Комментари хушас

16 Авăн, 2019

Тракторсем туса кăларасси ÿсет

Тунтикунхи канашлура Михаил Игнатьев çак кунсенче трактор заводĕнче бульдозеристсен чемпионатĕнче пулни çинчен каларĕ.

Концерн тытăмне кĕнĕ предприятисем кал-кал ĕçлесе кайнине палăртрĕ. Тракторсем туса кăларасси ÿссе пырать. Кăçал 228 единица техника туса кăларнă. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 134 трактор пулнă. Çĕнĕ Т-4003 трактор мĕне тăрать! 72 тонна таяканскерĕн хакĕ те — 50 миллион тенкĕ ытла. Чемпинат усси те курăмлă. «Северсталь» представителĕсем те килнĕ те — Шупашкар техникин хăватне, «пултарулăхне» курнăскерсем çийĕнчех икĕ трактор туяннă иккен.

Хăй вăхăтĕнче мĕнешкел пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ предприятисен малăшлăхĕ, ЧР Пуçлăхĕн шучĕпе, лайăх. Унти ĕç укçи те ÿссе пырать — халь уйăхра вăтамран 28,7 пин тенкĕ шайĕнче. Ĕçлекенсен йышĕ 8,6 пин çын урлă каçнă — кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса 733 çын хушăннă. Çулталăк вĕçлениччен тата 420 çынна йышăнасшăн.