Комментари хушас

11 Утă, 2014

Кăлармасан – вĕтĕлет

Тюльпана пĕр хут лартнă та урăх нихăçан та куçарса е кăларса аппаланман. Хăйсемех тухаççĕ. Çынсем вара кашни çулах кăларнине калаççĕ. Кирлех-ши çапла туни?

Тюльпан чечекĕ пысăк, гиацинт туни çÿллĕ пултăр тесен вĕсене кашни çулах чавса кăлармалла. Икĕ-виçĕ çулта пĕрре çеç кăларсан е çак ĕçе пачах тумасан вĕсем чечеке пĕр вăхăтра лармаççĕ, вĕтĕлеççĕ.

Тюльпан паранкине çулçипе туни сарăхнă хыççăн кăлармалла.

Тарăнах мар ешчĕке хурса лайăх типсе çитме лупас айне лартмалла. Унтан хуппине, тунине, тымарне иртсе сарайĕнче упрамалла. Авăн уйăхĕн çурринче вара вĕсене тепĕр хут лартмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.