«Эсĕ аннÿ пек ан пул!»
Мускав çывăхĕнчи хулара пурăннă Олеся Смирнова шкулта лайăх вĕреннĕ, физикăпа математика класĕнче ăс пухнă. Аттестат илсен вăл института çул тытнă, таможенник специальноçне суйланă. Олесьăн студентсен хушшинче уйрăлса тăрас, чăнкăрах курăнас килнĕ. Çĕнĕ тус-юлташ хăвăртах тупăннă. Ушкăнра эрех-сăра тиркемен, наркотик те тутаннă. Пикене çакă илĕртнĕ. Лайăх çемьере ÿснĕскер пирвайхи хут эрех сыпнă, пирус туртнă.
«Пĕрремĕш хут наркотике 17-ре астиврĕм. Туссем сĕнчĕç те хирĕçлемерĕм. Пĕлес килчĕ: мĕнлерех вăл?» — пытармарĕ Олеся. Пике занятие каяс вырăнне тусĕсем патне васканă. Наркотикпе айкашаканскерĕн укçи пулман. Ашшĕ-амăшĕ хĕрĕ улшăннине сиснĕ, ятланă, тÿрĕ çул çине тăма йăлăннă. Сиенлĕ хутăш туянмашкăн нухрат пулманранах Олеся наркотик сутма килĕшнĕ. Хĕр йĕрке хуралçисен аллине çакланнă. Халĕ пике Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Енри 7-мĕш сиплевпе юсану учрежденийĕнче /Çĕрпÿри хĕрарăмсен тĕрминче/ саккун умĕнчи айăпне каçарттарать.
Ача çуратсан та ăс кĕмен
Олеся институтран вĕренсе тухайман — экзаменсене тытайманран ăна кăларса янă. Пурнăçри çак тапхăр усал тĕлĕкри пек туйăнать уншăн халĕ. Пике мĕн пулса иртнине ăнланман. Наркотик тыткăнне лекнĕскерĕн кашни кун пĕр шухăш çеç пулнă — доза тупмалла. Хĕр килĕнчен тухса кайнă. Вăл пĕр каччăпа выртса тăма пуçланă. Çие юлсан Олеся хăраса ÿкнĕ, мĕн тумаллине пĕлмен. Йывăр вăхăтра ашшĕ-амăшĕ пулăшнă ăна. «Тăвансем чĕре айĕнче аталанакан пепке сывлăхĕшĕн кулянчĕç. Наркотик ачана сиен кÿнине веçех ăнланаттăм, çапах унран писеймерĕм. Хĕрĕм çуралсанах туссем патне таврăнтăм. Савние тĕрмене лартнăччĕ. Çакă та мана чармарĕ. Ачана кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче хăварса тухса каяттăм. Манăн пĕр тĕллевччĕ — наркотик тупасси. Хĕрĕм 3 çулта чухне эпĕ полици аллине çаклантăм. Суд мана 5 çуллăха ирĕксĕр хăварчĕ», — пĕлтерчĕ Олеся.
Халĕ унăн хĕрĕ 7-ре. Ашшĕ унпа кăсăкланмасть. Тĕрмере ларса тухнă арçын çĕнĕ çемье çавăрнă, ĕç тупнă. Нумаях пулмасть унăн тепĕр хĕр çуралнă. Олеся та çĕнĕ пурнăç пуçласшăн. Тăванĕсем ăна пăрахман. Шăнкăравласан та кĕтнине пĕлтереççĕ. Учрежденире психологсем ĕçлеççĕ. Олеся хăй ăçта йăнăшнине ăнланса ирĕке тухсан унчченхине манса тÿрĕ çул çине тăрасшăн. Халĕ вăл раскройщикре ĕçлет. Кăçал çĕртме уйăхĕнче унăн ирĕке тухмалла. Йăм хура çÿçлĕ илĕртÿллĕ хĕрарăм аслă пĕлÿ илесшĕн, çĕвĕ цехне ĕçлеме вырнаçасшăн. Хальлĕхе унăн чун киленĕçĕ — пуканесем. Кĕлеткине папье-машерен, пуçне гипсран йăваласа ăсталать. Вĕсем валли капăр тум çĕлет. Учрежденире Олеся хăйне лайăх енчен кăтартать, дисциплинăна пăсмасть, ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.
«Каçарсам мана…»
Тĕрмене лекнĕ хĕрарăмсене пулăшас тĕллевпе Чăваш Енри 7-мĕш сиплевпе юсану учрежденийĕнче «Аврора» реабилитаци центрĕ ĕçлет. Унта ирĕке тухмашкăн çур çул юлнă, ĕçрен тарса çÿремен, тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнакан хĕрарăмсене илеççĕ. Центрта хуçалăхра мĕн кирли йăлтах пур: холодильник, кĕпе-йĕм çумалли машина, утюг, савăт-сапа… Çапла вара хĕрарăмсем килти хуçалăха тытса пымалли ăсталăха аса илеççĕ. Вĕсемпе 6 уйăхра воспитани, психологи тата социаллă мероприятисем те ирттереççĕ. Хĕрарăмсем ирĕке тухсан эрех-сăрасăр, наркотиксĕр пурăнма пултарччăр тесе тăрăшаççĕ. Центра уçнăранпа унта 28 хĕрарăм реабилитаци тухнă, вĕсем лайăх енне улшăннине палăртаççĕ специалистсем. Унашкаллисем тĕрмене тепĕр хут лекни пулман.
Сиплевпе юсану учрежденийĕнче виçĕ уйăхра пĕрре уçă алăксен кунĕ иртет. Ун чухне хăйсене лайăх енчен çеç кăтартнă 10 çын патне тăванĕсене килмешкĕн ирĕк параççĕ. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче учрежденире уçă алăксен кунĕ иртрĕ, эпĕ те унта кайса куртăм.
«Эпир общество пурнăçĕнчен юлмастпăр. Çĕршыври пĕлтерĕшлĕ пулăмсене пĕлсе тăратпăр. Пĕлтĕр театр çулталăкĕ иртрĕ. Учрежденири кашни отряд сценка лартрĕ. Чи вăйлă ĕçсенчен пĕри — Лев Толстойăн «Воскресенье» хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ спектакль», — пĕлтерчĕ воспитани ĕçĕн уйрăмĕн ертÿçи Людмила Леонтьева. Çĕнĕ çулта отрядсене телевизорсем лартаççĕ, айăплав тухакансем çĕршыв Президенчĕн Владимир Путинăн сăмахĕсене итлеççĕ.
Тĕрмере ларакан хĕрарăмсене вĕрентессипе те ĕçлеççĕ, професси илме те пулăшаççĕ. Хăшĕ-пĕри шкултан та йĕркеллĕ вĕренсе тухайман. Ун пеккисене Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси шкулĕн учителĕсем вĕрентеççĕ. Патшалăхăн тĕп экзаменне те тытаççĕ. Айăпланакансен йышĕнче 4-мĕш класс вĕçлеймен хĕрарăм та пулнă. Ăна та вĕрентнĕ. Хĕрарăмсем çĕвĕç, пекарь специальноçĕсене илеççĕ. Нумаях пулмасть ЭВМ операторĕн курсĕсене уçнă. Унта вĕренес кăмăлли йышлă.
Воспитани ĕçĕпе тимлекен специалистсем хĕрарăмсене тăванĕсемпе çыхăнăва йĕркелеме пулăшаççĕ. Ирĕке тухсан малтанах ура çине тăма йывăр. Унчченхи пурнăçа таврăнас, каллех тĕрмене çакланас хăрушлăх пысăк. Уçă алăксен кунне килнисем валли хĕрарăмсем концерт хатĕрлеççĕ. Сцена çинчен чуна çÿçентерекен сăмахсем янăраççĕ, «артистсем» хăйсем хайланă сăввисене вуларĕç, залра ларакансенчен каçару ыйтрĕç.
«Ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне ыррине çеç сунать. Ÿссен вăл тивĕçлĕ çын пуласса шанать. Аннеçĕм, эпĕ санăн шанчăка тÿрре кăлараймарăм… Каçарсам мана… — капланса килнĕ куççуле пула ертÿçĕ сăмахĕсем татăлаççĕ. — Хаклă çак вăхăта эпир кашни кун кĕтетпĕр. Чăтма çук йывăр чухне сирĕн пирки шухăшлатпăр. Эсир шанчăкпа ĕненÿ, йăл кулă илсе килетĕр. Пире пăрахманшăн тав сире».
Экран çинче — ача сăн ÿкерчĕкĕ. Унăн куçĕ тунсăхпа тулнă. Тĕрмере ларакан амăшĕн ăшшисĕрех ÿсет вăл. Туйăмлă та пăлхануллă концерт ташăпа вĕçленчĕ. Сцена çине тухнисем тăванĕсемпе лăпкă кĕвĕ çеммипе ташларĕç, ачасене хăйсем ăсталанă теттесем парнелерĕç.
Курьера ĕçлеме вырнаçсан…
Тĕрмере чиркÿ пур. Кунта 2 пачăшкă килсе çÿрет. Чиркÿре ку таранччен 18 çынна тĕне кĕртнĕ. Мария Лермонтова кашни вырсарникун турăшсен умĕнче кĕлĕ тăвать. Амăшĕн чĕри хĕрĕсемшĕн хыпса çунать.
Хĕрарăм Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Тĕп хуламăрти 23-мĕш училищĕрен вĕренсе тухнăскер çĕвĕçре ĕçленĕ. Качча тухнăскерĕн икĕ хĕр ÿсет. Асли — 13-ре, кĕçĕнни — 7 çулта. Çемьен укçа ыйтăвĕ çивĕч пулнă. Пысăк шалу пирки ĕмĕтленнĕ Мария çĕвĕç ĕçне пăрахнă. Пĕр пĕлтерÿ кăсăклантарнă ăна. Курьер кирлĕ иккен. Пĕр адреспа кайса килнĕшĕн 200 тенкĕ тÿлеме шантарнă. Марийăн пĕчĕк хутаçсене палăртнă çĕре илсе çитермелле пулнă. Хĕрарăм мĕн салатнине тавçăрман. Адреспа çитнĕ çеç — ăна йĕрке хуралçисем тытнă.
«Малтан нимĕн те ăнланмарăм. Эпĕ наркотик тутанмастăп. Хутаçра мĕн пулнине пĕлмен. Следователь мана УКн 228-мĕш статйипе айăпланине пĕлтерчĕ. Статьяна тишкерсен çÿç-пуç вирелле тăчĕ: мĕн туса хутăм? 7 çуллăха ирĕкрен хăтарчĕç, — пĕлтерчĕ Мария. — Эпĕ 2-мĕш çул кирпĕч шутлатăп. Упăшка хальлĕхе кĕтет-ха. Малашне мĕн пулĕ? Аслă хĕрĕмĕр куçăм тапхăрĕнче. Кукамăшне итлесшĕн мар, урамалла вĕçĕм йăрккать. Кĕçĕннине эпĕ ăçта иккенне каламаççĕ. Тăвансем ăна: «Аннÿ Мускавра ĕçлет. Килсе çÿреймест», — тесе суяççĕ. Вăл ăслă хĕрача. Ахăртнех, хăех тавçăрать». Мария учрежденире мероприятисенчен юлмасть, хăйне лайăх енчен çеç кăтартать. Унăн пĕр ĕмĕт — часрах ирĕке тухса çывăх çыннисем патне таврăнасси.
Уçă алăксен кунне килнисене хĕрарăмсем пурăнакан секцисемпе паллаштарчĕç. Сăмах май, унта йăпăр-япăр кĕрейместĕн. Пур çĕрте те — решетке. Алăксене электрон уçăпа уçаççĕ. Секцисенче больницăри пекех таса та çутă, тирпейлĕ. Вĕсенче 20-30 хĕрарăм выртса тăрать. Коридор вĕçĕнче — столовăй, япала çуса типĕтмелли пÿлĕм. Умра тăракан хĕрарăм çул çитмен хĕрне ыталать. Малалла вулас...
Ольга КАЛИТОВА.