Çемье ансамблĕн пĕчĕк ташăçи
Чăваш концерчĕсене çÿрекенсем асăрханă-тăр - Шупашкар районĕнчи «Кăмăл» çемье ансамблĕнче шкула та çÿреме тытăнман арçын ача пур. Вăл - 6 çулти Дионис Егоров. Арçын ача ура хуçса ташлама тытăнсан залри пĕр çын та лăпкă лараймасть: е хăй ташша ярать, е тăвăллăн алă çупать, е тата «Маттур» тесе кăшкăрса пĕчĕк артиста хавхалантарать. Паян сире, кĕçĕн вулаканăмăрсем, унпа çывăхрах паллаштарам-ха. Малалла вулас...