Тăван Атăл 6 (728) № 2019

20 Çĕртме, 2019

«Ĕмĕр сакки сарлака», — тетпĕр эпир хăш чухне.
Сакки, чăн та, сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске.
Мĕнле пурăнмаллине, пурнăç тути-масине
Хĕрĕх урлă каçсан тин ав пуçлатпăр тишкерме...
— Астăватăн-и, вулаканăм, çак йĕркесене? Паллах! Сăмахĕсен авторĕ те — паллă çыравçă Анатолий Кибеч.
Сăмахăма çак юрă çаврăмĕнчен ахальтен мар пуçларăм. Çÿлерех кăтартнă рубрикăпа пичетленекен статьясен ярăмĕнче хальхинче хăш çыравçă вырăн йышăннине юрăри пĕрремĕш йĕркеренех тавçăртăр ĕнтĕ. Çапла, «Ĕмĕр сакки сарлака» эпопея роман авторĕ çуралса ÿснĕ тăрăха та çитсе курма тÿр килнĕччĕ çак йĕркесен авторĕн.
ÇЫРАВÇĂ ХУШАМАТНЕ ИЛЕСШĔН
Никифор Мораньков Куславкка районĕнчи Пилешкассинче çут тĕнчене килнĕ. Çав ялтах вĕсен йăхĕнчен тухнă çынсем пурăнаççĕ. Альвиянпа Валентина Герасимовсемпе тĕл пулма май килнĕччĕ. Çемье пуçĕн аслашшĕпе çыравçăра пĕр юн чупнă иккен.
Çак мăшăр пĕлтернĕ тăрăх, Федорпа Анастасия Мораньковсем тăватă ывăла кун çути парнеленĕ. Чи асли Николай Федорович — шăпах Альвиян Михайловичăн аслашшĕ. Литературăра çухалми йĕр хăварнă Никифор Федорович иккĕмĕш çуралнă. Виççĕмĕш «ылтăн кайăкĕ» Гавриил Федорович кун-çулне Шупашкарта ЧР Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлесе ирттернĕ. Вăталăх ывăлĕсем тĕп хулари чиркĕве юрлама тăтăшах çÿренĕ. Чи кĕçĕнни Василий Федорович вăрçăра паттăрла пуç хунă. Кил хуçи хăй вăхăтĕнче Георгий хĕресне тивĕçнĕ.
Унчченхи статьясенче паллаштарнă писательсенчен хăшĕ-пĕри темиçе те авланнине пĕлтернĕччĕ. Никифор Мраньккана та çакнашкалах шăпа кĕтнĕ. Пĕрремĕш арăмĕ Анфиса йывăр чирлесе çĕре вăхăтсăр кĕнĕ. Вăл парнеленĕ ывăлĕ Дмитрий Тĕмшерти шкулта ачасене нимĕç чĕлхине вĕрентнĕ. Анчах тискер тăшман вăрçăра унăн кун-çулне те кĕскетнĕ.
Никифор Федоровичпа Евгения Александровна /иккĕмĕш мăшăрĕ/ тăватă ачана ура çине тăратнă. Питĕ шел, вĕсенчен пĕри те тăван республикăра тĕпленмен, çавăнпах вĕсемпе çыхăнма май килмерĕ. 1928 çулта çуралнă Геннадий — Герасимовсем каланă тăрăх — Беларуçа çитнĕ, çар тытăмĕнче ĕçленĕ. Тепĕр çулхине кун çути курнă пĕртен-пĕр хĕрĕ Ираида вĕрентекенре тăрăшнă, Мускавра тĕпленнĕ. Инженер профессине алла илнĕ вăталăх ывăлĕ Виталий Украинăна куçнă. 70 çултан иртнĕ Альберт çемйипе Хусанта пурăнать.
Альвиян Михайловича ача чухне ашшĕ енчен пыракан хушаматпа мар, амăшĕннипе çыртарнă. Герасимовсен Мускавра пурăнакан мăнукĕ Андрей хăйсен ăрăвĕнче паллă та пултаруллă çыравçă пуррипе мăнаçланать. 20- рен иртнĕ каччă хăйĕн хушаматне улăштарса Моранькова йышăнасшăн.
Пилешкассинче пурăнакан Елена Герасимова ĕмĕрне ачасене халалланă. Вăл шкулта математикăпа физика урокĕсене нумай çул ертсе пынă. Унăн мăшăрĕшĕн Алексей Максимовичшăн та Мораньков пуласшăн
(Елена ТРОФИМОВА. Ачисенчен пĕри те тăван тăрăхра тĕпленмен)

* — Куля, кур-ха, ку майра сана килĕштерсе пăрахрĕ пулмалла, кун сиктерсе киле пуçларĕ вĕт... — раствор витри йăтса килекен йĕкĕте тĕртсе илчĕ Илле.
— Килĕштерсен пăрахмаççĕ ĕнтĕ ăна, Илле тете, — теме çеç пултарчĕ каччă, кирпĕч хуракансем те, вĕсен пулăшуçисем те /подсобникĕсем ĕнтĕ кашни чăваш ăнланмалла каласан/, урам енчи стенана купалакан Иллесем патне чупса килчĕç, пурте суту-илÿ центрĕ тутарттаракан хуçан хĕрĕ «Тойота Прадо» машининчен мĕнле тухнине курса киленесшĕн. Тĕнчери чи хитре пикесен конкурсне хутшăнмаллискер пулсан тем пекехчĕ-ха... Çук, тĕрĕс мартарах каларăм, машинăран мĕнле тухнине курнипе кулса киленесшĕн чăвашсем.
Хуçан хĕрĕ пĕвĕпе çÿллех мар, мĕн çÿллех мар тесе вăлтап-ши, пĕчĕккĕ ĕнтĕ, сарлакине вара самай сарлака, тăваткал теме те пулать пит йĕкĕлтесех килсен, сарлакăш те, тăршшĕ те пĕр пек кÿлепене геометрире тăваткал теççĕ-çке; йывăрăшĕпе вунă пăта çитеймест пуль те, çичĕ пăт çăмăллăнах таймалла, саккăр пулмасан-ха; ăт çак «тăваткал» çÿллĕ «Тойота Прадо» машинăран /хăй çÿрет вăл унпа, пассажир пек кăна ларса çÿремест/ мĕнле тухни чăн та питĕ кăсăк. Кулăшла курăнать айккинчен сăнакана.
— Куля, чăнах, мĕн çухалса каймалли пур, тыт та авлан, вара раствор витри йăтса нушаланмалла пулмасть, — çынран мăшкăллас, кулас тесен чаракĕ çук вара аслăраххисен.
— «Тойота Прадо» машинăпа çÿрĕн...
— Лавкка хуçи пулса тăрăн...
— Пире те ĕçлеме илĕн, юлташсем тесе ытларах тÿлĕн...
— Тен, тата та тумалла пулĕ-ха çĕнĕ лавккасем, вĕсене вара эс хăв пĕлнĕ пек тутарăн...
(Владислав НИКОЛАЕВ. Пуян арăм)

* Хаçат редакцийĕнчи ĕç пÿлĕмĕнче материалсене пăхкаласа лараттăм – алăка такам хăюсăррăн шаккарĕ.
— Кĕрĕр, алăка питĕрмен,— терĕм ура çине тăрса.
Кĕçех пÿлĕме шукăль тумланнă хĕрарăм кĕрсе тăчĕ.
— Чăрмантармастăп-и сире? Тархасшăн, пĕр пилĕк минут пек вăхăт уйăрсамăрччĕ, — малалла иртме хăяймасăр сăмах хушрĕ хайхискер сывлăх суннă хыççăн.
— Пит чăрмантармастăр-ха. Иртĕр, ларăр,— терĕм çакна тĕпчевлĕн тинкерсе.
Хирĕçле пукан çине ларчĕ хайхискер. Те вăтаннипе, те калаçăва пуçлама хăяйманнипе, ман çине кăн-кан пăхкаласа илчĕ. Умра – кĕске кастарнă сарă çÿçлĕ, сенкер куçлă хĕрарăм ларать. Яштака кевтипе пит-куçне пăхсан пĕр вăтăр çултан ытла пама çук хăйне. Калаçу çавах çыпăçмасть-ха.
— Мĕн сăлтавпа килнĕччĕ? – тÿсеймесĕр ыйтрăм юлашкинчен.
— Сăлтавĕ-мĕнĕ… Хамăн пурнăç çинчен кун кĕнеки пекки çырса хатĕрленĕччĕ. Çавă сире çыравçă ĕçĕнче кирлĕ пулмĕ-ши тесе килнĕччĕ,— сумкинчен папка туртса кăларчĕ. – Олеся ятлă эп. Çак папкăна сире парса хăваратăп. Пушă вăхăтра уçкаласа пăхăр тен? Каçарăр чăрмантарнăшăн.
— Чимĕр, Олеся, хăвăрăн адресăрпа телефон номерне хăварăр-ха.
— Кирлĕ мар. Хамăн пурнăçа рекламăлас шут çук манăн. Çак ал çырăва çамрăксем йăнăш çулпа ан кайччăр, интернет серепине лексе нуша ан курччăр тесе кăна çырсаччĕ. Чипер юлăр эппин,— алăк енне утăмларĕ чиперкке
(Микул ИШИМБАЙ. Серепе)

* Хыçри йытă сассисем çывăхарах та çывăхарах илтĕнеççĕ. Лера тем пек хытăрах чупасшăн та, урисем ниепле те çăмăллăн хускаласшăн мар. Тем йывăрăш кире пуканĕсем çакса янă тейĕн вĕсем çине. Ак кĕлетки те йы-вăрлансах пырать тем. Чĕри халь-халь кĕлеткерен тухса тарасла кăлт! кăлт! кăлт! тапать. Тĕттĕм вăрмантан аранах тухать пулас – умра çутă курăнса кайрĕ. Утнă çĕрте — утса, чупнă çĕрте чупса çеремлĕ çÿллĕ çырана тухса тăчĕ хĕрача. Вăйлă çил çинчи çамрăк хурăн пек енчен енне сулланаканскер сывлăш çавăрса ярас тесе аллисемпе пĕç чашкисем çине тĕревленчĕ, пĕр кана çапла тăчĕ. Чĕри лăпланнă пек пулсан пуçне çĕклерĕ те хăй капкăна лекнине туйса илчĕ. Туллă вырăнта тăрать. Умра, çук, аялта – шыв йăлтăртатать. Шывран хăрамасть-ха Лера, ишме пĕлет. Анчах ытла аялта-çке шывĕ, пĕр вунă метр та пур пулĕ. Унталла-кунталла пăхрĕ — йĕри-тавра шыв. Сиксен? Ишсе тухайĕ-ши? Варринерех ав çаврăнать- пĕтĕрĕнет кăна. Унта туртса кĕрсе кайсан? Хыçалалла пăхрĕ те хĕр шухăшлама, урăх мел шырама вăхăт юлманнине ăнланчĕ – кашкăрсем пек пысăк йытăсем сĕлекисене юхтарса халь-халь çыран хĕрринчи кĕлеткене ярса илсе çурса тăкма пултараççĕ. Аллисене кайăк çуначĕсем пек икĕ еннелле сарчĕ те пушăлăха ярса пусрĕ Лера. Вĕ-ĕ-ĕçрĕ вара тĕпсĕрлĕхе. Çук-ха, шыва. Хăраса-шикленсе кăшкăрма, пулăшу ыйтма сасси те, вăйĕ те тупăнмарĕ апăршан. Сассăр тенĕ пек анса кайрĕ шыв ытамне. Сывлăш çитми пулсан çÿлелле тухас тесе алли-урисемпе тапаланма пăхрĕ те – пултараймарĕ, пăтранса тăракан авăр çинçе кĕлеткене ярса илчĕ те хăйĕнчен хăпма памарĕ. Çапла çавăра-çавăрах çаврака туннеле кăларса печĕ. Чăштик- чăштик, чăшт-чăшт! Чăштик-чăштик, чăшт-чăшт!.. тахăш вăхăтра рельссем тăрăх куçса пыракан тăррисĕр вакуна лекнĕскер малалла тинкерчĕ. Унта, туннель вĕçĕнче, çап-çаврака çутă. Куçа шартакан йăлтăр та ялтăр çутă курăнать. Çутăра… пĕчĕк ача ун еннелле аллисене тăсса тăрать. Пирĕшти- ши? Тинех лăпланнă пек пулчĕ чунĕ. Эппин, унта ирĕклĕх, кĕçех çав çутта кĕрĕ вăл та. Чăштик-чăштик, чăшт-чăшт! Чăштик-чăштик, чăшт-чăшт!.. (Лидия ФИЛИППОВА. Тĕлĕк)

1
Салам сана, салам, Омар Хайям!
Чăваш кăмăлĕпе пуçа таям,
Ан тив, хут тăрăх урхамах пек
юрттăр
Çак хайлава çыран вĕри калем!
2
Мухтавлă Персин ăшă чĕрçинче
Нумай поэт ят илнĕ çĕр çинче.
Анчах, Хайям тăванăм, сан яту —
Кашни асамлă сăвăç чĕринче.
3
Хисеплĕ Рудаки те Низами,
Çунатлă Фирдоуси те Руми,
Хафиз та Хакани, Самарканди,
Унтан тата — Саадипе Джами...
4
Çут çăлтăр пек кăварлă сăвăçсем,
Çÿл тÿперен анать сирти хĕлхем!
Хансен, шахсен мухтавĕсем
сÿнсен те
Çаплах çиçеççĕ сирĕн
чапăрсем.
5
Хайямăмăр! Сан пиллĕхлĕ яту —
Чун-чĕрери асамлă юрату,
Çурхи хĕвелĕн чĕрĕ пайăрки пек,
Сĕрен пек йăлтăрать сан хăвату.
6
Сана вулать француз та акăлчан,
Сана вулаççĕ нимĕç те испан,
Сана хавхалансах халь куçараççĕ
Китай, корей, яппун та мăриккан.
7
Вун тăххăрăмĕш ĕмĕр варринче
Хайхи тĕтреллĕ Лондон хулинче
Хаваллă Фитцджеральд çапса
кăларнă
Сана хăйсен чĕлхиллĕ стан çинче.
8
Куçарăвĕ фарсиллинех çитмест-тĕр,
Ăна, туссемĕр, хăвăрах сисетĕр,
Çапах Хайямăн рубаи пуххи
Çиçе пуçлать сасартăк çиçĕм евĕр
(Юрий СЕМЕНТЕР. Салам, Омар Хайям!)

* Çул çинчи «лĕпĕшсем»
Францин кăнтăр енĕ. Çăлтăрлă каç. Çĕмĕрен пек ыткăнатпăр шоссепе,
Фарăсен çутинче такамăн çамрăк хĕрĕ сасăлать, хăй плиссепе.
Ăс-тăна тÿрех пăралать кукăр-макăр шоссе,
Çак кинолентăри хĕрача, пĕр вăтăрсенче, çийĕнче ун çутă плиссе.
Пулăшма çынсене йыхăрать вăл, хытман-ха шăнса ача.
Акă пулчĕ те сăвă теми: ик утăмра кăна унăн çылăхĕ.
Пурăнма çыртăк çитмен ĕнтĕ ачин, çитнĕ пулсан çĕр хута мĕншĕн-ха
Тăратчĕ вăл пĕччен? Çак сĕм çĕрлере ирччен!
Машинине ывăлăм ирĕксĕрех чарать. Çул хĕррипе,
Асăрхатăп, хĕрарăм ушкăнĕ тăрать. Мĕншĕн-ха хĕрача шарламасть?
Кунта шурă ÿтлисем те, çырă çÿçлисем те, тĕм хура ÿтлисем те пур,
тĕм хура çĕр пеккисем.
Çук, пăрăнмасть çул çинчен шурă çÿçлĕ хĕрача.
«Переççĕ пулăшмасан, кĕпер çинчен. Кăткăс кунти çул, питĕ кăткăс.
Эс саккуна юсаймастăн», — илтĕнет ют калаçу.
Сÿ! турĕ çан-çурăм. Машинăра та эпĕ хÿтлĕхсĕр
 (Светлана БЕРЕЗКИНА. «Ют çĕршывра» ярăмран. ИРĔКЛĔ СĂВĂСЕМ)

Ан шырăр айăп
Таса шур хут каллех выртать ума,
Çурта вĕри куççуль тăкать хăй тăрăх.
Вуланă май тишкерĕр сăввăма,
Анчах тăрăхлама ан шырăр çылăх.
Ан шырăр айăп манăн сăвăра,
Ан ятлăр чунăма уçма хăйнишĕн.
Хуйха-суйха çунтарăттăм вутра
Пĕр ÿкĕнмесĕр мĕн пулни-иртнишĕн.
Пустуй сăмах хĕç пек касать чуна,
Куç хыçĕнче пăшăлтатни те йывăр.
Тусассăн йăнăш айăплăр мана,
Таса мара сăввăмсенче ан шырăр.
Шур хут çине çĕн сăнарсем хурса
Вĕри куççуль пекех тумлать сар ăвăс.
Чун вутĕнче çунса та тасалса
Çут тĕнчене çуралчĕ тепĕр сăвă
(Любовь ШАШКИНА-ЛĔПĔШПИ)

* Чăваш Ен Раççейре кăна мар, Атăл тăрăхĕнче те – чи пĕчĕк регионсенсенчен пĕри. Çур ĕмĕр каялла пирĕн республика промышленноç аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе Раççейре çулленех кайри вырăнсенчен пĕрне йышăннă. Ял хуçалăхне илес пулсан, чăвашсем хăмла тата çĕр улми туса илессипе кăна палăрнă.
1922 çулта Совет Союзĕ йĕркеленсе çитнĕ хыççăн çĕршыври хăш-пĕр регионта физкультурăпа спорт лайăх аталанма пуçланă. Тепĕр ултă çултан Мускавра Пĕтĕм Союзри халăхсен Спартакиадине пуçласа ирттернĕ. Чăваш Енпе кÿршĕллĕ Тутарстан Республикин тата Чулхула облаçĕн спортсменĕсем унта спортăн хăш-пĕр енĕсемпе ăмăртса малти вырăнсене йышăнса темиçе медаль çĕнсе илнĕ. Хусанта пурăннă цирк артисчĕ, авалхи хулара искусствăра та палăрма пуçланă илемлĕ те вăйлă Николай Жеребцов, сăмахран, штангистсен турнирĕнче çĕнтернĕ кăна мар, снаряда кăкăр çинчен икĕ алăпа хăпартассипе /жим хăнăхтарура/ тĕнче рекордне те çĕнетнĕ. Çĕршывăн тĕп хулинче 90 çул ытларах каялла иртнĕ çав историллĕ спартакиадăра тăватă чăваш атлечĕ старта тухнă, анчах вĕсенчен пĕри те приза тивĕç вырăн йышăнма пултарайман.
Пирĕн спортсменсенчен 1930 çулччен Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче Шупашкарти типографире ĕçленĕ Д. Гаврилов кăна палăрнă. 1928 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче Хусанта Атăл тăрăхĕнчи автономиллĕ республикăсемпе облаçсен спартакиадинче Чăваш Енри çăмăл атлетсен команди саккăрмĕш вырăн йышăннă. Инçе дистанцине чупассипе республика рекордсменĕ Гаврилов кунта 5000 метра 17 минут та 14 çеккунтра чупса тухнă, тăваттăмĕш результат кăтартнă. Çурла уйăхĕн варринче Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Союзри спартакиадăра пирĕн ентеш вунă çухрăм дистанцире саккăрмĕш вырăн йышăннă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен пирĕн республикăра «СССР спорчĕн мастерĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ икĕ çын кăна пурăннă: Шупашкар районĕнчи Шĕнерпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн Вăрнар районĕнчи машинăпа трактор станцийĕнче ĕçленĕ Геннадий Иванов йĕлтĕрçĕ тата Етĕрнери педагог, йĕлтĕрпе чупассипе, çавăн пекех çăмăл атлетика енĕпе çĕршыври ăмăртусенче пысăк çитĕнÿсем тунă Мария Гущина
(Петĕр ЛАШТАЙ. Ялти сукмакран – Олимп картлашки таран) 

* КОНКУРСРА ПАЛĂРНĂ ĔÇСЕМ
Чăваш Республикин Ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче çиччĕмĕш хут иртнĕ «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» республика конкурсĕн çĕнтерÿçисене чыслани çинчен вулакансене пĕлтернĕччĕ. Çамрăксен хайлавĕсене Лидия Филиппова, Марина Карягина, Ольга Туркай, Дмитрий Суслин, Раиса Сарпи тата ытти паллă çыравçă хакланă.
«Чăваш прози» номинацире Екатерина Кошелева тата Ольга Австрийская çĕнтернĕ, «Чăваш поэзийĕ» номинацире Ольга Александрова тата Олеся Михайлова мала тухнă, «Чăваш драматургийĕ» номинацире Екатерина Устинова /Александрова/ çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.
«Тăван Атăл» журналăн ку кăларăмĕнче вулакансене çамрăк çыравçăсен хăш-пĕр ĕçĕпе савăнсах паллаштаратпăр.

Проза
Екатерина КОШЕЛЕВА
Ĕнесем те макăраççĕ
Калав
Урасем айне евро пăрахатпăр. Пире çул уçă.
Кунĕпе хĕртсе ывăннă сарă хĕвелĕн вăрман хыçне пытанма вăхăчĕ те çитсе пырать. Тÿпене хĕретсе вăл çывăрма кайма хатĕрленет. Тавралăха каç сулхăнĕ ÿкнĕ. Çанталăк лăпкă та тÿлек.
Ĕне кĕтĕвĕ ялалла васкамасăр утать. Тулли çилĕллĕ ĕнесем пĕрин хыççăн тепри урам тăрăх кĕрсе килĕсем тĕлĕнче тăрса юлаççĕ. Кĕтÿçĕ те, пушшине хул çине хунăскер, ĕнесемпе яла кĕрет. Кĕçех таврара ăшă сĕт шăрши сăмсана кăтăклама пуçлать. Çак сĕтре Çĕр-аннемĕрĕн юратăвĕ, ешĕл курăкăн сиплĕхĕ, çуллахи çилĕн варкăшĕ пытаннă.
Кĕтÿ килнĕ хыççăн кăшт вăхăт иртсен Гена пичче ял тăрăх сĕт пуçтарма тухса каять. Ватăскер нихăçан та ĕçсĕр лармасть. Яланах мĕн те пулин тăвать, шав кăштăртатса çÿрет. Сакăр теçеткерен иртнĕ пулсан та лаша тытать вăл — унпа ирхине тата каçхине ял тăрăх сĕт пуçтарать. Пурнăçра тертне-асапне нумай курнăскерпе калаçма кăсăклă — нумай пĕлет, ĕлĕкхи пирки тем те каласа пама пултарать. Кашни кил тĕлĕнче чарăнса сиплĕ сĕте патшалăх валли пуçтарать.
Ĕçне туса юлашки урама та çитрĕ Гена пичче. Кĕтерукăн килĕ умĕнче ăна яланхи пекех хĕрарăмсем хăйсен витрисемпе кĕтсе тăраççĕ. Кунтах, кунĕпе чупнă пулин те, ывăнма пĕлмен вĕт-шакăр вылять.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.