Комментари хушас

12 Раштав, 2019

Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине уçнăранпа 90 çул çитрĕ

Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине уçнăранпа 90 çул çитрĕ. Çавна май паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пултарулăх форумĕ тата юбилей концерчĕ иртрĕ.

Форума, ЧР Культура министерствин, Чăваш Енри Вĕрентÿ институчĕн тата Мускаври Артиндустри ассоциацийĕн пулăшăвĕпе йĕркеленĕскере, илемлĕх, музыка пĕлĕвĕ енĕпе хушма пĕлÿ паракан преподавательсем, педагогсем, специалистсем хутшăнчĕç. Вĕсем музыка тĕнчинчи çĕнĕлĕхсене çул парас ыйтусене сÿтсе яврĕç. Сăмахран, музыка тата искусство шкулĕсенче цифра хатĕрĕсемпе ытларах усă курмалли, библиотека фончĕсене аталантармалли, ытти пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Калаçăва республикăри, федерацин Атăлçи округĕнчи, çавăн пекех Мускаври аслă тата вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсем те хутшăнчĕç. Кунтах музыка инструменчĕсен индустрийĕн куравĕпе паллашма та май пулчĕ, ăсталăх класĕсем те иртрĕç.

Унтан Шупашкарти музыка училищине уçнăранпа 90 çул çитнине халалланă юбилей концерчĕ пулчĕ.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: