Комментари хушас

11 Çĕртме, 2019

Çĕнĕ ФАП çĕкленет

Канаш районĕнчи Вăрăмпуçра çĕнĕ ФАП тума тытăннă.

Ялта фельдшерпа акушер пункчĕ пур-ха. Анчах вăхăт иртнĕ май çурт самай кивелнĕ, халăха туллин пулăшу пама кансĕр. Ку тăрăхра вара 670 ытла çын пурăнать, çав шутра 100-е яхăн ача. Çулталăк тултарайманнисем те пур.

Строительство ĕçĕсене «Геолог» пĕрлешÿ пурнăçлать. Хальхи вăхăтра никĕсне ярса стенисене хăпартма тытăннă ĕнтĕ. Строительсем сиплев çуртне 2019 çулхи сентябрьте хута яма палăртаççĕ. Паллах, ăна чаплă оборудованисемпе пуянлатĕç.

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. 

Рубрика: