Комментари хушас

28 Юпа, 2019

Яваплисен яваплăрах пулмалла

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ паянхи канашлура çак кунсенче республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулнă инкеклĕ тĕслĕхсем пирки те сăмах пуçарчĕ.

Çĕрпÿре 12 çулти ача пилĕк хутлă çурт тăрринчен ÿкнĕ. Йывăр суранланнăскер халь больницăра. Нумай хутлă çурт чартакне хăпармалли люка управляющи компанин питĕрсе тытмалла пулнă ĕнтĕ — темшĕн çапла туман. УК тĕлĕшпе пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ протокол çырнă, яваплăх пулĕ. Анчах, Михаил Игнатьев шучĕпе, куншăн инспекци хăй те яваплă — тĕрĕслесе çитереймен.

Муркаш районĕнче 77 çулти çын мотоблок айне пулнăшăн Гостехнадзора сăмах тиврĕ. Мотоблоксене те çутă фарисемпе тивĕçтермелли сĕнÿ пулнăччĕ — çакă тĕттĕм вăхăтра вĕсемпе инкек пулассинчен сыхланма пулăшĕччĕ, анчах инспекци ку енĕпе нимĕн те туман. Çак тытăм представителĕ асăннă тĕслĕхре ватă çын мотоблока «пăхăнтарайман», çак техникăна фарăсемпе тивĕçтерессине тивĕçлĕ документсенче пăхман тесе тÿрре тухма тăни Михаил Игнатьева тивĕçтермерĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.