Комментари хушас

11 Чÿк, 2019

Сывлăш-çар академийĕн Сызраньти филиалĕнчен вĕренсе тухнă çамрăксемпе тĕл пулчĕç

Алексей Миронов (сылтăмри сăн ÿкерчĕкре) Канаш районĕнчи Чакаçри вăтам шкулта вĕреннĕ чухнех питĕ хастар пулнă. 7-мĕш класран пуçласах «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисене хутшăннă. Командăпа пĕрле çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕрен Канаш районĕн чысне республика шайĕнче те пĕрре мар хÿтĕленĕ вăл.

Алексей Миронов ытти вĕренекенпе пĕрле Сывлăш-çар вăйĕсен Ю.А. Гагарин тата Н.Е. Жуковский профессор ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕн Сызраньти филиалĕнче экскурсире пулса курнă. Çакнашкал экскурсисене Пĕтĕм Раççейри Афганистанри вăрçă инваличĕсен тата çар суранĕсен «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи организацийĕ /председателĕ — Геннадий Матвеев/ 2008 çултанпа кашни çулах йĕркелет. «Училищĕри экскурси вăхăтĕнче вертолета пĕрремĕш хут ларса куртăм. Шăпах ун чухне манăн вертолетчик пулас шухăш çуралчĕ. Физкультурăпа спорт валли тата ытларах вăхăт уйăрма, тата тăрăшарах вĕренме тытăнтăм. Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ: пĕтĕм тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухса сывлăш-çар академийĕн Сызраньти филиалне вĕренме кĕтĕм. 5 çул сисĕнмесĕрех иртрĕ», — каласа кăтартрĕ Алексей Миронов. Кăçал вăл вĕренсе пĕтернĕ, лейтенанта Ставрополь крайне ĕçлеме янă.

Алексей паян федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче йĕркеленĕ мероприятие хутшăнчĕ: унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сывлăш-çар вăйĕсен Ю.А. Гагарин тата Н.Е. Жуковский профессор ячĕллĕ сывлăш-çар академийĕн Сызраньти филиалĕнчен вĕренсе тухнă çамрăксемпе тĕл пулчĕ. 

Мероприятие Пĕтĕм Раççейри Афганистанри вăрçă инваличĕсен тата çар суранĕсен «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн председателĕ Геннадий Матвеев ертсе пычĕ. 

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: