Комментари хушас

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче ĕçлĕ çул çÿревре пулчĕ.

Грибоедов урамĕнче кăçал тунă автомобиль çулĕн пахалăхĕпе кăсăкланчĕ. Унăн тăршшĕ - 700, сарлакăшĕ 6 метр, тротуарлă. Çул тĕпне шур чул сарса хывнă. Урамри уйрăм çуртсенче пурăнакансем хăйсене асфальт çул туса панăшăн кăмăллă. Çул-йĕр ыйтăвне çынсем социаллă сетьсенче те хускатаççĕ. Улатăрта савăнма сăлтав пур.
Республикăн Çул-йĕр фондĕнчен Улатăрта кăçал автомобиль çулĕсем хывма, вĕсене юсама 105,8 млн тенкĕ уйăрнă. Ăна ытти урам-тăкăрлăкра тума та явăçтараççĕ.
Михаил Игнатьев Тирек урамĕнче 2018-2019 çулсенче тунă автоçул çинче те пулчĕ, пахалăхĕпе интересленчĕ. Ăна тума 23 млн тенкĕ куçарнă. Кунта та тротуар майлаштарнă, электричество юписем вырнаçтарнă. Çул 0,7 çухрăма тăсăлать, сарлакăшĕ 6 метр. Республика Пуçлăхĕ Улатăр хулин пуçлăхне Николай Зайкина тата хула администрацийĕн пуçлăхне Владимир Степанова: "Çул тума укçа нумай уйăрнине кура урама тирпей-илем кĕртесчĕ, - терĕ. - Хальлĕхе вăл хăтлă тееймĕн: ишĕлсе анма пуçланă сарайсем сăнсăрлатаççĕ. Вĕсене пăсма ыйтăр".
Михаил Игнатьев Хурăн урамĕнчи пурăнмалли 3-мĕш çурт картишĕнче вырăнти пуçарăва тĕпе хурса пурнăçланă проектпа паллашрĕ. Кунта ача-пăча лапамĕ тунă - вăйă хатĕрĕсем вырнаçтарнă. Пĕтĕм ĕçе тума 435 пин тенкĕ тăкакланă. Пĕр пайне çак çуртра пурăнакансенчен пухнă.
Михаил Игнатьев Улатăр районĕн тĕп больницин ача-пăча поликлиникине еплерех юсанипе те паллашрĕ. Паянхи кун тĕлне юсав ĕçĕсен 56% пурнăçланă. ЧР Пуçлăхне вĕсене графикра пăхнă вăхăтра - кăçалхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне - вĕçлесси кăсăклантарчĕ. "Вăхăтрах пĕтеретпĕр", - хуравларĕ Наталия Минибаева тĕп врач.
Республика Пуçлăхĕ Улатăрти технологи колледжĕн вĕрентÿ процесĕпе те паллашрĕ. Улатăр хулин 2020 çулхи бюджетне çирĕплетессипе çыхăннă ыйтупа ирттернĕ канашлăва хутшăнчĕ.
Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçас текенсем урамсенче те, район администрацийĕн умĕнче те пуçтарăнчĕç. Кашнинех тĕрлĕ ыйту кăсăклантарчĕ, Михаил Игнатьев вĕсен пĕр пайне тÿрех хуравларĕ, теприне тĕпчесе хурав пама шантарчĕ.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ. Www.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: