Комментари хушас

29 Юпа, 2019

Етĕрне урамĕсем çĕнелеççĕ

Кăçал Етĕрне пĕчек хуласемпе истои пĕлтерĕшлĕ ял-хула тăрăхĕсене хăтлăлатмалли Пĕтĕм Раççейри конкурсра çĕнтернĕ. Проект Етĕрне хулинчи Комсомольски урамне йĕркене кĕртессипе çыхăннă. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 40 миллион, республика бюджетĕнчен 10 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

 

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне районĕнче ĕçлĕ çÿревре пулнă май Комсомольски урамĕнче тума палăртнă ĕçсемпе паллашрĕ.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.