Комментари хушас

31 Кăрлач, 2020

Икĕ чăваш хĕрарăмĕ шар курнă

Полици ĕçченĕсем пĕр талăкра 2 чăваш хĕрарăмне 469 пин тенкĕлĕх шар кăтартнă ултавçăсене тупса палăртасшăн тăрăшаççĕ. Шел те, этемлĕхĕн черчен çуррийĕ асăрханулăха çухатнă: палламан çынсене банк карттин реквизичĕсене тата вăрттăн паролĕсене пĕлтернĕ.

Шупашкарта пурăнакан 46 çулти хĕрарăм палламан çын шăнкăравласа хăйне банк ĕçченĕ пек паллаштарсан, картта çинчен такам укçа-тенкĕ куçарасшăн пулнине пĕлтерсен ултав серепине лекнине чухлайман-ши? Счет çинче пине яхăн укçа пуррине, тепĕр банк картти çинче 500 пин тенке яхăн упраннине каласа панă, номерне пĕлтернĕ. Çăмăллăнах укĕте кĕртме май килнĕ-ши хĕрарăма, анчах лешĕ «вăхăтлăх» счет çине 318 пин тенкĕ куçарма килĕшнĕ. «Банк ĕçченĕ» çыхăнăва тухма пăрахсан кăна хайхискер полици уйрăмне çул тытнă.

Канаш районĕнчи çамрăк хĕрарăм та çакăн пек лару-тăрăва лекнĕ. 30 çултискер банк ĕçченĕпе калаçнине ĕненсе лешне картта реквизичĕсене пĕлтернĕ. 151 пин тенкĕ йĕп пек çухалнă.

ШĔМĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ асăрхаттарать: çакăн пек шăнкăравсем пулсан калаçăва тÿрех вĕçлĕр. Банк офисне çитсе е карттăн тепĕр енче кăтартнă номер çине шăнкăравласа лару-тăрăва уçăмлатăр. Тата çакна ас тăвăр: банкăн чăн-чăн ĕçченĕсем карттăсемпе çыхăннă кодсене ыйтмаççĕ.

www.hypar.ru

Вера ШУМИЛОВА. 

Рубрика: