Комментари хушас

11 Авăн, 2019

Экран çинче -вилĕмсĕр поэт кун-çулĕ

Паян "Мир Луксор" кинотеатрта пĕрремĕш хут "Михаил Сеспель: я мечтатель, идеалист, растяпа" документлă илемлĕ фильм кăтартрĕç. Ăна Мускав режиссерĕ Виталий Баев ÿкернĕ. Çеçпĕл рольне Тăван радио ертÿçи Владислав Московцев вылярĕ. Фильма "Ясна" этнопаркра ÿкернĕ.

- Питĕ лайăх ĕç. Пирĕн кино фончĕ тепĕр фильмпа пуянланчĕ. Çеçпĕл Мишши кун-çулне уçăмлăн кăтартса пачĕç, - терĕ Кинематографистсен союзĕн председателĕ Олег Цыпленков.

- Фильма курса çеçпĕлĕн сăввисем çулăм пек пĕçертнине тепĕр хут туйрăм. Фильма хатĕрлекенсем эпир пурте пĕлекен Çеçпĕле кăтартма пултарчĕç, — терĕ Георгий Фомиряков, художник.

Рубрика: 
Теги: