Комментари хушас

23 Кăрлач, 2020

Пĕр çын кун-çулĕнче – театр шăпи

Чăннипех çапла калама пулать СССР халăх артисчĕн, Раççейри театрсен «Ылтăн маска» наци премийĕн лауреачĕн, Раççей Правительствин, ЧР Патшалăх премийĕсен лауреачĕн, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн илемлĕх ертÿçин Валерий Яковлев пирки.

Тăван театрĕнче 60 çула яхăн ĕçлесе коллектив уншăн чăннипех тăван çемье пулса тăнă.

Валерий Николаевич пĕлтĕр 80 çул тултарчĕ. Çавна май Чăваш кĕнеке издательстви халăх артисчĕ çинчен «Театр — моя жизнь. Театр — пурнăç» кĕнеке-альбом кăларчĕ. Ăна хатĕрлекенĕ — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Геннадий Кириллов.

Кăрлачăн 22-мĕшĕнче театрта унăн презентацийĕ иртрĕ. Артистсем кăна мар, искусство деятелĕсем, культура ĕçченĕсем, журналистсем хутшăнчĕç унта.

Тин çеç кун çути курнă кăларăма пахаласа кĕнеке издательствин директорĕ Светлана Каликова, тĕп редакторĕ Валерий Алексеев, ЧР культура министрĕн заместителĕ Елена Чернова, кĕнекене хатĕрлекенĕ Геннадий Кириллов, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина сăмах каларĕç, çĕнĕ «çимĕçе» тивĕçлĕ хак пачĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: