Наци проекчĕсем: «Хыпар» 106-107 (27539-27540) № 20.09.2019
«Регионти проектпа килĕшÿллĕн, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене профилактикăлас енĕпе кирлĕ йышăнусен комплексне йĕркеленĕ. Чире вăраха яракан сăлтавсене вăхăтра тупса палăртас, пациентсене пысăк технологиллĕ, çÿллĕ шайри пулăшу парас тесе тăрăшаççĕ шурă халатлисем. Çав вăхăтрах тытăма квалификациллĕ кадрсемпе тивĕçтерес тесе çине тăратпăр», — палăртнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тĕллевлĕ ирттернĕ ларура.