Комментари хушас

12 Раштав, 2013

Помост çинче - 300 спортсмен. Ку - рекорд!

Тимĕр вăййипе туслă хĕрсене чылайăшĕ тĕлĕнсе пăхать, вĕсене шеллекенсем те пур. Черченскерсем вара кире пуканне хăюллăнах вылянтараççĕ. «Хыпар» хаçатăн ăмăртăвĕнче те пикесем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтарчĕç. Пĕлтĕрхи турнирта 15 çултан кĕçĕнрех хĕрсене шутлама алăри пÿрнесем те çитетчĕç. Кăçал вĕсен йышĕ самай пысăкланчĕ, çавăнпа тупăшу та çивĕч иртрĕ.

Пьедестал çинче - хÿхĕм хĕрсем

Чи çăмăл виçере Елчĕкри Марина Михайлова çĕнтерчĕ. Çак ушкăнра иккĕмĕш вырăн йышăннă 11-ти Снежана Кириллова /Йĕпреç районĕ, тренерĕ Михаил Петров/ ăмăртăва хутшăннă «Чи çамрăк спортсмен» ята тивĕçрĕ. Йĕркелÿçĕсем хĕр ачана ятарлă кубокпа чысларĕç.

Çакна палăртма кăмăллă: 30 çул каялла иртнĕ турнирта Куславккари интернат шкулта вĕренекен Сергей Кириллов чи çамрăк спортсмен пулнă, паян вăл - çĕр-шывăн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ. Иртнĕ çулхи турнирта 8 килограмлă кире пуканне 175 хут йăтса тĕлĕнтернĕ Наташа Сунцова /Киров облаçĕ/ ку хутĕнче тăваттăмĕш кăтартупа кăна палăрчĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Калкассинче пурăнакан 13-ри Лилия Ориновăшăн вара юбилейлă турнир яланлăха асра юлĕ: тимĕр вăййипе çулталăк каялла кăна туслашнăскер пирвайхи ăмăртурах пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ-çке. Çавăн пекех Етĕрне пики Диана Мавлюдова тата Йĕпреçри Настя Николаева хăйсен виçисенче çĕнтерсе пьедесталăн çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕç. Куславккари спорт шкулĕн кире пуканĕ йăтакансен секцийĕнче ăсталăха туптакан çамрăк спортсменсем Анна Антонова, Мария Булыгина, Кристина Шевлякова, Дмитрий Константинов призерсен йышне кĕчĕç. ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Иван Краснов пĕлтернĕ тăрăх - çакнашкал çитĕнÿ халĕччен пулман. «Тăван тăрăха çĕкленÿллĕ туйăмпа каятпăр», - хавхаланчĕ вăл.

Хĕрарăмсен йышĕнче абсолютлă çĕнтерÿçĕ ятне Елчĕк пики, хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ăс пухакан Вера Николаева тивĕçрĕ. Борис Глинкинăн вĕренекенĕ чылай ăмăртура малти вырăнсене йышăннă, «Хыпар» хаçат парнисене те темиçе хут çĕнсе илнĕ. Борис Николаевичăн тепĕр вĕренекенĕ, тимĕр вăййипе çичĕ çул каяллах кăсăкланма тытăннă спорт мастерĕн кандидачĕ Елизавета Еремеева хальхинче - иккĕмĕш. Вăл Канаш хĕрне, турнирăн пĕлтĕрхи чемпионне Татьяна Михайловăна кăшт кăна хуса çитеймерĕ.

63 килограмчченхи виçере тăватă ача амăшĕ Алевтина Евграфова /1969/ савăнтарчĕ. Канашри 5-мĕш шкул вĕрентекенĕ 141 очко пухса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ. Турнира пĕрре кăна мар хутшăнакан хĕрарăм тăван киле кашни ăмăртуран парнесемпе таврăннă.

Ăмăртура Чĕмпĕр облаçĕнчен килнĕ атлетсем те палăрчĕç. 68 килограмлă виçере пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Екатерина Бариновăпа Анна Юрлина йышăнчĕç. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Марина Никитина /тренерĕ Олег Федоров/ тата Катя Иванова /тренерĕ Иван Смоленцев/ кăçал та кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕç.

 

Яшсен аллинче кире пуканĕ вылянать

Çамрăк пăхаттирсем 12 килограмлă икĕ “тимĕре” кăкăр çинчен тĕртсе тата пĕрне сулласа çĕклерĕç. Помост çине малтан 15 çултан кĕçĕнрех яшсем тухрĕç. Ку ушкăнра Тутарстанран килнĕ спортсменсем уйрăмах тĕлĕнтерчĕç, пур виçере те чи сумлă парнесене çĕнсе илни шухăшлаттаракан пулăм мар-и-ха? Акă 68 килограмлисен хушшинче пьедестал çине пиччĕшĕпе шăллĕ Ильнурпа Артур Гилязовсем тата вĕсен тантăшĕ Владислав Котков хăпарчĕç. Юрать-ха Канашри Владимир Понихидкинăн вĕренекенĕсем Александр Петровпа Владислав Христофоров тата Тăвайпа Хĕрлĕ Чутай паттăрĕсем хăнасенчен юлмарĕç.

Тĕлĕнмелле те, 16-18 çулсенчи каччăсен тупăшăвĕнче те Тутарстан яшĕсем хăйсен хастарлăхĕпе палăрчĕç: пухмача 4 «ылтăнпа» тата 1 «бронзăпа» пуянлатрĕç. Ку ушкăнра спорт ветеранĕн Фариль Миннемуллинăн «ачисем» уйрăмах вăйлă пулчĕç. Вăл каланă тăрăх - Шăмартан салинче кире пуканĕ йăтакансен секцине темиçе çул каяллах йĕркеленĕ, хальхи вăхăтра унта 20 ытла çамрăк ăсталăха туптать. Ăмăртăва вун иккĕн килнĕ, вĕсенчен пĕри - 30-ти Миляуша Дружкова /секцири пĕртен пĕр хĕр/. Турнира пĕрремĕш хут хутшăнаканскер, шел те, призерсен йышне кĕреймерĕ.

Чул хула облаçĕнчи Шахунья хулинчен килнĕ спортсменсем турнира пуçласа хутшăнчĕç. «Паянхи ăмăртăва эпир 10-ăн килтĕмĕр. Чылайăшĕ мала тухаймарĕç пулин те пушă алăпа каймастпăр: Владимир Андреевпа Николай Трямкин икĕ медаль çĕнсе илчĕç», - пĕлтерчĕ командăн тренерĕ Сергей Козлов.

Пирĕн ентешсенчен турнирта иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕсем те палăрчĕç. Акă Йĕпреç районĕнчи Андрей Кузьмин икĕ енлĕ кĕрешÿре 200 яхăн очко пухса мала тухрĕ. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Дмитрий Веков вара кăçал пĕр картлашка çÿлерех хăпарчĕ, Владимир Симень доцент патĕнче ăсталăха туптаканскер 63 килограмлă виçере иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. «Кире пуканĕ спорчĕн секцине эпĕ юнашар ялти вăтам шкула 10-мĕш класа куçсан çÿреме пуçларăм. Унта чылайăшĕ тимĕр вăййипе туслăччĕ, мана та кăмăла кайрĕ. Унтанпа виçĕ çул та иртрĕ. Университетра та ятарлă секци пурришĕн савăнтăм», - терĕ 1-мĕш курс студенчĕ.

Кашни ăмăртура палăрнă Елчĕксем те ку хутĕнче çивĕч тупăшрĕç. Çакна 17-ри Георгий Александровпа Иван Юхмин мала тухса ĕнентерчĕç, вĕсенчен кĕçĕнрех Кирилл Васильевпа Андрей Кузнецов та тусĕсенчен юлмарĕç /тренерĕ - Олег Федоров/.

Уйрăм виçесенче Борис Глинкин патĕнче ăсталăха туптакан Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем те медальпе пуянланчĕç. Андрей Шашкин, Дмитрий Давыдов, Алексей Иванов тата Антон Шибалов икĕ енлĕ кĕрешÿре вăй виçсе палăрчĕç. Тăвай районĕнчи пултаруллă тренерăн Алексей Беловăн та вĕренекенĕсемпе мухтанмалла, вĕсем тĕрлĕ виçере тупăшса «Хыпар» хаçатăн парнисене тивĕçрĕç.

 

Абсолютлă чемпион - Пучинке кĕрÿшĕ

Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров патĕнче кире пуканĕ йăтассипе ăсталăха туптакансем чапа кăларчĕç.

2003-2006 çулсенче Михаил Васильевичăн вĕренекенĕсем Алина Иванова, Артем Васильев тата Владимир Петров «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри турнирсенче тăтăшах малти вырăнсене йышăнчĕç, спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. Алина Иванова ялти вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине вĕренме кĕчĕ. Иккĕмĕш курсра вĕреннĕ чухне пулас экономист çĕр-шыв ăмăртăвĕсенче çĕнтерсе Европа чемпионатне кайма путевка çĕнсе илчĕ. Унтан Алина пысăк çитĕнÿпе таврăнчĕ: çивĕч кĕрешÿре иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Тепĕр çулхине вăл тĕнче чемпионатĕнче бронза медале тивĕçрĕ.

Михаил Петровăн ывăлĕ Володя шкултан вĕренсе тухсан пирĕн мухтавлă ентеш, нумай хут тĕнче чемпионĕ тата рекордсменĕ пулнă Сергей Кириллов чĕннипе Санкт-Петербургри аграри университетне вĕренме кĕчĕ. Часах Владимир ашшĕ-амăшĕпе ентешĕсене кăна мар, Сергей Александровича та лайăх çитĕнÿсемпе савăнтарма пуçларĕ. Тĕнче спорт мастерĕ Владимир Петров Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче малти вырăна вунă хут ытла йышăннă, Европа чемпионачĕсенче икĕ ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Хальхи вăхăтра университетра аслă преподавательте ĕçлекенскер пĕлтĕр «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче иртнĕ XXIX турнирта та лайăх ăмăртрĕ, 73 килограмлă атлетсен ушкăнĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ.

Михаил Петровăн вĕренекенĕсем, Раççей спорт мастерĕсем Александр Семеновпа Джанита Павлова та - çĕр-шывĕпе паллă атлетсем. Иккĕшĕ те вĕсем «Хыпар» хаçат парнисене темиçе хутчен çĕнсе илнĕ тата студентсен çĕр-шыв Универсиадисенче çĕнтернĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: Александрпа Джанитăн мăшăрĕсем Любовь Семенова-Эллинăпа Олег Щербин - кире пуканĕ йăтса тĕнчипе чапа тухнă спортсменсем. Вĕсем пĕр-пĕринпе чăваш халăх хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ турнирсенче паллашнă.

Чĕмпĕрте пурăнакан Олег Щербин турнирта пуçласа виçĕм çул ăмăртрĕ. Вăл ун чухне 68 килограмлă атлетсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕлтĕр Раççей çарĕн лейтенанчĕ чи лайăх кăтартупа палăрчĕ, унăн пулас мăшăрĕ Джанита Павлова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. 2013 çул пуçламăшĕнче Джанита тăван çĕр-шыв чысне Исландин тĕп хулинче иртнĕ Европа чемпионатĕнче хÿтĕлерĕ, çăмăл виçеллĕ хĕрсен ушкăнĕнче ылтăн медаль çĕнсе илчĕ.

Кăçалхи юбилейлă турнирта тĕнче спорт мастерĕ Олег Щербин абсолютлă чемпион ятне тивĕçрĕ. Вăл пĕлтĕрхи пекех 68 килограмлă виçере ăмăртрĕ. Пĕрремĕш хăнăхтарура Олег 32 килограмлă икĕ снаряда кăкăр çинчен 105 хут тĕртрĕ, пĕр пукана малтан сылтăм, унтан сулахай алăпа 152 хут /!/ сулласа çĕклерĕ. Çакнашкал кăтартупа каярах помост çине тухнă пăхаттирсем те мухтанаймарĕç. Пучинке ялĕн кĕрÿшĕ, «Хыпар» хаçатăн абсолютлă çĕнтерÿçи 2014 çулта Европа тата тĕнче чемпионачĕсене хутшăнма тĕллев лартнă.

 

Елчĕксем хăйсен ятне ÿкермерĕç

Пирĕн республикăра кире пуканĕ йăтассипе СССР е Раççей спорт мастерĕсен ретĕнче пĕрремĕш вырăнта - пурĕ 20 атлет - Елчĕк районĕнчи пăхаттирсем. Вĕсенчен чылайăшĕ юбилейлă турнирта та малти вырăнсене йышăнчĕ.

Кавал ялĕнчи Александр Павлов виçĕм çул 18 çултан кĕçĕнрех яшсен ушкăнĕнче ăмăртса абсолютлă чемпион ятне çĕнсе илнĕччĕ. Хальхинче вун тăхăр çулти спорт мастерĕ, Раççейри çамрăксен чемпионачĕн призерĕ çитĕннĕ арçынсемпе пĕрле 78 килограмлă виçере тупăшса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Сашăпа пĕрле Елчĕк районĕнчи А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вĕреннĕ Дмитрий Курчин та вăй виçрĕ. Вăл Чĕмпĕрти Александр Ларионова, Канаш районĕнчи Валерий Филипповпа Александр Миронова хыçа хăварса 63 килограмлă атлетсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. 95 килограмлă виçере вара Тăрăм ялĕнчи Раççей спорт мастерĕ Димитрий Енедеров пуринчен те ăнăçлăрах ăмăртрĕ.

18 çултан аслăрах пăхаттирсем кăçал çичĕ виçере вăй виçрĕç. «Хыпар» хаçатăн тĕп парнисене çавăн пекех Вăрнар районĕнчи Денис Тимофеев /73 кг/, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ, Хĕрлĕ Чутай каччи Дмитрий Козлов /85 кг/ тата Улатăр хулинчи 113 килограмлă пăхаттир Юрий Синичкин çĕнсе илчĕç. Вĕсемсĕр пуçне ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Иван Кривов, Виктор Семенов, Константин Ильин, Алексей Алексеев /вĕсен тренерĕ Борис Глинкин/, Етĕрне районĕнчи Александр Петровпа Игорь Долгов, Улатăрти Михаил Рузавинпа Алексей Сухин тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ студенчĕ Максим Шабанов лайăх кăтартусемпе палăрчĕç.

 

Асаттесен вăй-хал иксĕлмест

Тĕрлĕ çулти ветерансемпе хĕрарăмсен ăмăртăвĕсене Пĕтĕм Раççейри турнирсен программине иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче кăна кĕртме пуçларĕç. Юлашки çулсенче вĕсем пĕр-пĕринпе тупăшни - чăн-чăн спорт уявĕ.

Шăмăршăри пушар чаçĕнче 30 çул ытла ĕçленĕ спорт мастерĕ Владимир Шуряков кире пуканĕ йăтма тивĕçлĕ канăва тухас умĕн кăна кăсăкланма пуçланă. Районăн хисеплĕ гражданинĕ юлашки çулсенче тĕнче тата Европа чемпионачĕсенче 60-69 çулсенчи ветерансен хушшинче ăмăртса çирĕме яхăн тĕрлĕ медаль çĕнсе илнĕ. Кÿкеç поселокĕнче иртнĕ турнирта та мăн асатте хавхаланса ăмăртрĕ, çамрăк атлетсене ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Владимир Петрович пĕр пăтлă /16 кг/ икĕ снаряда кăкăр çинчен 121 хут тĕртрĕ, пĕр пукана малтан - сылтăм, унтан сулахай алăпа 220 хут сулласа çĕклерĕ те 70 çула çитичченхи ветерансен ушкăнĕнче абсолютлă чемпион ятне тивĕçрĕ. В.Шуряковăн вĕренекенĕ Константин Кусаинов 50 çултан кĕçĕнрех ветерансен хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Çамрăкрах спорт ветеранĕсен ушкăнĕсенче Тутарстанри Сабы поселокĕнчи СССР спорт мастерĕ Фариль Миннемуллин, Мари Элти пĕрремĕш спорт мастерĕ Михаил Пекпаев, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Владимир Симень, Вăрнар районĕнчи Николай Данилов тата Елчĕк ен пăхаттирĕ Юрий Карпов çĕнтерчĕç. 60 тата 70 çулсенчен аслăрах ветерансен хушшинче Улатăр хулин хисеплĕ гражданинĕ Валерий Притуленко тата Канашри «Локомтив» ФСК тренер-преподавателĕ, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Владимир Понихидкин палăрчĕç. Юбилейлă турнирта ветерансем республикăн вун тăватă рекордне çĕнетрĕç.

Петр СИДОРОВ,

Андрей МИХАЙЛОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.