыраса çемье историйĕн пуçламăшне таврăнма тивет. Темиçе çул каялла медицина колледжĕн студенчĕ Марина икĕ сыпăкри аппăшĕпе пĕрле Республика кунне паллă тумашкăн Атăл заливне тухнă. «Ун чухне çанталăк çумăрлăччĕ. Шыв кÿлленчĕкне пусса урана йĕпетес мар тесе аялалла пăхса утаттăм. Пуçа çĕклерĕм те — ман çине такам хы-ы-ытă пăхнăн туйăнчĕ. Сасартăк пирĕн куçсем тĕл пулчĕç...» — пулас мăшăрĕпе паллашнине аса илет кил хуçи арăмĕ.
Владимир шкулта пĕлÿ илнине каламан, хăйне аслăрах çулти çамрăк пек кăтартма тăрăшнă. Пĕрре курсах юратнă хĕре тепĕр кунах кинона чĕннĕ...
Тÿпе салют çутипе эрешленнине курма кайман пулсассăн тĕл пулĕччĕç-ши вĕсем? Тепĕр тесен, шăпа çырнинчен тараймăн теççĕ вĕт.
Тинĕс хĕрринче канасшăн
Халĕ Васильевсем нумай ачаллисене тивĕçекен çĕр лаптăкне виçсе парасса кĕтеççĕ. Пурăна-киле унта хăйсене ятăн çурт лартма ĕмĕтленеççĕ. Унтах пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтерĕç, чечек лартса тултарĕç. Тен, çавăнтах Владимирпа Марина Васильевсем мăнукĕсемпе йăпанĕç?
«Ачасемпе инçе çула тухса курман. Влада тантăшĕсем канма çÿренине илтнĕ те хăй те тинĕс хĕррине вĕçесшĕн. «Ярик çирĕплентĕр-ха, икĕ çула та пулин çиттĕр, вара кайма юрать», — тетĕп ăна. Халĕ хĕрĕм çав вăхăт çитессе чăтăмсăррăн кĕтет. Эпир, ашшĕпе амăшĕ, унăн ĕмĕтне çитерме тăрăшăпăр. Упăшкапа иксĕмĕр те ачасемпе пĕрле çула тухас тĕллевпе пурăнатпăр», — виçĕ ача амăшĕн сăн-пичĕ йăл кулăпа çуталать. Малалла вулас...
Марина ТУМАЛАНОВА.