Комментари хушас

1 Юпа, 2019

«Хыпар» Издательство çурчĕ хаçат-журнал ветеранĕсене саламларĕ

Паян, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнче Ватăсен кунне паллă тăвать. Çак кун çулленех «Хыпар» Издательство çурчĕ те хăйĕн ветеранĕсем валли уяв йĕркелет.  Нумай-нумай çул хаçат-журналта тăрăшнăскерсем акт залне пуçтарăнсан «Хыпар» ИÇ директорĕ Татьяна Вашуркина вĕсене ăшшăн саламларĕ, ырă сăмахсемпе кăмăла çĕклерĕ. «Çĕмĕрт çеçкисем» ансамбль вара чăвашла тата вырăсла илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ, хаваслă ташша йыхравларĕ.  Паллах, иртнипе хальхинче уйрăмлăх пурах. Аслă ÿсĕмри журналистсем çакна пуринчен те аванрах туяççĕ. Уява килнишĕн савăннипе пĕрлех пĕр-пĕрне курса иртнĕ вăхăта аса илме тытăнчĕç вĕсем. 

 Геннадий ФЕДОТОВ: 

— Эпĕ «Хыпарта» чылай çул ĕçлерĕм. Малтан куçаруçăччĕ. Кайран «Ыйту-хурав» хаçат кăларма пуçларăмăр. Ял хуçалăхĕнче мĕнле-мĕнле культура ӳстермеллине, выльăх-чĕрлĕхе чиртен еплерех сыватмаллине вĕрентеттĕмĕр, право ыйтăвĕсене çĕклеттĕмĕр. Ветерансене мĕнле çăмăллăхсем памаллине, ачасене мĕнле ӳстермеллине «Ыйту-хуравра» тупса вулама пулатчĕ. Унта, паллах, кулăшсем те, ӳкерчĕксем те, ытти те пулнă.  Кайран «Хыпар» хаçатра «Тамаша» кăларăм йĕркелерĕмĕр. Уйăхра пĕр хутчен тухатчĕ вăл. Унта юмор, кулăш, юптару тата ытти те пурччĕ. Халăха кирлех, ыйтатчĕç. Халĕ вара наци кăларăмĕсене патшалăх пулăшăвĕ çитмест. Чăваш ан сапалантăр, халăхăн кунтах пурăнмалла. Мĕншĕн тесен кунта пурăнакан çын ĕçсе-çапкаланса çӳремест, пусăрăнса ĕçлет, йĕркене пăсмасть, эрех-пируспа пурнăçне пăсмасть.  Уяв мана килĕшрĕ. Илемлĕ концерт лартса пачĕç. Хама ветеран пек туймастăп, пурпĕрех аслă çулсенчи çынсене хисеплени паха. 

 Владимир КУЗЬМИН: 

— Эпĕ «Тăван Атăл» тата «Капкăн» журналсенче чылай çул ĕçлерĕм. Кайран «Хыпарта» тивĕçлĕ канăва тухрăм.  Маншăн кашни редакцире ĕçлени лайăххипе те, çитменлĕхсемпе те асра юлчĕ. Яланах мĕнле те пулин ырăлăх пулса иртнĕ.  Пурнăç мĕнле, хаçат та çавăн пек. Пурнăç улшăннă май çынсем те улшăнса пыраççĕ. Вулас ыйту та расна халĕ. Юлашки вăхăтра халăхра вĕреннĕ çын нумайланчĕ, вĕсем ытларах проблема хускатма, тарăн шухăшлă материалсем çырма пултараççĕ. Хам ĕçленĕ вăхăтри хаçат-журнала аса илетĕп те ун чухне çырнисем урăхларах пулнине ăнланатăп. Вĕреннĕ журналист питĕ сахалччĕ.  Эпир пурăннă вăхăтра хаçат-журналăн пуласлăхĕ пур. Каярахпа мĕн кĕтессине калама питĕ йывăр. Халĕ тĕнчери халăхсен пĕлтерĕшĕ пур енĕпе те хăвăрт улшăнса пырать, çанталăк та çавах. Малалла планета мĕнле сывласа ярать, эпир те çавăн пекех пулма пултаратпăр. Хаçат-журнал, манăн шухăшпа, пĕтмелле мар. 

Çак залра пĕрле пуçтарăнни кашни çулах хавхалану кӳрет мана. Мĕншĕн тесен кунта пĕрле ĕçленĕ юлташсем килеççĕ, вĕсемпе сăмахлатпăр. Çамрăксемпе те çав вăхăтрах калаçса илетпĕр. Эпĕ ахаль те кунтан тухма пĕлмен пекех. Ман çамрăксене тата тăрăшарах ĕçлеме сунас килет. Хаçата тата вăйлăрах аталантарасчĕ. 

 Юрий СЕМЕНТЕР: 

 — Эпĕ 1974-2005 çулсенче «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ пулнă. Ĕçе вырнаçнă вăхăтра журналăн тиражĕ 58 пинччĕ. Кайран самана улшăнса кайрĕ те тираж чакма тытăнчĕ. Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕ сахалланчĕ. Пĕтĕм пурнăçа телекурав çавăрса илчĕ, интернет килчĕ. Çавна пула хаçат-журнал тиражĕ чакма пуçларĕ. 

Ун чухне Чăваш писательсен союзĕ çав тери вăйлă ĕçлетчĕ. Леонид Агаков, Куçма Турхан, Алексей Талвир, Александр Артемьев, Петĕр Хусанкай, Ухсай Яккăвĕ — çав вăхăтри чаплă писательсем тата вĕсем хыççăн пыракан ăру — литературăра хăйсен пултарулăхне пур енлĕн, вăйлăн, хăватлăн кăтартнипе халăх журнала нумай çырăнса илетчĕ. «Хатĕр пул» журналăн та тиражĕ пысăкчĕ. Халĕ ун пекех мар. Çамрăк ăру хăйĕн чĕлхипе килчĕ. Ĕлĕкхи чĕлхе уйрăлса тăратчĕ. Халĕ эсир урăхла сăмах калатăр. Эпĕ нихăçан та «уявпа е çуралнă кунпа саламлатăп» темен, «уяв ячĕпе». Пирĕн асаттесем нихçан та ун пек калама пултарайман. 

 Паян çакăнта пуçтарăннипе кăмăллă эпĕ. Уяв ĕнтĕ уявах вăл. Пĕрле ĕçленĕ çынсене куратăн. Ав, Леня Павлов художник килчĕ. Владимир Кузьмин, Василий Кервен — пĕрле ĕçленĕ çынсем. Пирĕн çамрăклăх, пирĕн шӳтсем, пирĕн ырă вăхăтсем — çав çынсенче. Вĕсене куратăн та аса илетĕн. Уяв темле пулсан та килĕшет. 

 Сире çамрăксене ырлăх-сывлăх сунатпăр. Ан тив, сирĕн уявсем пирĕн вăхăтри пек пысăк йышпа иртмеççĕ пулсан та.