Комментари хушас

18 Авăн, 2019

Аспиранткăн çитĕнĕвĕ

Раççейри Bayer компани «Байстади» конкурс ирттерет. Кăçал унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи студентсем хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн аспиранчĕ Светлана Филиппова та пур.

Кăçал конкурса 109 ĕç тăратнă. 14-шĕ çеç финала тухнă. Çĕнтерÿçĕсен компани ирттерекен мероприятисене çÿреме, практикăра ăсталăха туптама май пур. Унсăр пуçне вĕсем çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен 7 пин тенкĕ стипенди илсе тăрĕç. Палăртмалла: конкурса студентсемпе аспирантсен хушшинче ял хуçалăхĕн сумне ÿстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Рубрика: