Комментари хушас

19 Çĕртме, 2019

Шалу валли укçа уйăрнă

Çитес вăхăтра "Чăвашавтотранс" предприяти ĕçченĕсен умĕнчи шалу парăмне татĕç. Кун пирки паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - транспорт тата çул-йĕр министрĕ Александр Николаев пĕлтерчĕ.

Çак тĕллевпе республикăн резерв фондĕнчен 57 миллион ытла тенкĕ уйăрма йышăннă. "Çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче ЧР Арбитраж сучĕ иртрĕ. Унта предприяти ĕçченĕсене шалу тÿлессине малти вырăна кăларассине çирĕплетнĕ. Республика влаçĕ парăмсене компенсацилеме йышăнчĕ. Çапла майпа çитес кунсенче укçа халăх патне çитĕ", - терĕ Александр Николаев.

www.hypar.ru

Валентина БАГАДЕРОВА.

Рубрика: