Патшалăх символĕсем - ятарлă кĕнекере
Культура çулталăкĕнче Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем паха вун-вун кĕнеке кăлараççĕ. Çак кунсенче, сăмах май, Республика кунĕ умĕн, тепĕр кăларăм - «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы» /авторĕ Сергей Щербаков/ - кун çути курчĕ.
Чăваш Республикин патшалăх символĕсем - Герб, Ялав тата Гимн - юлашки икĕ вунă çуллăхра нумай нациллĕ Чăваш Енĕн атрибучĕсем, Раççейри, çавăн пекех тĕнчери сăн-пичĕ пулса тăчĕç. Вĕсем чăваш халăхĕн истори тата культура тытăмĕнчи иксĕлми пуянлăха, республикăра тымар янă вун-вун халăхăн çирĕп туслăхне ĕненмелле уçса параççĕ. Паянхи Раççейре наци политикине «нумай енлĕхĕн пĕрлĕхне» тĕпе хурса тытса пыраççĕ.
«Анчах та яланах çапла пулман,- тет автор кĕнекен ум сăмахĕнче. - Чăваш Енĕн тата унăн халăхĕн патшалăх наци символĕсем патне вăрах утма тивнĕ».
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕ тата çав вăхăтри пулăмсем, республикăн хальхи символĕсене хатĕрлессипе çыхăннисем куç умĕнчех-ха. Профессионал ÿнерçĕсен, ăслăлăх, культура ĕçченĕсен, общественноçăн витĕмĕ вăйлă пулни 1990-1992 çулсенче символикăпа çыхăннă ыйтусене татса пама май пачĕ.