Комментари хушас

12 Утă, 2014

Лаша мухтава тивĕç

Этем чи малтан алла вĕрентнĕ чĕр чунран пĕри - йытă. Вăл кил-çурта хураллама, енлĕк тытма пулăшнă. Унпа пĕрлех лаша та çынпа çывăхланнă. Вăл пурнăçра ку ĕмĕрчченех пысăк вырăн йышăннă. Çакна Санкт-Петербургра Пĕрремĕш Петĕр патшана, Мускавра Георгий Жуков маршала хисеплесе лартнă пăхăр палăксем те лайăх çирĕплетеççĕ.

Республикăн шалти ĕçсен министрĕн çумĕ пулнă А.Г.Григорьев каласа пани аса килчĕ. «Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса каяс умĕн тăван ялта конюх пултăм, - терĕ вăл. - Лашасене фронта илсе кайрĕç - икĕ пит çăмарти тăрăх куççуль шăпăртатрĕ».

Эпĕ те, ялта çуралса çур ĕмĕр урлă каçнăскер, лашасемпе ĕçлесе ÿснĕ. Чылайăшĕ вĕсемпе утă, кĕлте, тырă, ыттине турттарнă. Манăн атте, Иван Ананьевич, пĕр хушă колхоз председателĕ пулчĕ. Эпĕ пиллĕкре чух тăван кил умĕнчи çул çинче выляса ларнине час-часах аса илетчĕ. Пĕррехинче атте юлташĕпе пĕрле Дунай ятлă ăйăра кÿлнĕ тăрантаспа пирĕн пÿрт умĕнчен иртнĕ. Лаша çынна таптамасть теççĕ. Çак сăмахсем тĕрĕсех иккен. Эпĕ хам çине лаша кĕрсе кайнине ăнланса та ĕлкĕреймен, мăкăрлантарса хăварнă тусан ăшĕнче ларса юлнă. Сывах, сусăрланман.

Пуçламăш классенче вĕреннĕ чух, çуллахи каникулта, хиртен таврăннă анне Снегиркăна улăхри лаша кĕтĕвне леçме хушрĕ. Хаваспах утлантăм та ялтан тухрăм. Кĕтÿ патне çитиччен сиккине хăвăртлатрĕ. Эпĕ палт! вăркăнтăм та ÿксе юлтăм. Ал-ура ыратнă-ши, куççуль кăларнă-ши - ас тумастăп.

Паян Шупашкар районĕнчи Хачăк ялĕнчи çаран çинче икĕ-виçĕ лаша çеç. «Знамя коммунизма», Киров ячĕпе хисепленекен, «Ишлейский» хуçалăх пурлăхне эрменсем туяннă. «Хурçă утсем» уйра, килти хуçалăхра хăлхана çурасла кĕрлеççĕ - чун-чĕрене çĕклентермеççĕ.

Ку сăн ÿкерчĕке 1970 çулта Хачăкра тунă. Ун чухне лаша хальхинчен нумай ытларахчĕ. Унпа мĕн пур ĕçре усă курнă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.