«Хыпар» 102 (27535) № 10.09.2019

10 Авăн, 2019

*Çулла — кану тапхăрĕ. Чылайăшĕ отпуск вăхăтĕнче канма ют çĕршыва е урăх региона каять. Ялта пурăнакансем те килти хуçалăха кÿршĕсене е тăванĕсене шанса парса тухса кайнине те илтнĕччĕ. Килти яланхи пурнăçа улăштарас, курса çÿрес, хĕвелпе хĕртĕнес тата тинĕсре ишес килнине палăртаççĕ чăваш курортникĕсем. миллион тенкĕ уйăрнă кăçал «Хăтлă хутлăх» программăпа килĕшÿллĕн Общество шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççейри центр пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ыйтса пĕлнисенчен 70 проценчĕ дачăра е килте ирттернине пĕлтернĕ. Чăн та, юлашки çулсенче дача кану вырăнĕ пулса тăчĕ. Çамрăксем унта пикниксем йĕркелеççĕ, шашлăк пĕçерме çÿреççĕ. Аслă ÿсĕмрисем яланхи пекех пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Сăмах май, дачăсен-

че чечек ÿстерекен йышланнă иккен. Ыйтăма хутшăннисенчен кашни вуннăшĕ ют çĕршыва канма кайнине каланă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан вĕсен йышĕ 6 процент ÿснĕ. Нумайăшĕ Хура тинĕс хĕррине, Крыма тата ытти региона çитсе килнĕ. «ТурСтат» информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх — курортра çынсем пĕр е икĕ эрне канаççĕ, пĕр кунра 3000 тенкĕ ытла тăкаклаççĕ. 2018 çулта 60 миллион ытла çын Раççейре курса çÿренĕ, 2017 çулхипе танлаштарсан туристсен йышĕ 10 процент ÿснĕ. Пĕлтĕр ют çĕршывсенчен Раççее 5 миллион турист килнĕ. Раççей турисчĕсем /уйрăмах ачаллисем/ Колумбие, Бразилие, Канадăна, Çĕнĕ Зеландие каймаççĕ. Пирĕн туристсене Македонипе Словакире кураймăн. Африкăра Зимбабве, Намиби, Мавритани, Гамби тăрăхĕсене «тиркеççĕ».

(Чăваш Ен çыннисем тинĕс хĕрринче канма кăмăллаççĕ. Андрей МИХАЙЛОВ)

* «Хыпар» кĕрекинче — Чулхулара пурăнакан, Элĕк районĕнчи Кураккасси ялĕнче 1947 çулта çуралнă Виталий Андреев. Вăл Горький хулинчи ют çĕршыв чĕлхисен институтĕнче вĕреннĕ чухне тата диплом илнĕ хыççăн чикĕ леш енче куçаруçăра, Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн ООН Секретариачĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ, Америкăри Пĕрлештернĕ Штатсен АПШ , ытти ют çĕршыв пурнăçне совет тапхăрĕнчех курнă. Виталий Федорович «Хыпар» ыйтăвĕсене хуравлама килĕшрĕ. Гвинея, сенкер тинĕс…

— Пĕрремĕш хут çичĕ юта хăçан кайрăр?

— 1968 çулхи пуш уйăхĕнче, виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне. СССР Геологи министерстви ыйтнипе тата деканат сĕннипе Франци колонийĕ пулнă Гвинея Республикине /Африка/ ячĕç. Чикĕ леш енче куçаруçăра ĕçлеме хамăн курсри 100 студентран эпĕ пĕрремĕш тивĕçлĕ пултăм.

— Гвинея совет тапхăрĕнче радио-телекурав передачисенче пĕрмай янăратчĕ.

— Çапла. Кунта хура ÿтлĕ халăх, хăйне евĕрлĕ йăла-йĕрке тата флорăпа фауна, саваннăсем, вăрманпа хутăш саваннăсем, кăнтăрта джунгли вăрманĕсем. Раççейрен пынă çынна малтан çанталăка чăтса пурăнма, хăнăхса çитме йывăр. Вăл çуллен пĕрешкел тăрать: нарăс-авăн уйăхĕсенче — типĕ, хыççăн çумăр лÿшкеме тытăнать. Сывлăш температури шăрăх чухне сулхăнра та 52 градус таран. Çумăр сезонĕнче сывлăш питĕ нÿрĕ. Хам ача чухне ĕçлесе ÿт-пĕве пиçĕхтернĕрен çамрăк организм нумай амака çĕнтерчĕ. Сив чир çеç кĕлеткене вĕрилентерчĕ. Гвинейăна кайиччен Мускавра мана та, ыттисене те джунгли чирĕсенчен прививка тунă, унта çитсен сив чир ан çулăхтăр тесе пурте эмел тăтăш ĕçсе тăнă, врачсен сĕнĕвне шута илсе тата амакран сыхланас тесе пĕрер черкке шурă эрех ĕçнĕ пулин те ерчĕ.

— Мĕнле объектсенче ĕçлерĕр?

— Геологсемпе пĕрле çĕршывăн кашни кĕтесне çитрĕм. Вĕсем Гвинея специалисчĕсемпе пĕрле çĕр айĕнчи чĕр тавара шыранă, геологи карттисем хатĕрленĕ. Эпĕ вĕсене пĕр-пĕринпе хутшăнса калаçма пулăшнă, документсем çырнă, пурăнмалли вырăнпа, транспортпа, апат-çимĕçпе, ыттипе тивĕçтерме ыйтса вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ячĕпе çырусем çырнă, çавнашкал ытти ĕçе пурнăçланă. Халăхĕ питĕ чухăнччĕ, ытларахăшĕ хутла пĕлместчĕ. Тăхăр уйăхран пирĕн Конакрири /Гвинейăн тĕп хули/ управленире ĕçлерĕм. Вăл президент керменĕнчен, Атлантика тинĕсĕнчен çывăхрахчĕ.

(ООНăн 39 хутлă çуртĕнче. Юрий МИХАЙЛОВ)

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.