Комментари хушас

23 Çурла, 2019

Федераци, регионсен укçине Шупашкарта шутларĕç

Эрнекун Шупашкарта Раççей финанс министерствин бюджетсен хушшинчи хутшăнусене лайăхлатас, РФ субъекчĕсенчи бюджет процесĕсене йĕркелес енĕпе ялан ĕçлекен ушкăн ларăвĕ иртрĕ.

Ĕç ушкăнĕн йышне Раççей Финанс министерствин представителĕсем тата темиçе регионăн финанс министрĕсем кĕреççĕ. Хăнасене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламларĕ. РФ Финанс министерствин Бюджетсен хушшинчи хутшăнусен департаменчĕн директорĕ Лариса Ерошкина хальхи вăхăтра çĕршывăн çитес çулхи бюджечĕн параметрĕсене çирĕплетес ĕç пынине палăртрĕ - сăмах триллионсемпе виçекен тупăшсемпе тăкаксем пирки пырать. Бюджет проектне авăн уйăхĕн вĕçĕнче Правительствăра çирĕплетме палăртнă. Наци проекчĕсене пурнăçлама, ытти енĕпе укçа уйăрас тĕлĕшпе тавлашуллă ыйтусем пур, ку вара регионсене те тÿррĕнех пырса тивет, çавна май Лариса Александровна паянхи тапхăр финансистсемшĕн питĕ çивĕч пулнине пытармарĕ.

ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Енĕн социаллă пурнăçпа экномика аталанăвĕн комплекслă планĕпе паллаштарчĕ. Пухăннисем çавăн пекех уйрăм регионсен опытне тĕпе хурса халăх чухăнлăхĕпе кĕрешессипе, налук çăмăллăхĕсен экономика аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне ÿстерессипе, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем валли каякан тăкаксене нормăлассипе çыхăннă ыйтусене, ытти темăна сÿтсе яврĕç. Тĕрлĕ регионта вăл е ку енĕпе ырă тĕслĕхсем пур, çитменлĕхсем те çук мар. Вĕсене пĕрле тишкерни, çав самантсене шута илсе ĕçлени ыттисемшĕн те социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне ăнăçлăрах тивĕçтерме май паракан никĕс пулĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.