Аякри чуна çывăх Бурятире, е Ентешсен çулне-йĕрне куççуль витĕр тишкертĕмĕр…
Тĕрĕссипе, Буряти Республикине пырса курма йыхрав çитсен чылайччен иккĕленсе тăтăм. Ара, ытла та аякра-çке – Шупашкартан Улан-Удэне çитме 5 пин километр ытла! Автомобиль çулĕн йĕрне тишкерсен вара аптрасах кайрăм. Çул 53 пысăк хула витĕр иртет. Вăхăтпа калас пулсан вара 76 сехет ытларах пулса каять. Телее, Бурятири чăвашсен ентешлĕхне ертсе пыракан Н.Н.Колесникова вĕсен проекчĕ Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнине, çавăнпа Мускавран Улан-Удэне самолетпа вĕçме май пуррине пĕлтерсен кăмăл уçăлчĕ, çула хатĕрленме тытăнтăм. Çапла вара тĕп ĕçре отпуск илсех раштавăн 2-мĕшĕнче Шупашкар-Мускав пуйăспа çĕршывăн тĕп хулине тухса кайрăмăр. Çук, пĕччен мар. Пирĕн пысăках мар ушкăнра çак йĕркесен авторĕсĕр пуçне Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музей ертÿçи Ирина Удалова, Дмитрий Мадуров историк тата чăваш эстрадин паллă юрăçи, ал ĕç ăсти Роза Степанова пулчĕç. Тĕрлĕ енĕпе вăй хуракансем. Çапла пулмалла та. Ара, пирĕн умра питĕ пĕлтерĕшлĕ мисси тăрать-çке — аякри Çĕпĕр тăрăхĕнчи Бурятире пурăнакансене тăван чăваш культурипе, литературипе, историйĕпе паллаштармалла, Чăваш тĕнчине, республикăна тивĕçлĕ шайра кăтартмалла.
1. Бурятин тĕп хули шартлама сивĕпе кĕтсе илчĕ
Раштавăн 3-мĕшĕ…
Шупашкар - Мускав - Улан-Удэ.
Палăртнă пек, Мускав вăхăчĕпе 21 сехет те 10 минутра мар, тепĕр 40 минутран кăна пирĕн «ăмăрт кайăк» Домодедово аэропортĕнчен сывлăша çĕкленчĕ. Акă ĕнтĕ пĕлĕтсем те аялта юлчĕç. Ултă сехет вĕçмелле. Çĕпĕр вăхăчĕ Мускавăннинчен пилĕк сехет маларах пынине, çитнĕ-çитмен мероприятие хутшăнмаллине шута илсе тĕлĕрсе илме хăтланатпăр. Çук, пулмасть. Пирĕн 200 вырăнлă S7 самолет салонĕнче лăпкă мар. «Çакăн пек пĕчĕк, тĕрĕссипе, кăкăр çиекен ачапа мĕншĕн аякри çула тухаççĕ-ши?..» — текен шухăш-кăмăлпа хамăр умри креслăра пепкине лăплантарма хăтланакан çамрăк хĕрарăм еннелле шеллесе пăхатпăр. Çук, çывăрса илсе пуçа кантарасси пулмарĕ…
«Бурят Республикин тĕп хулин Улан-Удэн аэропортне çывхарса пыратпăр. Кĕçех аялалла анма тытăнатпăр. Пурин те ременьсене çыхмалла, кресло хыçĕсене çĕклемелле», — асăрхаттарать пилот. Телефонсем каллех ĕçлесе кайрĕç. «Бурят чăвашĕсен» ертÿçи Надежда Колесникова çыхăнăва тухать: «Чăтăмсăррăн кĕтетпĕр сире. Чиперех вĕçетĕр-и?..» Тăван кĕтесрен пилĕк пин километрта пире çапла кĕтсе илни савăнтарать тата.
Ак тамаша, çăкăр-тăварпах кĕтсе илеççĕ пулас пире? Çук-ха, çăкăрпа тăварĕ çук, хăйне май йăла-йĕрке пулас кунта. Акă бурятсен илемлĕ те пуян наци тумне тăхăннă çынсем пирĕн паталла утаççĕ. Аллисене кăвак хăю-шарф тытнă. Хăю çинче – чашăк, унта вара – шурă шĕвек. «Кăмăс-ши?» — вĕçсе иртрĕ пуçра. Çук, кăмăс мар, сĕт иккен. «Бурят Республикин çĕрĕ çинче хапăл тăватпăр сире, ырă çыннăмăрсем. Пирĕн халăхăн йăли- йĕркипе ырă сывлăх сунса сĕтпе кĕтсе илетпĕр. Ĕçсе пăхсамăр. Çак хадаксене те йышăнсамăр…» — ăш пиллĕн калаçаççĕ кĕтсе илекенсем. /Каярах «хадак» тени Будда тĕнне тытса пыракансен символĕ пулнине, çак хăю-шарфсене хăнасене хисеп- лесе, туслашасса шанса панине пĕлтĕмĕр./ Тĕрĕссипе, аэропорта вĕçсе килнинчен пуçласа каялла унта таврăничченех вырăнти йăла-йĕркерен сахал мар тĕлĕнтĕмĕр. Кун çинчен вара – кăшт каярах.
2. Наци библиотекинчи пĕрремĕш тĕлпулусем
Раштавăн 4-мĕшĕ…
Мускав - Улан-Удэ.
«13 сехетре Бурятин Наци библиотекинче пирĕн мероприятисем пуçланаççĕ. Васкăр ĕнтĕ…» — асăрхаттарать пире Надежда Колесникова. /Çапла-а-а, эпир çĕрĕпе куç хупманнине шута илесшĕн мар пулас кунта никам та. Мускав вăхăчĕпе ирхи пилĕк сехет кăна-ха. Кунта вара тахçанах çуталнă, ĕç кунĕ пуçланнă. Тепĕр тесен çывăрма мар, ĕçлеме килнĕ-çке-ха эпир./ Васкаса пуçтарăнатпăр. Хăна çуртне чăматансене кĕртсе пăрахма ĕлкĕртĕмĕр кăна — пире илме машина çитрĕ те.
Васкаса утнă майăн Наци библиотекин çуртне тишкерсе-пăхса илме те ĕлкĕретпĕр. Пысăк илемлĕ çурт. Акă мероприяти ирттермелли зал. Халă-ă-ăх… Ытларах аслă çултисем. Çамрăксем те пур. Студентсем иккен. Паллашатпăр. «Ăçта-ха эсир, ентешĕмĕрсем?» Пуçтарăннă халăха тинкерсе пăхатпăр. Ытларах вырăнтисем пуçтарăнни сисĕнет. «Лариса Николаевна ятлă эпĕ. Чăвашри Патăрьел тăрăхĕнчи Ахпÿртрен куçса килнĕ манăн аттепе анне. Халĕ Тэгда улусĕнче пурăнатпăр», — пырса паллаштарать хăйĕнпе çутă çÿçлă, яштăм пÿллĕ хĕрарăм. – «Ку акă манăн мăнук…» Ăна тăвана курнă пекех ăшшăн ыталатпăр... Çапла пуçланчĕ Бурятири ентешсемпе паллашасси.
Малтанах чăвашсен паллă этнографĕн тата тĕн вĕрентÿçин Антон Салминăн ĕçĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ «Чăваш культурин хăй евĕрлĕхĕсем» фотокурава уçатпăр, «Переселение чувашей в Бурятию» кĕнекене пахалатпăр. Паллах, тав хучĕсемсĕр, парнесемсĕр тухман эпир аякри çула. Вĕсене ентешĕмĕрсене парса чыслатпăр-хавхалантаратпăр.
«Лидия Ивановна! На встречу с вами собралось писательское сообщество Бурятии», — пĕлтерет Надежда Николаевна. /Çапла çав, чăваш пулсан та хамăрăн тăван чăваш чĕлхине маннă, тĕрĕсрех, вĕренеймен те Бурятири ентешĕмĕрсем. Халĕ тимлесех пирĕн калаçăва итлеççĕ, вĕренсе юлма тăрăшаççĕ./ Питĕ аван! Тĕп мероприяти хыççăн секцисем тăрăх пайланса ĕçлетпĕр. Эпĕ бурят çыравçисемпе çавра сĕтел хушшине вырнаçатăп. Пĕр- пĕринпе паллашатпăр.
Чăваш литератури пекех, бурят литератури те иртнĕ ĕмĕрсенчех аталанма-вăй илме пуçланă. 1925 çулта вырăнти сăмах ăстисем пĕр пĕрлешĕве чăмăртаннă. 1960-1970-мĕш çулсенче бурят литератури уйрăмах вăйлă аталаннă иккен. Çак тапхăрта бурятсен уйрăмах драматургипе поэзи хăватлăн вăй илсе пынă. Этнолитература тĕлĕшпе те пысăк ĕçсем пуррине палăртрĕç ĕçтешсем.
Тĕлĕнмелле те, пĕр-пĕринчен таçта аякра пурăнатпăр-ĕçлетпĕр пулсан та йывăрлăхĕсем пурин те пĕрех иккен пирĕн, сăмах ăстисен: вырăсланатпăр, вырăнти чĕлхепе çыракансем сахалланса пыраççĕ, кĕнеке издательствисем çыравçăсен хайлавĕсене уйрăм кĕнекен кăларса пама васкамаççĕ, патшалăх енчен пулăшу çук тесен те юрать…
Икĕ республикăн сăмах ăстисем тĕл пулни усăллă, паллах. Телефон номерĕсемпе, литературăпа ылмашăнтăмăр, сăн ÿкерĕнтĕмĕр, малашне пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлеме калаçса татăлтăмăр, пĕр-пĕрин литература хайлавĕсене хамăр чĕлхесене куçарса вулакан патне çитерме палăртрăмăр т.ыт.те. Малалла вулас...
Лидия ФИЛИППОВА.