Комментари хушас

15 Чÿк, 2019

Чăваш Ен Пуçлăхĕ районсемпе хуласен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабиинечĕн членĕсемпе тата муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ.

Районсемпе хуласенче кăçал пурăнмалли çуртсем тумалли программăна еплерех пурнăçлани çинчен ЧР строительство министрĕ Алексей Грищенко пĕлтерчĕ. Кăçалхи  9 уйăхра вĕсенче строительство мĕнле шайра пынине тишкерсе тухрĕ. Районсемпе хуласен пĕр пайĕ ăна лайăх йĕркеленĕ, тепри вăйлатса пырать. ЧР Пуçлăхĕ кăçалхи плана тултаратпăрах терĕ.
Кăçал республикăра çулсем тумалли тĕллеве пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçсем еплерех пыни çинчен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Александр Николаев каласа пачĕ.  Хута яма пăхнă çулсене туса пĕтерме, реконструкцилеме тата юсав ĕçĕсене вĕçлеме ыйтрĕ. Михаил Игнатьев республикăн Çул-йĕр фондĕнчи пĕтĕм укçапа çулталăк вĕçлениччен усă курма ыйтрĕ.
ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов кăçалхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнчен федерацин ОРТ каналĕпе кашни эрнере икĕ хутчен Чăваш Ен пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ çинчен передачăсем кăтартма пуçласси çинчен пĕлтерчĕ, телекуравпа çыхăннă ытти ыйтăва ăнлантарчĕ.
Михаил Игнатьев паян указ кăларса Иван Исаева ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрне лартни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл çак должноçра 2010-2015 çулсенче ĕçленĕ. Ăна саккуна пăсса вăрман сутнă тесе ăйăплама хăтланчĕç, Аслă суд тÿрре кăларчĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.