«Хыпар» 102 (27535) № 10.09.2019
(Чăваш Ен çыннисем тинĕс хĕрринче канма кăмăллаççĕ. Андрей МИХАЙЛОВ)
* «Хыпар» кĕрекинче — Чулхулара пурăнакан, Элĕк районĕнчи Кураккасси ялĕнче 1947 çулта çуралнă Виталий Андреев. Вăл Горький хулинчи ют çĕршыв чĕлхисен институтĕнче вĕреннĕ чухне тата диплом илнĕ хыççăн чикĕ леш енче куçаруçăра, Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн ООН Секретариачĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ, Америкăри Пĕрлештернĕ Штатсен АПШ , ытти ют çĕршыв пурнăçне совет тапхăрĕнчех курнă. Виталий Федорович «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ. Гвинея, сенкер тинĕс…
— Пĕрремĕш хут çичĕ юта хăçан кайрăр?
— 1968 çулхи пуш уйăхĕнче, виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне. СССР Геологи министерстви ыйтнипе тата деканат сĕннипе Франци колонийĕ пулнă Гвинея Республикине /Африка/ ячĕç. Чикĕ леш енче куçаруçăра ĕçлеме хамăн курсри 100 студентран эпĕ пĕрремĕш тивĕçлĕ пултăм.
— Гвинея совет тапхăрĕнче радио-телекурав передачисенче пĕрмай янăратчĕ.
— Çапла. Кунта хура ÿтлĕ халăх, хăйне евĕрлĕ йăла-йĕрке тата флорăпа фауна, саваннăсем, вăрманпа хутăш саваннăсем, кăнтăрта джунгли вăрманĕсем. Раççейрен пынă çынна малтан çанталăка чăтса пурăнма, хăнăхса çитме йывăр. Вăл çуллен пĕрешкел тăрать: нарăс-авăн уйăхĕсенче — типĕ, хыççăн çумăр лÿшкеме тытăнать. Сывлăш температури шăрăх чухне сулхăнра та 52 градус таран. Çумăр сезонĕнче сывлăш питĕ нÿрĕ. Хам ача чухне ĕçлесе ÿт-пĕве пиçĕхтернĕрен çамрăк организм нумай амака çĕнтерчĕ. Сив чир çеç кĕлеткене вĕрилентерчĕ. Гвинейăна кайиччен Мускавра мана та, ыттисене те джунгли чирĕсенчен прививка тунă, унта çитсен сив чир ан çулăхтăр тесе пурте эмел тăтăш ĕçсе тăнă, врачсен сĕнĕвне шута илсе тата амакран сыхланас тесе пĕрер черкке шурă эрех ĕçнĕ пулин те ерчĕ.
— Мĕнле объектсенче ĕçлерĕр?
— Геологсемпе пĕрле çĕршывăн кашни кĕтесне çитрĕм. Вĕсем Гвинея специалисчĕсемпе пĕрле çĕр айĕнчи чĕр тавара шыранă, геологи карттисем хатĕрленĕ. Эпĕ вĕсене пĕр-пĕринпе хутшăнса калаçма пулăшнă, документсем çырнă, пурăнмалли вырăнпа, транспортпа, апат-çимĕçпе, ыттипе тивĕçтерме ыйтса вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ячĕпе çырусем çырнă, çавнашкал ытти ĕçе пурнăçланă. Халăхĕ питĕ чухăнччĕ, ытларахăшĕ хутла пĕлместчĕ. Тăхăр уйăхран пирĕн Конакрири /Гвинейăн тĕп хули/ управленире ĕçлерĕм. Вăл президент керменĕнчен, Атлантика тинĕсĕнчен çывăхрахчĕ.
(ООНăн 39 хутлă çуртĕнче. Юрий МИХАЙЛОВ)