Тăван Атăл 6 (728) № 2019
* Хаçат редакцийĕнчи ĕç пÿлĕмĕнче материалсене пăхкаласа лараттăм – алăка такам хăюсăррăн шаккарĕ.
— Кĕрĕр, алăка питĕрмен,— терĕм ура çине тăрса.
Кĕçех пÿлĕме шукăль тумланнă хĕрарăм кĕрсе тăчĕ.
— Чăрмантармастăп-и сире? Тархасшăн, пĕр пилĕк минут пек вăхăт уйăрсамăрччĕ, — малалла иртме хăяймасăр сăмах хушрĕ хайхискер сывлăх суннă хыççăн.
— Пит чăрмантармастăр-ха. Иртĕр, ларăр,— терĕм çакна тĕпчевлĕн тинкерсе.
Хирĕçле пукан çине ларчĕ хайхискер. Те вăтаннипе, те калаçăва пуçлама хăяйманнипе, ман çине кăн-кан пăхкаласа илчĕ. Умра – кĕске кастарнă сарă çÿçлĕ, сенкер куçлă хĕрарăм ларать. Яштака кевтипе пит-куçне пăхсан пĕр вăтăр çултан ытла пама çук хăйне. Калаçу çавах çыпăçмасть-ха.
— Мĕн сăлтавпа килнĕччĕ? – тÿсеймесĕр ыйтрăм юлашкинчен.
— Сăлтавĕ-мĕнĕ… Хамăн пурнăç çинчен кун кĕнеки пекки çырса хатĕрленĕччĕ. Çавă сире çыравçă ĕçĕнче кирлĕ пулмĕ-ши тесе килнĕччĕ,— сумкинчен папка туртса кăларчĕ. – Олеся ятлă эп. Çак папкăна сире парса хăваратăп. Пушă вăхăтра уçкаласа пăхăр тен? Каçарăр чăрмантарнăшăн.
— Чимĕр, Олеся, хăвăрăн адресăрпа телефон номерне хăварăр-ха.
— Кирлĕ мар. Хамăн пурнăçа рекламăлас шут çук манăн. Çак ал çырăва çамрăксем йăнăш çулпа ан кайччăр, интернет серепине лексе нуша ан курччăр тесе кăна çырсаччĕ. Чипер юлăр эппин,— алăк енне утăмларĕ чиперкке (Микул ИШИМБАЙ. Серепе)
* Хыçри йытă сассисем çывăхарах та çывăхарах илтĕнеççĕ. Лера тем пек хытăрах чупасшăн та, урисем ниепле те çăмăллăн хускаласшăн мар. Тем йывăрăш кире пуканĕсем çакса янă тейĕн вĕсем çине. Ак кĕлетки те йы-вăрлансах пырать тем. Чĕри халь-халь кĕлеткерен тухса тарасла кăлт! кăлт! кăлт! тапать. Тĕттĕм вăрмантан аранах тухать пулас – умра çутă курăнса кайрĕ. Утнă çĕрте — утса, чупнă çĕрте чупса çеремлĕ çÿллĕ çырана тухса тăчĕ хĕрача. Вăйлă çил çинчи çамрăк хурăн пек енчен енне сулланаканскер сывлăш çавăрса ярас тесе аллисемпе пĕç чашкисем çине тĕревленчĕ, пĕр кана çапла тăчĕ. Чĕри лăпланнă пек пулсан пуçне çĕклерĕ те хăй капкăна лекнине туйса илчĕ. Туллă вырăнта тăрать. Умра, çук, аялта – шыв йăлтăртатать. Шывран хăрамасть-ха Лера, ишме пĕлет. Анчах ытла аялта-çке шывĕ, пĕр вунă метр та пур пулĕ. Унталла-кунталла пăхрĕ — йĕри-тавра шыв. Сиксен? Ишсе тухайĕ-ши? Варринерех ав çаврăнать- пĕтĕрĕнет кăна. Унта туртса кĕрсе кайсан? Хыçалалла пăхрĕ те хĕр шухăшлама, урăх мел шырама вăхăт юлманнине ăнланчĕ – кашкăрсем пек пысăк йытăсем сĕлекисене юхтарса халь-халь çыран хĕрринчи кĕлеткене ярса илсе çурса тăкма пултараççĕ. Аллисене кайăк çуначĕсем пек икĕ еннелле сарчĕ те пушăлăха ярса пусрĕ Лера. Вĕ-ĕ-ĕçрĕ вара тĕпсĕрлĕхе. Çук-ха, шыва. Хăраса-шикленсе кăшкăрма, пулăшу ыйтма сасси те, вăйĕ те тупăнмарĕ апăршан. Сассăр тенĕ пек анса кайрĕ шыв ытамне. Сывлăш çитми пулсан çÿлелле тухас тесе алли-урисемпе тапаланма пăхрĕ те – пултараймарĕ, пăтранса тăракан авăр çинçе кĕлеткене ярса илчĕ те хăйĕнчен хăпма памарĕ. Çапла çавăра-çавăрах çаврака туннеле кăларса печĕ. Чăштик- чăштик, чăшт-чăшт! Чăштик-чăштик, чăшт-чăшт!.. тахăш вăхăтра рельссем тăрăх куçса пыракан тăррисĕр вакуна лекнĕскер малалла тинкерчĕ. Унта, туннель вĕçĕнче, çап-çаврака çутă. Куçа шартакан йăлтăр та ялтăр çутă курăнать. Çутăра… пĕчĕк ача ун еннелле аллисене тăсса тăрать. Пирĕшти- ши? Тинех лăпланнă пек пулчĕ чунĕ. Эппин, унта ирĕклĕх, кĕçех çав çутта кĕрĕ вăл та. Чăштик-чăштик, чăшт-чăшт! Чăштик-чăштик, чăшт-чăшт!.. (Лидия ФИЛИППОВА. Тĕлĕк)
1
Салам сана, салам, Омар Хайям!
Чăваш кăмăлĕпе пуçа таям,
Ан тив, хут тăрăх урхамах пек
юрттăр
Çак хайлава çыран вĕри калем!
2
Мухтавлă Персин ăшă чĕрçинче
Нумай поэт ят илнĕ çĕр çинче.
Анчах, Хайям тăванăм, сан яту —
Кашни асамлă сăвăç чĕринче.
3
Хисеплĕ Рудаки те Низами,
Çунатлă Фирдоуси те Руми,
Хафиз та Хакани, Самарканди,
Унтан тата — Саадипе Джами...
4
Çут çăлтăр пек кăварлă сăвăçсем,
Çÿл тÿперен анать сирти хĕлхем!
Хансен, шахсен мухтавĕсем
сÿнсен те
Çаплах çиçеççĕ сирĕн
чапăрсем.
5
Хайямăмăр! Сан пиллĕхлĕ яту —
Чун-чĕрери асамлă юрату,
Çурхи хĕвелĕн чĕрĕ пайăрки пек,
Сĕрен пек йăлтăрать сан хăвату.
6
Сана вулать француз та акăлчан,
Сана вулаççĕ нимĕç те испан,
Сана хавхалансах халь куçараççĕ
Китай, корей, яппун та мăриккан.
7
Вун тăххăрăмĕш ĕмĕр варринче
Хайхи тĕтреллĕ Лондон хулинче
Хаваллă Фитцджеральд çапса
кăларнă
Сана хăйсен чĕлхиллĕ стан çинче.
8
Куçарăвĕ фарсиллинех çитмест-тĕр,
Ăна, туссемĕр, хăвăрах сисетĕр,
Çапах Хайямăн рубаи пуххи
Çиçе пуçлать сасартăк çиçĕм евĕр (Юрий СЕМЕНТЕР. Салам, Омар Хайям!)
* Çул çинчи «лĕпĕшсем»
Францин кăнтăр енĕ. Çăлтăрлă каç. Çĕмĕрен пек ыткăнатпăр шоссепе,
Фарăсен çутинче такамăн çамрăк хĕрĕ сасăлать, хăй плиссепе.
Ăс-тăна тÿрех пăралать кукăр-макăр шоссе,
Çак кинолентăри хĕрача, пĕр вăтăрсенче, çийĕнче ун çутă плиссе.
Пулăшма çынсене йыхăрать вăл, хытман-ха шăнса ача.
Акă пулчĕ те сăвă теми: ик утăмра кăна унăн çылăхĕ.
Пурăнма çыртăк çитмен ĕнтĕ ачин, çитнĕ пулсан çĕр хута мĕншĕн-ха
Тăратчĕ вăл пĕччен? Çак сĕм çĕрлере ирччен!
Машинине ывăлăм ирĕксĕрех чарать. Çул хĕррипе,
Асăрхатăп, хĕрарăм ушкăнĕ тăрать. Мĕншĕн-ха хĕрача шарламасть?
Кунта шурă ÿтлисем те, çырă çÿçлисем те, тĕм хура ÿтлисем те пур,
тĕм хура çĕр пеккисем.
Çук, пăрăнмасть çул çинчен шурă çÿçлĕ хĕрача.
«Переççĕ пулăшмасан, кĕпер çинчен. Кăткăс кунти çул, питĕ кăткăс.
Эс саккуна юсаймастăн», — илтĕнет ют калаçу.
Сÿ! турĕ çан-çурăм. Машинăра та эпĕ хÿтлĕхсĕр (Светлана БЕРЕЗКИНА. «Ют çĕршывра» ярăмран. ИРĔКЛĔ СĂВĂСЕМ)
* Ан шырăр айăп
Таса шур хут каллех выртать ума,
Çурта вĕри куççуль тăкать хăй тăрăх.
Вуланă май тишкерĕр сăввăма,
Анчах тăрăхлама ан шырăр çылăх.
Ан шырăр айăп манăн сăвăра,
Ан ятлăр чунăма уçма хăйнишĕн.
Хуйха-суйха çунтарăттăм вутра
Пĕр ÿкĕнмесĕр мĕн пулни-иртнишĕн.
Пустуй сăмах хĕç пек касать чуна,
Куç хыçĕнче пăшăлтатни те йывăр.
Тусассăн йăнăш айăплăр мана,
Таса мара сăввăмсенче ан шырăр.
Шур хут çине çĕн сăнарсем хурса
Вĕри куççуль пекех тумлать сар ăвăс.
Чун вутĕнче çунса та тасалса
Çут тĕнчене çуралчĕ тепĕр сăвă (Любовь ШАШКИНА-ЛĔПĔШПИ)
* Чăваш Ен Раççейре кăна мар, Атăл тăрăхĕнче те – чи пĕчĕк регионсенсенчен пĕри. Çур ĕмĕр каялла пирĕн республика промышленноç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе Раççейре çулленех кайри вырăнсенчен пĕрне йышăннă. Ял хуçалăхне илес пулсан, чăвашсем хăмла тата çĕр улми туса илессипе кăна палăрнă.
1922 çулта Совет Союзĕ йĕркеленсе çитнĕ хыççăн çĕршыври хăш-пĕр регионта физкультурăпа спорт лайăх аталанма пуçланă. Тепĕр ултă çултан Мускавра Пĕтĕм Союзри халăхсен Спартакиадине пуçласа ирттернĕ. Чăваш Енпе кÿршĕллĕ Тутарстан Республикин тата Чулхула облаçĕн спортсменĕсем унта спортăн хăш-пĕр енĕсемпе ăмăртса малти вырăнсене йышăнса темиçе медаль çĕнсе илнĕ. Хусанта пурăннă цирк артисчĕ, авалхи хулара искусствăра та палăрма пуçланă илемлĕ те вăйлă Николай Жеребцов, сăмахран, штангистсен турнирĕнче çĕнтернĕ кăна мар, снаряда кăкăр çинчен икĕ алăпа хăпартассипе /жим хăнăхтарура/ тĕнче рекордне те çĕнетнĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче 90 çул ытларах каялла иртнĕ çав историллĕ спартакиадăра тăватă чăваш атлечĕ старта тухнă, анчах вĕсенчен пĕри те приза тивĕç вырăн йышăнма пултарайман.
Пирĕн спортсменсенчен 1930 çулччен Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Шупашкарти типографире ĕçленĕ Д. Гаврилов кăна палăрнă. 1928 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Хусанта Атăл тăрăхĕнчи автономиллĕ республикăсемпе облаçсен спартакиадинче Чăваш Енри çăмăл атлетсен команди саккăрмĕш вырăн йышăннă. Инçе дистанцине чупассипе республика рекордсменĕ Гаврилов кунта 5000 метра 17 минут та 14 çеккунтра чупса тухнă, тăваттăмĕш результат кăтартнă. Çурла уйăхĕн варринче Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Союзри спартакиадăра пирĕн ентеш вунă çухрăм дистанцире саккăрмĕш вырăн йышăннă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен пирĕн республикăра «СССР спорчĕн мастерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ икĕ çын кăна пурăннă: Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн Вăрнар районĕнчи машинăпа трактор станцийĕнче ĕçленĕ Геннадий Иванов йĕлтĕрçĕ тата Етĕрнери педагог, йĕлтĕрпе чупассипе, çавăн пекех çăмăл атлетика енĕпе çĕршыври ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тунă Мария Гущина (Петĕр ЛАШТАЙ. Ялти сукмакран – Олимп картлашки таран)