Укҫа пурин валли те ҫитӗ
Шупашкарти Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин тата Чӑвашкредитпромбанкӑн вӑхӑтлӑх администрацийӗн представителӗсем эрнекун банк вкладчикӗсемпе курнӑҫрӗҫ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ.
1,4 млн тенкӗ таран вкладсенчи укҫана чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен тытӑнса Россельхозбанк урлӑ тавӑрса пама тытӑнӗҫ - уйрӑм ҫынсем тата предпринимательсем укҫа илӗҫ. Вӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме страховани агентствин укҫа ҫителӗклӗ.
Юридици тытӑмӗсен вара банк активӗсене сутиччен кӗтме тивӗ. Ку хӑҫан пуласси пирки татса калама иртерех. Малтан банк активӗсене хакламалла, банка тӗп тӑвас е панкрута кӑларас ыйтӑва татса памалла.
Встреча с вкладчиками АКБ "Чувашкредитпромбанк". Видео
Николай КОНОВАЛОВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.